Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Район хаçачĕ иккĕмĕш хут чĕрĕлнĕ тапхăр

Районсене промышленность тата ял районĕсене пĕрлештерни экономика аталанăвĕнче ỹсĕм кỹменни, аякри ялсенче пурăнакансене пысăк йывăрлăх кăларса тăратни часах палăрма тытăннă. Хуçалăх, предприятисемпе организацисен ертỹçисен, ял çыннисен пĕр-пĕр ыйтăва татса пама инçетре вырнаçнă Патăрьелне çитмелле пулнă. Лайăх çул-йĕр пулманран автобуссем çỹремен, телефон çыхăнăвĕ йĕркеллĕ ĕçлемен. Акă, унчченхи Елчĕк районĕн çурçĕр - хĕвеланăç енчи ялĕсенче пурăнакансен хĕлле, шыв-шур тăнă вăхăтра çĕнĕ район центрне Канаш районĕнчи Маяк ялĕ патĕнчен çаврăнса çỹреме тивнĕ. Çакăн пек лару-тăру ытти районсенче те палăрнă.

1965 çулхи кăрлач уйăхĕнчи Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕсемпе промышленность тата ял районĕсене пăрахăçланă, çĕнĕ районсен чиккисене, вĕсене кĕрекен ялсене палăртнă.

Çав çулхи пуш уйăхĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ Елчĕк районĕнче район тата ял Совечĕсен суйлавĕсем, парти райкомĕн организациллĕ конференцийĕ те пулса иртнĕ. Парти конференцийĕнче хаçат кăларса тăма йышăннă, унăн редакторне Петр Михайлович Михайлова çирĕплетнĕ.

Петр Михайлович Михайлов 1925 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ. 1943 çулта фронта тухса кайнă. I, IV Украина фрончĕсенче 106-мĕш стрелковăй корпус йышне кĕнĕ 959-мĕш çыхăну батальонĕнче аслă радист пулнă. Çыхăну ĕçне йĕркелесе пынăшăн "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", ытти медальсене тивĕçнĕ. Фронтран таврăнсан тăван ялта бригадирта ĕçленĕ, комсомол организацине ертсе пынă. 1949 -1953 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн пай ертỹçинче, иккĕмĕш секретарьте ĕçленĕ. Çав вăхăтрах район хаçатне çырса тăнă. 1953 çулта ăна "Колхоз ялавĕ" хаçатăн ответлă секретарьне çирĕплетнĕ. Хăй аса илнĕ тăрăх, икĕ тапхăр, ответлă редакторсем улшăнса тăнă çулсенче, хаçата пĕр-пĕччен кăларса тăнă. 1957-1960 çулсенче Шупашкарти партипе совет шкулĕн ял хуçалăх уйрăмĕнче вĕреннĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, 1962 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕччен, хаçатăн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă. 1962-1965 çулсенче "Вперед" колхоз председателĕ çумĕнче ĕçленĕ, хуçалăхри парти организацине обществăлла майпа ертсе пынă. Район хаçатне вăл 1965-1971 çулсенче редакциленĕ, 1976 çулччен редактор заместителĕнче - ял хуçалăх пайĕн ертỹçинче ĕçленĕ. 1976-1985 çулсенче - "Правда" колхозра партком секретарĕ, профком председателĕ. Пенсие тухсан та обществăлла ĕçсенче палăрнă. Паянхи кунччен те Хĕрлĕçырпа Тăрмăш ялĕсенчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, инваличĕсен канашне ертсе пырать.

Çĕнĕ редакторăн хаçат кăларассине çĕнĕрен йĕркелесе ярассинче пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет. Редактора çирĕплетсен тепĕр эрнерен, 1965 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, "Колхоз ялавĕ" çĕнĕрен тухса тăма тытăнать. Редакци работникĕсене ун чухне ларса çырма сĕтел-пукан та пулман. Вĕсене вăхăтлăха кỹршĕри Пионерсемпе шкул ачисен çуртĕнчен илсе каçнă. Полиграфи оборудованийĕсене Шупашкарти, ытти районсенчи типографисенчен кỹрсе килнĕ. Çапла майпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пуçтарса хаçат кăлармалли полиграфи базине йĕркелесе çитернĕ.

П.М.Михайлов редактор редакципе типографи базине аталантарассишĕн малалла та ăнăçлă ĕçлет. Виçĕ çул хуçасăр ларнă çурта (ăна 3-4 çурта пĕр-пĕрин çумне тĕртсе тунă пулнă) тĕпрен юсаттарать. Ĕçлекенсен йышĕ, ĕç калăпăшĕ ỹссе пынă май редакципе типо-графи çурчĕ тăвăрланса çитет. Çавна май 1968 çулта юнашар щит çурт лартнă. Унта редакци аппарачĕ куçать. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче ялсене тухса çỹреме "Москвич", хаçат хучĕ, вут-шанкă, ытти япаласем турттарма "ЗИЛ" автомашина туянаççĕ. Çакă редакци работникĕсене ялсене кунсерен тухса çỹреме май парать. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçламашкăн предприятисемпе организацисенчен автомашина ыйтса илессинчен те хăтарать.

Кирек мĕнле хаçат та пултаруллă ăста журналистсемпе полиграфистсемсĕр, ялти тата рабочи корреспондентсемсĕр тухса тăраймасть. 1965 çулта хаçат ĕçне тепĕр хут П.С.Щипцов таврăнать. Вăл ответлă секретарь ĕçне кỹлĕнет. Çак яваплă ĕçре Павел Семенович 1974 çулччен, "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн кăнтăр районĕсенчи ятарлă корреспондентне куçиччен пулать. Вăл редакци штабне ертсе пынипе кăна лăпланмасть, район, республика хаçачĕсене очерксемпе тĕрленчĕксем, илемлĕ литература хайлавĕсем çырма та вăхăт тупать.

Хаçата çĕнĕлĕх, чĕрĕлĕх кĕртекен тепĕр журналист - А.А.Тимофеев. Вăл ял хуçалăх пайне ертсе пырать, йывăр самантсенче ответлă секретарь, радиоорганизатор ĕçĕсене пурнăçлать, сăн ỹкерчĕксем нумай тăвать. Илемлĕ чĕлхепе çырнă унăн статйисемпе корреспонденцийĕсем, очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсем хаçатăн кашни номерĕнчех кун çути кураççĕ. Парти райкомне ĕçлеме куçсан та ăста журналист хаçатпа тачă çыхăну тытать.

50-мĕш çулсенче хаçатра ăнăçлă вăй хунă Г.А.Казаков та литсотрудник ĕçне çанна тавăрса пуçăнать. Каярахпа çырусен пайĕн заведующийĕ пулать, республикăри хаçатсене çырса тăрать, Чăвашрадио валли передачăсем хатĕрлет. 1973 çулхи пуш уйăхĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайичченех радиоорганизаторта тăрăшать.

И.П.Иноходов редакцие хаçат çĕнĕрен тухма пуçласан, Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕреннĕ вăхăтра килет. Малтанах корректорта тăрăшать, çав çулхи çурла уйăхĕнче корреспондента куçать. Çак вăхăтрах маларах корректор пулнă З.М.Никифорова хăйĕн юратнă ĕçне таврăнать.

1965 çулта редакци штатне фотокорреспондент должноçне кĕртеççĕ. Çак ĕçе пуçласа Г.А.Теньков (Аслă Елчĕк) пурнăçлама тытăнать. Анчах фотокорреспондентсем час-часах улшăнса тăраççĕ. Каярах, 1965-1972 çулсенче, фотокорреспондентра В.А.Осипов (Тип Тимеш), Н.С.Шуркин (Аслă Таяпа), А.Нягин (Тỹскел), Н.Скворцов (Комсомольски районĕ), А.З.Смирнов (Тỹскел), А.И.Тарасов (Шăмалак), В.А.Палашкин ĕçленĕ.

Хаçат вăхăтлăха тухма чарăниччен литсотрудникра ĕçленĕ Н.А.Прокопьева та П.М.Михайлов каялла редакцине 1965 çулхи çĕртме уйăхĕнче чĕнсе илет. Çырусен пайĕн заведующийĕнче икĕ уйăх ĕçлет, 1965-1968 çулсенче вырăнти радио ĕçне йĕркелесе пырать. Сăмах радио ĕçне куçнă май унăн кĕске историне аса илни те вырăнлă пулĕ. Архивра тĕл пулнă документсем тăрăх çакă паллă: Елчĕкри радиоузел 1933 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. 1965 çулччен унăн ĕçне ятарлă штатпа пăхман, обществăлла майпа пурнăçлакан çынсем ертсе пынă. Вырăнти радио районти çыхăну узелне, парти райкомне, райсовет ĕç тăвкомне пăхăнса тăнă. Акă, 1935 çулта райсовет ĕç тăвкомĕн президиумĕ çумĕнчи радиокомитет председателĕнче Ефимова ĕçлени паллă. 1957 çулччен радио ĕçне йĕркелесе пыма парти райкомĕпе райсовет ĕç тăвкомĕн, культура работникĕсене явăçтарнă. 50-мĕш çулсенче вырăнти радиона КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ М.Ф.Ефремов, пай инструкторĕ Р.И.Бобылев, çулталăка яхăн М.В.Ястребова ертсе пынă. Районти радиовещани ĕçне лайăхлатассишĕн "Колхоз ялавĕ" хаçат редакцийĕн ответлă секретарĕнче 1957-1962 çулсенче ĕçленĕ П.А.Печков нумай тăрăшнă. Çавна май унăн аса илĕвне илсе кăтартни те вырăнлă: "1957 çулта КПСС райкомĕ "Колхоз ялавĕ" хаçатăн ответлă секретарьне çирĕплетнĕ хыççăн мана тĕрлĕ обществăлла ĕçсем хушма тытăнчĕ. Çак çулах культура работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулма, унтан, ĕçлекен çукран, районти радиовещание ертсе пыма хушрĕç. Передачăсене йĕркелесе ярсан радиона çырусем те килме тытăнчĕç. Ун чухне радио ĕçне туса пыма микрофон анчах пулнă. Районти çыхăну узелĕн начальникĕ И.Е.Петров пĕр пỹлĕм уйăрса пачĕ. Район Совечĕн сессийĕсенчен, парти райкомĕн пленумĕсенчен хатĕрленĕ материалсемпе, "Кĕлпук мучи Елчĕкре" кăларăмпа, критикăлла ытти материалсемпе, тĕрлĕ информаципе эрнере икĕ хутчен 18 сехетре передачăсем йĕркелеттĕм. Вăл çулсенче "Колхоз ялавĕ" хаçат редакцийĕ ялкорсен канашлăвне час-часах ирттеретчĕ. Вĕсенче эпĕ те радиовещани ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчетсем тăваттăм. Диктор пулма районти тĕп библиотекинче ĕçлекен М.Н.Борисовăна явăçтарнăччĕ".

Районти радиовещани редакторĕнче (ăна корреспондент-радиоорганизатор та тенĕ) малаллахи çулсенче Н.Г.Петров (1968-1972, 1987-2006), Г.А.Казаков (1972-1973), И.П.Иноходов (1973-1981), Н.П.Чернов (1981-1984). А.П.Сайкина (1985), М.И.Федотов (1985-1986), А.С.Ефремова (1986-1987), Е.К.Игнатьева (2006) ĕçленĕ. 2006 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче вырăнти радиовещани юлашки передача панă. Районта радио пралукĕсене çав çул каснă хыççăн вырăнти радио халĕ ĕçлемест.

Л.А.Васильева хаçат редакцийĕнче 1965 çулхи çурла уйăхĕнче корректорта ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çулхине ăна литература сотрудникне куçарнă. Каярахпа редактор çумĕ, редактор пулнă.

И.Т.Петрова, вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн хаçатра ĕçленĕскере, 1966 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче парти пурнăç пайĕн ертỹçи - редактор çумĕ пулса ĕçлеме илнĕ. Хаçат редакцийĕнче вăл 1975 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен ĕçленĕ.

Р.И.Бобылев хаçатăн литература сотрудникĕнче 1970-1971 çулсенче ĕçленĕ.

1962 çулта хаçат тухма чарăнсан типографинчи полиграфистсен юратнă ĕçрен уйрăлма тивнĕ. Хаçат çĕнĕрен кун çути курма тытăнсан Л.И.Трофимова, Е.И.Васильева, Е.М.Зайцева, Г.А.Иванова (Козлова), Ю.С.Кузьмина каллех типографине таврăнаççĕ. Типографи работникĕсем пулма К.Шепиновăна (Нягина, Тỹскел), О.С.Тимофеевăна (Елчĕк), Р.Д.Клементьевăна, Г.Г.Черновăна (Елчĕк), О.А.Павловăна (Ĕнел), Ю.С.Хушкинăна (Аслă Елчĕк) ĕçе илеççĕ. А.Г.Григорьева та редакципе типографи бухгалтерĕн ĕç вырăнне йышăнать. Унччен печатник пулса ĕçленĕ А.Г.Гаврилова мастер пулма çирĕплетеççĕ. Л.Н.Смирнов (Тăрмăш) водитель ĕçĕнче 1965 çулта вăй хума тытăнать.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика