03 июня 2017 г.
"Эх, Пăлаçăм Пăла, мĕншĕн хуçан кăмăла?" - тесех ыйтас килчĕ манăн Кĕçĕн Пăлари çурхи шывăн юххине сăнанă май.
Кăçал Кĕçĕн Пăла икĕ хутчен çурхи шывпа тулчĕ. Юлашки юр, çумăр çунă хыççăн унăн шывĕ явăнса, пĕтĕрĕнсе юхрĕ. Кĕçĕн Пăла хăш-пĕр çулсенче хĕллехи ыйхăран вăраннă хыççăн хăйĕн вăй-халне аванах кăтартаканччĕ. Çакăн пек чухне унпа питех шỹтлеме юраманнине лайăх ăнланаççĕ юханшыв тăрăхĕнчи ялсенчи çынсем. Анчах кăçал çырмари шыв çынсене шиклентермесĕр, çурма вăйпа анчах юхрĕ пулин те, пурпĕрех, темĕнле асамлăн шăмпăлтатрĕ. Тен, çавăнпа-и, куç умне иртнĕ вăхăтри пулăмсем тухса тăчĕç.
Çуллахи ăшă каçсенче эпир, шкул ачисем, аслисемпе пĕрле хирте пăрçа çулнă хыççăн килелле таврăнатпăр. Çулмалли пирĕн пай аслисенчен сахалрах пулнă пулин те нумайăшне çак ĕç самаях ĕшентернĕ. Тарланă ỹт çине тусан ларнăран, пирĕн пит-куçсем хуп-хура.
"Паян Нятюк аппа (Наталия Стахеевна Идутова) пăрçана питех те тăрăшса çултарчĕ. Ăна хăваласа çитсе пыма йывăр", - тесе калаçса пыраççĕ хиртен таврăнакансем. Апла пулин те нумайăшĕ Нятюк аппаран юласшăн мар, ăна çитсе пыма тăрăшать.
Халĕ хиртен ĕçлесе таврăнакансем каçхи сулхăнпа Кĕçĕн Пăлара шыва кĕрсе ỹчĕсене уçăлтараççĕ. Иртнĕ çулсенче вара пирĕн ялăн вĕçĕнче пĕве те пĕвелетчĕç. Çапла çырман тарăн та тăрă шывĕ нумай çынна хăй патне шыва кĕме илĕртнĕ. Шыва кĕрекенсем икĕ пая пайланатчĕç, арçынсем аялти пахчасен кукринче, хĕрарăмсем хамăр кас çывăхĕнчех чăмпăлтататчĕç. Епле ырă та лайăх Кĕçĕн Пăлан каçхи шывĕ! Савăнăçлă ача-пăча сасси, çынсем шывра урисемпе шампăртатса ишнин сасси йĕри-таврана саланатчĕ.
Çынсем шывран çăвăнса тухнине курса тепĕр чухне Энтрюш тете (ялти паллă тракторист Андрей Алексеевич Указов) шỹтлесе: "Хăвасем хушшинчен ăтăрсем тухрĕç", - тесе кăшкăрса ярсан ун хыççăн ачасем те "çари" кăшкăрса шывран сике-сике тухатчĕç. Çапла, иртнĕ çулсенче Кĕçĕн Пăлан тăрă шывĕ çуллахи вăхăтра çăвăнса тасалмалли вырăн пулнă. Каçхи апат çинĕ хыççăн пĕтĕм çамрăк ял клубне пухăннă.
Çак асаилỹ саманчĕ чуна ыраттарса пырса тивнĕрен-ши манăн ăшăмра Кĕçĕн Пăлапа çыхăннă нумай хумхануллă ыйтусем хускалчĕç. Вĕсенчен пĕри: "Мĕншĕн юратма пăрахрăмăр эпир сана, Пăлаçăм?" - текенни. Çак ыйту манăн чĕреме панулми хурчĕ евĕр кăшлать. Чăн та, хисеплеместпĕр эпир хамăрăн Кĕçĕн Пăлана. Унта мĕнле çỹп-çап анчах тăкмастпăр пулĕ. Çакна курса Пăла та пире хирĕç пулнăн туйăнать. Апла пулин те эпир çакна илтместпĕр, илтме те тăрăшмастпăр. Эпир хамăрăн ачалăхра курнă çутçанталăкăн илемне пирĕн мăнуксем урăх нихăçан та ан курайччăр тетпĕр пулмалла. Манăн шухăшсене çирĕплетнĕ евĕр, Кĕçĕн Пăла шывĕ çийĕн, пĕр йăва темелле-и, пластик савăтсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла, чỹхенсе юхса килни курăнса кайрĕ. Çакна курнăран манăн пит-куç хĕрелчĕ, вутланса пĕçерчĕ. Кĕçĕн Пăла умĕнче çакăншăн хама айăплă туйрăм.
Пĕр-пĕр кун çитĕнсе çитнĕ мăнуксем пиртен: "Эсир, аслисем, Кĕçĕн Пăла илемне мĕншĕн пĕтернĕ?" - тесе ыйтсан мĕнле хурав парăпăр-ши?
В.МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.