Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.02.18 Пуçăма пĕрех усмарăм

- тесе аса илет Патреккел ялĕнче пурăнакан 88 çула кайнă Лидия Ильинична Скворцова /хĕр чухнехи хушамачĕ Миллина/ хăйĕн пурнăçĕ пирки сăмах пуçарсан.

Шкулта вăл лайăх вĕреннине пурте пĕлнĕ, вĕрентекенсем те çакна курса тĕлĕннĕ. Улттăмĕш класра чухне Лидăна вырăс чĕлхине вĕрентекен Агреппина Ивановна Ерастова /качча тухсан Московская/: «Эсĕ вырăсла калаçма та, çырма та манран кая мар пултаратăн», - тесе час-часах аса илтернĕ. Лида Миллинан тус-тантăшĕ Тамара Доброхотова пулнă, пĕр-пĕринчен уйрăлма пĕлмен вĕсем. Елчĕкри вăтам шкула та иккĕшĕ пĕрле вĕренме кайнă.  Вăтам шкул хыççăн аслă шкула вĕренме кĕнĕ Тамара Амплиевна Доброхотова каярахпа медицина наукисен докторĕ пулса тăнă. Лидăна вара, тăххăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме укçа тÿлейменрен, шкултан кăларса яраççĕ - хĕрачан малалла вĕренес çулĕ пÿлĕнет. Вĕреннĕшĕн тÿлеме мар,  супăнь туянма та килте укçа пулман. Çавăнпах Лида кĕпе-тумтире Кĕçĕн Пăла шывĕ хĕррине илсе кайса тăмпа сĕрсе çунă. Хурланнă куçĕсенчен сăрхăнса куççулĕ юхнă...

Вăрçă пуçланнă 1941 çулхине Лидия Миллина виççĕмĕш класран вĕренсе тухнă. Лидия Ильиничнăпа сăмах пуçарнă самантра Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Кадышев поэт çырнă сăвă йĕркисем пуçа пырса кĕчĕç:

«Выльăх çимен курăка пухса эпир çирĕмĕр.

Чăтрăмăр та тÿсрĕмĕр, паттăр пулса ÿсрĕмĕр»,

- тенĕ вăл иртнĕ вăрçă вăхăтĕнчи çынсен йывăр пурнăçĕ çинчен.

Амăшне пулăшас тĕллевпе Лида мĕн пĕчĕкрен хĕллехи сивĕ кунсенче тăпач çĕклесе йĕтем çине тырă çапма кайнă. Иртнине аса илсен вăл ассăн сывласа илчĕ, ун хыççăн тин сăмах хушрĕ:

«Хальхи çамрăксем нумайăшĕ çакăн пирки каласа кăтартнине ăнланмĕç те. Арçынсем пурте вăрçăра. Ялти пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем çине тиеннĕ. Ĕçрен шăнса, ывăнса таврăнатăн, килте вара çиме лайăх апат та çук. Анне пире, ултă ачине, выçă лартас темен, паллах. Çăнăха перекетлес тесе çăкăр чусти çине мăян вăрри яратчĕ. Çавна пула вăл самай йÿçĕ пулатчĕ. Çĕрĕк çĕрулми крахмалĕпе пĕçернĕ çăкăра та, тепĕр чухне вăл кăмăла пăтратса хăстаратчĕ пулсан та, тиркесе тăма пулман - çинĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн яла эвакуаципе Эстонирен - Сильва, Литваран - Ява, Латвирен Линда ятлă хĕрачасем пурăнма килчĕç. Вĕсем те пирĕнпе пĕрлех колхозра ĕçленĕ. Килте пĕçернĕ çакăн пек йÿçĕ çăкăра çинĕ хыççăн тепĕр чухне вĕсен куççулĕсем тухатчĕç. Сире кунта пурăнма епле йывăр, тетчĕç.

Нушаллă йывăр вăхăтсем чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă, аса илес мар тесен пуçра çак шухăш явăнать. Уйрăмах пĕр вăхăтра ÿснĕ «вăрçă ачисем» куç умĕнчен каймаççĕ. Патреккел ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕрле вĕреннĕ Тамара Доброхотова, Алексей Петров, Петр Ефимов, Акчелĕнчи Василий Кудрявцев, Зинаида Идутова /йывăр тăпри çăмăл пултăр унăн, нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ/, Петр Лазарев асран тухмаççĕ», - тет Лида аппа.

1942 çулта «Осоавиахим» колхозра çĕнĕ йышши ÿсен-тăран культури - коксагыз çитĕнтернĕ. Вăл оборона валли резина тумалли ÿсен-тăран шутланнă. Ăна туса илме Патреккел ялĕнче уйрăм бригада йĕркеленĕ. Бригадăна Елчĕкри МТСри Елизавета Ястребова паллă трактористка ертсе пынă. Ÿсен-тăрана пăхса тăма, лаптăксене çумкурăкран тасатма ытларах шкул ачисене явăçтарнă. Бригадăра вăй хуракан хастарсенчен пĕри Лидия Миллина пулнине  ертÿçĕсем те асăрханă. Çакна шута илсе ăна яваплă ĕçсене пурнăçлама шанса панă. 1944 çулта вунпиллĕкри хĕрача  Кавал ялĕ çывăхĕнчи Аслă Пăла шывĕ çине çурхи шыв юххипе килсе капланнă пĕренесене шывран сĕтĕрсе кăларас ĕçе те хутшăннă. Çак йывăр ĕçе Патреккел ялĕн çыннисем - Прохор Степанович Енейкинпа унăн пулас мăшăрĕ Пелагея Деомидовна Миллина ертсе пынă. Кунта пĕр эрне ĕçленĕшĕн колхоз бригадирĕсем Лидăна 90 ĕç кунĕ çырса панă. Лидăн амăшĕ хĕрĕ çакăн чухлĕ ĕç кунĕ тума пултарнăшăн питĕ савăннă.

Лида хÿхĕм те хастар хĕрача пулни шкулти çар урокĕсенче те курăннă: винтовкăна вăхăтпа салатса пуçтарнă чухне те арçын ачасенчен пĕрре те кая юлман вăл. «Ать-два!», - тесе салтак уттипе утма та, çар уставне, ку енĕпе мĕн вĕрентнине пĕтĕмпех ăса хывма тăрăшнă. «Винтовка предназначена для боя: для дальней дистанции пулей, на ближней дистанции штыком и прикладом!», - хавхаланса, çамрăк чухнехи пекех халĕ те хыттăн каларĕ вăл çак сăмахсене.

Хăйĕнчен килмен сăлтавсене пула малалла вĕренме май килменнине, тертлĕ пурнăç тути-масине сахал мар астивнине пăхмасăр Лидия Ильинична хуçăлса ÿкмен, мал ĕмĕтлĕ, хастар, хăюллă пулнипе палăрса тăнă. Çапла пулма епле вăйĕ çитнĕ унăн? Çакăн пирки ыйтсан вăл малалла çапла каласа кăтартрĕ:

«Вăрçă хыççăн пур çамрăк та малашнехи пурнăç лайăхланасса ĕмĕтленнĕ. Малалла вĕренсе çын пулас тĕллевпе 9-мĕш класс хыççăн Елчĕкри крахмал заводне ĕçе кĕме кайрăм. Документсене тишкернĕ хыççăн завод ертÿçисем мана çĕрулми йышăнакан,

Акчел çынни пулнă Федор Теньков патне унăн пулăшаканĕ пулма çирĕплетрĕç. Вăл маншăн самай пуçа ĕçлеттермелли ĕç вырăнĕ те пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен кунта çĕрулми пахалăхне, тасалăхне тата унран тухакан крахмалăн тухăçне те тĕрĕслесе тăмалла - яваплă ĕç. Тепĕр чухне, завод пысăк ушкăнпа çĕрулми йышăннă кунсенче, ĕç вăхăчĕ çĕрлехи 2 сехетчен те вĕçленменни сахал мар пулнă. Ун чухне мана, çамрăка, çĕрлехи вăхăтра Патреккеле пĕччен яма шикленнĕрен пулĕ, Федор тете  хăйсем патне илсе каятчĕ. Унăн мăшăрĕ те, ачисем те питĕ тараватлă çынсемччĕ.

Çĕрулмине ĕçлесе хатĕрлесси вĕçленсен заводра стройка ĕçĕсем пуçланатчĕç. Çавăнпах пулĕ мана районта инженер-строитель пулса ĕçленĕ хамăр ял çынни Вячеслав Ильич Дозоров хистенипе 1953 çулта Чулхула облаçĕнчи Семенов хулине строитель-десятниксен шкулне вĕренме ячĕç. Унти 90 вĕренекенрен  эпир, хĕрсем, иккĕн анчах пулнă, - тет Лидия Ильинична.

Çулталăк вĕренмелли курса ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн çамрăк специалиста Первомайски районĕн /халĕ Аслă Арапуç ялĕ, Патăрьел районне кĕрет/ ĕç тăвакан комитечĕ çумĕнчи техник-строителĕн ĕç вырăнне çирĕплетеççĕ. Строительсен квалификацине тĕрĕслекен комисси витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн вăл уйăхне 700 тенкĕ çирĕплетсе панă оклада илме тытăнать.

Анчах ĕçе пикеннĕ Лида, амăшĕ чирлесе тăнине пула, ирĕксĕрех каялла тăван яла таврăнать. Çапла  тепĕр хутчен Елчĕкри крахмал заводĕнче ĕçлеме тытăнать. Халĕ вăл çĕрулмишĕн анчах мар, тĕрлĕ стройка материалĕсемшĕн те яваплă çын пулса тăрать.

Часах крахмал заводрах слесарь-сварщик пулса ĕçлекен пĕр ял каччипе - Николай Скворцовпа паллашса çемье çавăраççĕ. Сăмах май, Николай Григорьевич кунти ăста алăллă специалистсенчен пĕри пулнă. Сергей Александрович Кудряшов директор ертсе пынипе вăл çĕрулмине хыркăчпа вĕтетес умĕн çумалли вырăна хăпартмалли элеватор ăсталанă.

Вăхăт иртсе пынă май пурнăç кĕнеки малалла çырăннă. Вĕсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Анчах çакă çутă тĕнчере шăпа пÿрнинчен те аякка пăрăнса иртме çук пулмалла. 1973 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче Лидия Ильиничнăн 45 çулхи мăшăрĕ - Николай Григорьевич синкерлĕ пулăмпа  тĕл пулать, йывăр аманнă хыççăн пурнăçран уйрăлса каять.

«Ку вăхăтра эпĕ «Прогресс» колхозра ĕçлеттĕм. Заводран кунта 1964 çулта куçрăм, малтан колхозницăра, кайран нумай çул кладовщикра вăй хутăм. Мăшăрăн вилĕмĕ пĕр «çунатăма» самай йывăр амантса хăварчĕ, ачасен малашлăхĕ пирки шутламаллине ăнланса кăмăлăма хытартăм. Анчах ăраскалăм çакăнпа анчах çырлахмарĕ. 2007 çулта, ашшĕ пекех – ноябрĕн 4-мĕшĕнче Мускава ĕçлеме кайнă аслă ывăлăм - Петя пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Чун-чĕре суранĕ пирчеме ĕлкĕреймерĕ, тепĕр инкек - кĕçĕн ывăлăм - Володя та йывăр чире пула сарăмсăр вилчĕ», - терĕ те самантлăха чĕнмесĕр ларчĕ. Унăн куçĕсем куççулĕпе тулчĕç...

Пурнăçри ăраскалĕ ăна миçе хутчен  такăнтарман пулсан та çирĕп чун-чĕреллĕ хĕрарăм пуçне усман. Колхозра кладовщик пулса ĕçленĕ вăхăтра та темĕн  тĕрлĕ япалашăн явап тытмалла пулнă. Колхоз пурлăхне куç шăрçине упранă пек пăхса усранăшăн  правлени енчен ăна темиçе хутчен  тав тунă. 1984 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та Лидия Ильинична ĕçрен пăрахман, 1990 çулччен кладовщик, ун хыççăн тепĕр 9 çул ахаль колхозница пулса вăй хунă. Çапла майпа унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 56 çула çитнĕ. Ахальтен мар ĕç ветеранĕн кăкăрĕ çинче «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль, Çĕнтерÿ 50, 60, 65, 70 çул тултарнине халалланă юбилей медалĕсем мăнаçлăн çуталса тăраççĕ. Унсăр пуçне, Патреккел ялĕн çыннисем Лидия Ильиничнăна хисеплесе, вăл пĕтĕм ĕçе чыслăн та тĕплĕн пурнăçлама пултарнине курса 1979 çултан пуçласа 4 хутчен! Елчĕк ял совечĕн депутачĕ пулма суйланă.

Килĕнче халĕ ватă пĕчченех пурăнать. Апла пулин те уйрăлса тухса уйрăммăн пурăнакан вăталăх Юрий ывăлĕн тата тепĕр кинĕн çемйисем манмаççĕ ăна. Кирлĕ вăхăтра пулăшу аллине тăсса параççĕ. Нумай кирлĕ-и ватă çынна савăнма? Ывăлĕпе кинĕсене, мăнукĕсене хăйне куç тĕлне туса хисепленĕшĕн вара чĕререн тав тăвать. Анне, асанне чĕри вара урăхла пулма та пултараймĕ.

Лидия Ильинична пек патвар та ăшпиллĕ çынсемпе тĕл пулса калаçсан чун-чĕрере савăнăç, мăнаçлăх çуралать...

В.МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.  

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика