Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вăрçă хыççăнхи çулсем

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи совет халăхĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ. Тăватă çул район хаçачĕ хăйĕн материалĕсемпе ĕççыннисене çак кĕрешÿре хавхалантарса пынă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан та вăрçă теми хаçат страницисенче пачах çухалмасть-ха.

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче пичетленнĕ 26-мĕш номерте “Çĕнтерÿ парачĕ” статья кун çути курнă. Статья ятĕнченех сăмах мĕн çинчен пыни паллă: Мускавра иртнĕ Çĕнтерÿ парачĕ пирки. 1945 çулхи çу тата çурла уйăхĕсенче хаçатра Иван Тенюшевăн “Çĕнтерÿ” тата “Таврăнни” сăввисем пичетленнĕ. Кунта та сăвăсен ячĕсем хăйсемех тĕп шухăша уçса параççĕ: çĕнтерÿ савăнăçĕ тата тăван киле таврăнни. Автор вăрçа каяс умĕн Тăрмăшри шкулта ĕçленĕ. Фронтран таврăнсан республикăри хаçат-журналта ĕçленĕ, каярахпа Чăваш патшалăх университетĕнче çамрăксене, çав шутра çак йĕркесен авторне те журналистика ăсталăхне вĕрентнĕ.

Çынсен Çĕнтерÿ савăнăçĕ, хаçат страницисенче аван курăнать. “Эпир хаяр вăрçăра çĕнтертĕ-мĕр, халĕ мирлĕ ĕçре çанă тавăрса ĕçлемелле” - çакăн пек тĕп шухăш палăрать хаçатри материалсенче. 1945 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче пичетленнĕ 27-мĕш номерте Елчĕкре акатуй тата ярмаркка пулса иртнине çырса кăтартнă. Тăватă çул пулман çакнашкал уяв Елчĕкре. Унта унчченхи ырă вăхăтсенчи пекех çур аки итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, юрă-ташă янăранă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Çапах та район хаçачĕн содержанийĕ мирлĕ пурнăçра улшăнни куç умĕнче. Совинформбюро сводкисем вырăнне выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илни çинчен сводкăсем, вăрçă хирĕнчи хыпарсене ял халăхĕ хĕвел шевлиллĕ уй-хирте тăрăшса ĕçлени çинчен ырă хыпарсем улăштарнă. Вăрçă вĕçленнĕ çул хуçалăхсем хăйсен аталанăвĕпе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă. Вăйлă хуçалăхсем юхăннисене пулăшма тытăннă. Акă, хаçатăн пĕр номерĕнче Вырăскасси ялĕнчи колхозниксем çур аки умĕн хăйсен хуçалăхĕнче Комминтерн ячĕллĕ колхозран илсе килнĕ, чире тата апат çитменнине пула вăйсăрланнă лашасене икĕ эрнере ура çине тăратни çинчен çырса кăтартнă.

Вăл çулсенче Аслă Пăла Тимешри Ворошилов ячĕллĕ колхоз вăй илсе пынă. Унăн председателĕ Василий Зайцев "Пирĕн колхоз юбилее мĕнле кĕтсе илчĕ” статьяра (сăмах Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 25 çул çитни çинчен пырать) колхоз ĕçĕ-хĕлне çырса кăтартать. Хуçалăх çур акинче тырăсене пĕтĕмпех сеялкăсемпе акса хăварнă, çавăнпа çуртрисем пĕр тикĕс шăтса тухнă, лайăх çитĕнеççĕ. Вырмана 7 жнейка, 75 ридван, 75 урапа хутшăнать. Хуçалăх 166 лаша, 170 пуç ĕне, 148 сысна, 289 сурăх тытать. “Кăçал ял варринче çĕнĕ çурт туса лартрăмăр. Унăн сарлакăшĕ 7 метр, тăршшĕ 20 метр. Çуртра колхоз правленийĕ, ял Совет канцелярийĕ, варринче клуб вырнаçать”, - çырать малалла колхоз председателĕ.

Вăрçă çулĕсенче аталанса кайнă колхоз çинчен унăн председателĕ В.В.Зайцев, колхозри специалистсен ячĕпе статьясем, заметкăсем малалла та кашни эрнере пичетленсе пынă. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче тухнă номерте В.Зайцев 316 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăварни çинчен хыпарлать.

Эрнере икĕ хут тухакан икшер страницăллă хаçатра вăрçă хыççăн та икĕ çын - ответлă редактор тата ответлă секретарь ĕçленĕ. Хаçат работникĕсен штачĕ 1958 çулчченех - эрнере виçĕ хутчен, тăватшар страницăллă тухма пуçличченех - улшăнман. 1945 çулта ăна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи А.Ф.Черновпа Çĕнĕ Тĕмерти Нестер Алексеевич Алексеев ответлă секретарь кăларса тăнă. Ответлă редактор çинчен иртнĕ номерте çырса кăтартнăччĕ, Н.А.Алексеев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ те интереслĕ. 1915 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнăскер, Курнавăшри 6 çул вĕренмелли шкултан, Çĕнĕ Тĕмерте полеводсемпе ферма заведующийĕсем хатĕрлекен профшкултан, Шупашкарти пĕр çуллăх юридика шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Вăрçăччен “Колхоз ялавĕ” хаçатăн ответлă секретарĕнче, Елчĕк халăх судĕнче секретарьте, вăрçă çулĕсенче Чкаловски районĕнчи чăвашла тухса тăракан полосасен секретарĕнче, çав районтах комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, Чăваш радиокомитечĕн Чкаловски тата Елчĕк районĕсенчи уполномоченнăйĕнче ĕçленĕ. 1946 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче ответлă редактора çирĕплетнĕ. Хаçата Н.А.Алексеев авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен редакциленĕ. Унăн редактор ĕçне вăтам шкул, партипе хаçат работникĕсен икĕ çуллăх шкулне пĕтернĕ, анлă тавра курăмлă, вăрçа “Колхоз ялавĕн” ответлă редакторĕнчен кайнă, çартан демобилизаци йĕркипе таврăннă паттăр офицера В.Майкова пама тивет. Хăйне ăна Çĕнĕ Тĕмерти ял Совет председательне суйлаççĕ. Каярахпа клуб заведующийĕнче, ферма заведующийĕнче ĕçлет. 1965 çулта Çĕпĕре куçса каять, малаллахи шăпи паллă мар.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен вĕçĕнче, 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче те редакци работникĕсен улшăнса тăрас туртăм пĕтмен. Пĕрисем парти райкомне тивĕçтермен, иккĕмĕшĕсем вĕренме кайнă е хăйсен ирĕкĕпе ĕç вырăнĕсене улăштарнă. 1947 çулта парти райкомĕн секретарьне суйланă Ф.М.Майков хыççăн ответлă редакторта çулталăк ытларах (1947-1948) Николай Филиппович Филиппов, Е.П.Поликарпова (1949 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа) çулталăка яхăн, Иван Трофимович Петров (1949-1950), Василий Александрович Наумов (1950 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 1953 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕччен), Василий Петрович Семенов (1953 çулхи нарăс - 1954 çулхи çурла уйăхĕсем), Михаил Павлович Челяков (1954 çулхи юпа - 1956 çулхи нарăс уйăхĕсем), Николай Сергеевич Доброхотов (1956 çулхи нарăс - 1958 çулхи утă уйăхĕсем) ĕçленĕ.

Николай Филиппович Филиппов “Колхоз ялавĕ” хаçат редакторне ĕçлеме киличчен Хĕрлĕ Чутай район хаçатне редакциленĕ, Е.П.Поликарпова хаçат редакторне çирĕплетиччен КПСС Елчĕк райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. Хаçат страницисенче парти пурнăçĕн темипе час-часах статьясем пичетленĕ. Тен, çавăнпах ăна ответлă редактора çирĕплетнĕ. Каярахпа вăл Вăрмар район хаçатне ертсе пыни паллă.

Василий Александрович Наумов (Наган Ваçлейĕ) Çĕнĕ Пăва ялĕнче 1910 çулта çуралнă. Хăй вăхăтĕнче лайăх пĕлÿ илнĕ çын шутланнă. Вăл Туçари хресчен çамрăкĕсен шкулĕнчен (1929), Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелÿ техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Мускаври “Крестьянская газета” издательство çумĕнчи журналистсен аслă курсне пĕтернĕ. 1932 çулта “Коммунар” хаçатра (Мускав), “Хĕрлĕ ялав” (Хусан) хаçатсенче (1932, 1936-1939) литсотрудник, “Колхоз ялавĕнче” ответлă секретарь пулса ĕçленĕ. 1939-1941 çулсенче Çĕнĕ Пăвари шкулти ачасене вĕрентнĕ, вăрçа хутшăннă. 1943-1946 çулсенче колхозра, 1946-1947 çулсенче вулав çуртĕнче ĕçленĕ. 1947-1950 çулсенче район хаçачĕн ответлă секретарĕ, 1950-1953 çулсенче ответлă редактор пулнă.

Питтĕпелĕнче çуралса ÿснĕ Василий Петрович Семенов редакципе типографи коллективне 1954 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен, партин Ленинградри Аслă шкулне вĕренме кайиччен ертсе пынă. В.П.Семенов çинчен истори очеркĕн малалли пайĕнче тĕплĕнрех çутатăпăр. Ун хыççăн парти райкомĕ хаçат редакторĕ пулма тивĕçлĕ çын икĕ уйăх тупаймасть. Хаçатăн ответлă секретарĕ Петр Михайлович Михайлов çак вăхăтра эрнере икĕ хутчен икĕ страницăпа тухакан хаçата пĕччен кăларса тăрать. Юлашкинчен Çĕнĕ Пăвари шкулта вырăс чĕлхи вĕрентекен Михаил Павлович Челяков кандидатури çинче чарăнаççĕ. М.П.Челяков Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче 1926 çулта çуралнă, çарта пулнă. Вăрçă хыççăн Чкаловски райсовет ĕçтăвкомĕн ял хуçалăх пайĕн техник-строителĕнче ĕçленĕ. Канашри учительсем хатĕрлекен институтран вĕренсе тухнă. Хаçатпа çыхăну тытнăран Елчĕк район хаçачĕн редакторĕнче ĕçлеме чĕнсе илнĕ ăна. “Колхоз ялавĕнчен” кайсан Патăрьел районĕнчи шкулсенче ĕçленĕ.

Николай Сергеевич Доброхотов редактор пурнăçĕ кĕске пулнă (1921-1961), анчах вăл çĕршывшăн, халăхшăн нумай ĕç туса хăварма ĕлкĕрнĕ. Патреккелте çуралса ÿснĕскер, ялти 7 çул вĕренмелли шкултан, Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. 1939-1946 çулсенче çар службинче тăнă, вăрçа хутшăннă, икĕ орденпа медальсем илме тивĕç пулнă. Çартан демобилизаци йĕркипе таврăнсан Аслă Елчĕкри, Патреккелĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Икĕ çул çурă “Колхоз ялавĕ” хаçата редакцилет. Каярахпа Чăваш радиокомитечĕн кăнтăр районĕсенчи корреспонденчĕ пулать. Вăл виçĕ кĕнеке авторĕ: “Кукуруза пирĕн уйра”, “Çулталăкра 800 сысна самăртассишĕн”, “Гвардеец” колхозри механизаторсем”. Пултаруллă журналист 1961 çулта сарăмсăр вилнĕ.

Хаçатăн ответлă секретарĕн ĕçĕсене 1947-1950 çулсенче В.А.Наумов, 1951-1953 çулсенче К.А.Воробьев, В.П.Семенов, М.В.Краснов, П.Михайлов (1953-1957), П.А.Печков (1957-1962) пурнăçласа пыраççĕ.

40-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче, 50-мĕш çулсенче хаçат тематики сарăлса пырать. Анчах та ял çыннин хастар ĕçне çутатасси тĕп вырăнтах юлать. Хаçат Елчĕкри МТСра ĕçлекен механизаторсемпе рабочисем çинчен нумай çырнă. Вăл çулсенче коллектив темиçе çĕр çынна пĕрлештерсе тăнă. Колхозсен çĕрĕсене сухаласа, акса, тыр-пула пуçтарса кĕртсе кăна паман, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пулăшнă тата ытти те. Çапах та тĕп вырăнта механизаторсем пулнă. 40-50-мĕш çулсенче Лидия Павловна Стрункова (Уткина) çинчен темиçе хутчен те çырнă. 1942-1958 çулсенче МТСăн Тăрмăш бригадинче трактористкăра ĕçленĕскер, кашни çулах тракторпа тумалли ĕç планне пĕрре çурă, икĕ хута яхăн тултарса пынă. 1947 çулта ăна Чăваш АССР Верховнăй Совет депутатне суйланă.

Вăл çулсенче уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен тухăçлăхне ÿстересси тĕп вырăнта пулнă. Минераллă удобренисем çитменрен уй-хире хĕлле те, çулла та тислĕк, торф кăларнă. 50-мĕш çулсенче “Эсир çур акине мĕнле хатĕрленетĕр?”, “Вырмана хатĕрленнине тĕрĕслетпĕр”, “Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарар” рубрикăсемпе рейд бригадисен материалĕсем хаçатра кун çути курма тытăннă. Вĕсен йышне редакци работникĕсем ялти корреспон-дентсене, ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсене, халăх контролĕн районти комитечĕн работникĕсене явăçтарнă. Акă, 1953 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче пичетленнĕ хаçат номерĕнче “Лăпкăлăх тыткăнĕнче” ятпа рейд бригадин материалне вырнаçтарнă. Унта “Новая жизнь” колхоз выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле япăх хатĕрлени çинчен çырса кăтартнă. Хуçалăхăн 48 лашапа 65 ĕнене хупма витесем çитмен. Киввисене юсаман. Колхозри строительство бригади ячĕшĕн çеç ĕçленĕ. Материал пичетленнĕ хыççăн колхозран редакцие хурав килнĕ, унта витесене юсама тытăнни çинчен пĕлтернĕ.

Хаçат ĕçлĕ ăмăрту çинчен çырсах тăнă. “Колхоз ялавĕ” хаçатăн “Хисеп хăмине” 1942 çулта ВКП (б) Елчĕк райкомĕн бюровĕн, райсовет ĕç тăвкомĕн йышăнăвĕпе тунă. Хаçат редакцийĕ ăна паянхи кунчченех тытса пырать.

50-мĕш çулсенче “Специалист канашĕ” рубрикăпа статьясем тăтăш пичетленнĕ. Ял çыннисене сĕнекен канашсемпе тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен специалистсем тухса калаçнă. 1952 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнчи хаçат номерĕнче “Саман кирпĕч мĕнле тумалла” статья вырнаçтарнă. Колхозсенче выльăх-чĕрлĕх витисене, ытти объектсене тума строительство материалĕсем çитмен тапхăрта тăмпа туранă улăм хутăшĕнчен хатĕрленĕ ăна.

Çав çулсенче районта трахома чирне пĕтермен пулнă-ха. Çавăнпа районти тĕп больница врачĕсем хаçат урлă ăнлантару ĕçĕсем туса ирттернĕ. 1952 çулхи чÿк уйăхĕнче тухнă номерте “Трахома чирĕнчен мĕнле сыхланмалла” ятпа  Г.Иванов врач çырнă статья çакăн пĕр тĕслĕхĕ шутланать те.

Хаçата çырса тăракансен йышĕ çулсерен ÿссе пынă. Вăрçă хыççăн редакторта ĕçленĕ Н.А.Алексеев, И.Т.Петров, Н.Д.Филиппов, В.А.Наумов, Е.П.Поликарпова, В.П.Семенов, М.П.Челяков, Н.С.Доброхотов хаçат ĕçне тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекенсене явăçтарма тăрăшнă, вĕсене хавхалантарса пынă, çырма вĕрентнĕ. Ку тĕлĕшпе ялти тата рабочи корреспондентсен канашлăвне çулталăка икĕ хутран кая мар йĕркеленĕ.

50-60-мĕш çулсенче “Колхоз ялавĕн” ялти тата рабочи корреспонденчĕсен йышне Н.Т.Чермаков, П.П.Павлов (Кавал), М.С.Кадышев (Çĕнĕ Пăва), Н.В.Богданов (Кивĕ Арланкасси), К.М.Леонтьева, Л.К.Леонтьева, А.К.Салабайкина, А.Е.Молоствов, П.Д.Хушкин, П.Н.Чернов (Елчĕк), Н.И.Круглов (Курнавăш), П.А.Павлов (Элпуç), И.И.Левый, В.И.Сазонов (Кÿлпуç), С.С.Иванов, В.Н.Макаров, О.Г.Миронова, С.А.Хмельников (Таяпа Энтри), А.В.Марков (Ĕнел), Н.П.Кудрявцев (Аслă Пăла Тимеш), П.Н.Князев, В.П.Сидоров-Эктел, П.П.Сидоров-Лаштай (Лаш Таяпа), В.С.Ертмаков (Аслă Шăхаль), Л.М.Федорова, О.Ф.Андреев (Энтепе), Г.С.Чепелева (Пикшик), П.А.Дмитриев (Вырăскасси), А.И.Степанов (Тÿскел), В.Г.Щербаков, Ф.Н.Беляев (Тăрмăш), В.Е.Савуков (Аслă Елчĕк), Г.К.Данилов (Хĕрлĕçыр) тата ыттисем хутшăннă.

1958 çулччен редакци работникĕсене ялсене тухса çÿреме велосипед анчах пулнă. Вырăна вĕсем çуран е çула май каякан лавсемпе, сайра хутра автомашинăсемпе çитнĕ. 1958 çулта, хаçат эрнере виçĕ хут тухса тăма тытăнсан, редакци мотоцикл туяннă.

1953 çул тĕлне типографире ĕç калăпăшĕ ÿсет. Унта хаçатсăр пуçне предприятисемпе организацисем валли ĕçлĕ хут бланкĕсем пичетлеме тытăнаççĕ. Çавăнпа 7-8 полиграфист ĕçне йĕркелесе пыма ятарлă çын кирлĕ пулни уçăмлăнах палăрать. Парти райкомĕпе райсовет ĕçтăвкомĕ, Чăваш полиграфиздат управленийĕ типографи ĕçне ертсе пыма мастер штатне хушса параççĕ. Çак ĕçе Роберт Иванович Бобылева илеççĕ. Вăл кунта 1953 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнчен пуçласа 1955 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕччен ĕçлет. Ку вăхăт тĕлне типографире двигатель, алăпа ĕçлекен оборудованисем чылай вырнаçтарнă. Мастерăн вĕсене пăхса тăрассипе ытларах тимлеме тивнĕ. Çавăн пекех ăна хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама явăçтарнă. 50-мĕш çулсен варринче типографи çумне тĕртсе тепĕр çырт вырнаçтарнă.

Р.И.Бобылева КПСС райкомĕн инструкторне куçарсан 1955-1957 çулсенче мастер пулса Дмитрий Емельянович Чернов (Елчĕк) ĕçлет. 1958 çултан вара мастер ĕçне Элекçей Тимешри Николай Иванович Ишмуратов пурнăçласа пырать. Каярахпа вăл нумай çул Елчĕкри кирпĕч заводĕнче цех начальникĕнче, мастерта тăрăшать.

1955 çул тĕлне типографи коллективĕнче çынсем улшăнса тăрасси чакать, унăн малашнехи йышĕ чăмăртанса çитет. 1946 çулта редакципе типографин бухгалтерĕ пулса ĕçлеме Кивĕ Эйпеçри Антонина Григорьевна Григорьева вырнаçать. Шут ĕçĕнче вăл пенсие тухичченех - 1986 çулчченех ĕçлет. Хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлнипе палăрса тăратчĕ.

Таяпа Энтри, Елчĕк хĕрĕсем Елена Ивановна Васильева (Чистова) тата Юлия Семеновна Кузьмина (Мудрецова) типографи алăкне пĕр вăхăтра - 1951 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçса кĕнĕ те тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă. Елена Ивановна малтанхи çул техничка-хуралçăра, вертельщицăра ĕçленĕ, 1952 çулта алăпа набор тăвакан цеха куçнă, Лидия Ивановна Трофимова пулăшнипе наборщица специальноçне алла илнĕ, каярахпа, верстальщицăра тăрăшрĕ. Хаçатăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ май, манăн унпа юнашар чылай çул хаçат калăплама тиврĕ. Малтанхи çулсенче вăл канашсем парса пыни усăллă пулнине халĕ те ас тăватăп.

Юлия Семеновна Мудрецова типографире чылай вăхăт печатница пулса ĕçленĕ. Унтан редакцие машинисткăна куçнă. Ăна та ырă сăмахсемпе çеç аса илетĕп. Ĕçчен, ăшă кăмăллă пулнипе палăрса тăратчĕ вăл. Ялкорсен, журналистсен тĕрлĕ почеркпа çырнă статйисене пичетлеме пĕртте çăмăл мар. Тепĕр чухне вулама йывăр ал çырăвĕсене те Юлия Семеновна умне пичетлеме пырса хураттăмăр. “Вулама йывăр, куçарса çырăр-ха”, - тесе каланине те илтмен унран. Çакăншăн хамăра халĕ те айăплă туятпăр эпир, журналистсем.

Тÿскелте çуралса ÿснĕ Елизавета Михайловна Зайцева (Александрова) типографие 1954 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕнĕ. Верстальщица, печатница, наборщица пулнă, пенсие тухас умĕн верстальщицăра ĕçленĕ. Вăл та ĕçре тăрăшулăхпа палăрса тăратчĕ.

Çÿлерех асăннă работниксем халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Анчах Елчĕке килсен редакципе типографие кĕрсе тухаççĕ, пирĕн ĕçпе интересленеççĕ. Сумлă ватăсене çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.

Валентина Ивановна Воробьева техслужащие те ырăпа çеç аса илетпĕр.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика