Н.АЛЕКСЕЕВ.
Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Елчĕк ен» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма тытăннăранпа 75 çул çитрĕ. 1932-1996 çулсенче вăл «Колхоз ялавĕ» ятпа кун çути курнă. 11 çул каялла, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнчен вара «Елчĕк ен» ятпа тухса тăрать.
75 çул сахал-и, нумай-и - çак вăхăтра район пурнăçĕнче питĕ пысăк улшăнусем, событисем пулса иртрĕç. Ялти корреспондентсен пулăшăвĕпе тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ редакци работникĕсем вĕсене тĕплĕн çутатма тăрăшрĕç. Хаçат çак тапхăрта чăннипех район пурнăçĕн тĕкĕрĕ пулнине халĕ никам та хирĕçлемест. Вăл 1932 çултанпа номертен-номере район историне çырса пырать. Çав вăхăтрах район хаçачĕн историйĕ те пур. Çакăн çинчен çырса кăтартма тăрăшрăм та «Район пурнăçĕн тĕкĕрĕ» очеркра.
Пысăк улшăнусен тапхăрĕ
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем пирĕн çĕршывшăн пысăк улшăнусен тапхăрĕ пулнипе паллă. Совет Союзĕ промышленноçа индустриализацилес, ялти вак хуçалăхсене пĕрлештерсе колхозсем йĕркелес çул çине тăнă. Халăх хуçалăхĕнчи наукăпа вĕрентÿ, медицина, культура строительстви тата ытти отрасльсем пысăк хăвăртлăхпа аталанма тытăннă.
1927 çулта йĕркеленнĕ Елчĕк районĕн малтанах хаçат пулман. Ытти районсем хăйсен хаçачĕсене 1930-1931 çулсенче кăларма тытăннă пулсан, Елчĕксем çак ĕçе каярах юлса пуçăннă. Патăрьелсем, акă, хăйсен хаçатне пирĕнтен çулталăк çурă маларах кăларса тăма вăй çитернĕ. Çавăнпа партипе правительство ялта тытса пыракан политикăна халăх патне çитерме пулăшакан пичет органне йĕркелесси 1932 çулта питĕ çивĕч тăнă. Анчах хаçат ĕçне йĕркелесе яма журналистсен кадрĕсем, полиграфи бази пулманни чăрмантарнă. Çав çул Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕпе парти райкомĕ районта хаçат кăларса тăма йышăннă. Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕ Ксенофонт Воробьев çак ĕç мĕнле пулса иртнине аса илсе каярахпа «Колхоз ялавĕн» пĕр номерĕнче çапла çырнăччĕ: «1932 çулта эпĕ Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра яваплă секретарьте ĕçлеттĕм. Çурла уйăхĕн 1 е 2-мĕшĕнче пирĕн хаçат редакцине Елчĕк районĕнчи çамрăк каччă Василий Наумов кĕчĕ. Эпĕ ăна ялти чи активлă ялкор пулнипе пĕлеттĕм. Унăн заметкисем Чăваш АССРĕнчи хаçатсемпе журналсенче кăна мар, центрти прессăра та пичетленетчĕç. Вăл мана савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: çывăх вăхăтра Елчĕк районĕнче хаçат кăларма тытăнаççĕ. Ятне те тупнă: «Колхоз ялавĕ». В.Наумов хăйпе пĕрле темиçе материал илсе килнĕ. Пĕрремĕш номере тăваттăн - чăвашсен пулас паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ, унăн шăллĕ Петĕр, Василий Наумов тата эпĕ хатĕрлерĕмĕр. Номере партин Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ М. Кузьмин алă пусрĕ. Хаçат ВКП (б) Елчĕк райкомĕн, райсовет ĕçтăвкомĕн, районти профсоюз совечĕн органĕ пулнă».
1932 çулта кăларнă 10 номере пурне те Патăрьел типографийĕнче пичетленĕ. Шел, пĕр номерĕ те сыхланса юлман. 1933 çулта та хаçат номерĕсем кÿршĕллĕ район типографийĕнче кун çути курнă. Анчах çакă вĕçĕмсĕр тăсăлма пултарайманнине пурте ăнланнă. Çакна шута илсе ВКП (б) Елчĕк райкомĕн бюровĕ 1933 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ бюро-вĕнче Елчĕк типографине хăвăртрах туса пĕтерме райсовет ĕçтăвкомне хушса хăварнă. Унтах çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Правда» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă куна халалласа районти клубра райкомăн, РИКăн, райпрофсоветăн савăнăçлă ларăвне ирттерме, ларăва мĕн пур профсоюз членĕсене, Кĕçĕн Елчĕк ялĕнчи граждансене явăçтарма йышăннă. Тепĕр кунне клубра савăнăçлă ларура район хаçачĕн ответлă редакторĕ Павел Данилович Данилов «Правда» хаçатăн историйĕ тата районти ялкорсен умĕнче тăракан задачăсем çинчен» доклад тунă. Пичет ударникĕсене премисем панă.
1933 çулхи çулла типографи çуртне туса пĕтернĕ. Полиграфи оборудовани-йĕсене, шрифтсене, хаçат кăларма кирлĕ ытти хатĕрсене кÿрсе килнĕ. Типографи çуртне Первомайски урамĕнчи унчченхи Пионерсемпе шкул ачисен тата Советсен урамĕнчи хальхи икĕ хутлă çуртсем хушшинчи тăкăрлăка лартаççĕ, юнашарах хăмаран çапса тунă хуçалăх склачĕ вырнаçать. 50-мĕш çулсенче типографи çумне тепĕр çурт сыпаççĕ. Унта редакци работникĕсем вырнаçаççĕ. Унччен «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцийĕ ВКП (б) райкомĕнчи пÿлĕмĕнче, 1937 çултанпа парти райкомĕн политвĕренÿ çуртĕнче ĕçлет. 1933 çулти иккĕмĕш çур çулĕнче хаçат хальхи пек эрнере палăртнă кунсенче мар, кашни виçĕ кунта пĕрре пичетленет. Çав çулта вăл 1550 экземплярпа çапăнать. Çырăнтару хакĕ çулталăка 6 тенкĕ тăрать. Хаçат нумай çул 1550-2200 экземплярпа тухса тăрать. 30-мĕш çулсенче районта халăх йышĕ 36-38 пин çын пулнине шута илсен вăл пысăк мар. Хаçат хутне кашни кварталта питĕ шутлă уйăрса панă. Ăна Шупашкартан турттарса килме малтанах лашапа, унтан районти предприятисен автомашинисемпе çÿренĕ. Хут турттарма каякансем каялла Елчĕке 4-5 кунта çеç çаврăнса çитнĕ.
Елчĕкре типографи базине туса хурасси, полиграфистсем хатĕрлесси питĕ йывăрпа пулса пырать. Хаçат редакцине 1932 çул вĕçĕнче ĕçлеме килнĕ Павел Семенович Щипцов аса илнĕ тăрăх, Шупашкартан Елчĕке наборщикпа печатник ĕçĕсене лайăх пĕлнĕ мăшăр - Пелагея Никифоровна тата Григорий Сергеевич Ковалевскисене яраççĕ. Вĕсен пирвайхи тапхăрта Елчĕк типографийĕнче хаçат çапассине йĕркелесе ямалла, вырăнта пурăнакансенчен полиграфистсем хатĕрлемелле пулнă. Пелагея Никифоровна (хĕр чухнехи хушамачĕ Золотова) Ел-чĕкре çуралса ÿснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Шупашкар типо-графийĕнче полиграфиста вĕреннĕ. Унта вăл Вăрмар районĕнчи Кавалтан тухнă Григорий Ковалевские качча тухнă. Иккĕшĕ те Шупашкар типографийĕнче ĕçленĕ. Г.Ковалевский - Елчĕк типографийĕн пĕрремĕш директорĕ. 1933 çулта Елчĕк типографийĕ Чăвашгизăн 11-мĕш номерлĕ типографийĕ шутланнă. 1937 çулта Чăвашполиграфтрест йышне кĕнĕ.
Ăста полиграфистсем кĕске вăхăтра хаçата пичетлессине йĕркелесе яраççĕ. Хаçата наборлакансем тата пичетлекенсем хатĕрлеççĕ. Каярахпа Ковалевскисем Патăрьелĕнче тата Вăрнарта ĕçленĕ.
Елчĕк районĕнчи чи малтан печатник тата наборщик ĕçне хăнăхнă çынсем - Таяпа Энтринче пурăннă Михаил Чуманов, Павел Воронов тата ыттисем. М.Чуманов Елчĕк типографийĕнче 1939 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕчченех ĕçлет. Вĕсем вара наборщикпа печатник профессийĕсене ыттисене хăнăхтараççĕ. Вăрçăччен тата вăрçă çулĕсенче район типографинче Петр Щипцов, Алексей Албарцев (Таяпа Энтри), Анна Васильева (Кĕçĕн Таяпа), Александра Доброхотова, Мелания Левая, Петр Выйгетов, Петр Сироткин, Михаил Каринкин (Патреккел), В.Смирнова (Акчел), Никандр Смирнов (Тÿскел), Мария Иванова хаçат калăпланă, çапнă, предприятисемпе организацисем валли бланксем хатĕрленĕ.
Типографи бухгалтерĕнче Никонор Пчелов (Патреккел), Игнатий Прохоров (Курнавăш), В.Шашков ĕçленĕ.
Набощик, печатник ĕçĕсене ятарласа вĕрентмен, вĕсем вырăнта, маларах çак профессисене алла илнĕ çынсенчен ĕçлеме хăнăхнă. Ĕç условийĕсем йывăртан, ĕç укçи пĕчĕкрен 30-40-мĕш çулсенче типографи работникĕсем питĕ хăвăрт улшăнса тăнă. Пĕри ĕçе хăнăхса анчах çитнĕ - пăрахса кайнă. Ун вырăнне теприне профессие вĕрентме тивнĕ.
Типографи директорĕнче Григорий Ковалевский хыççăн Федор Доброхотов, Василий Скворцов (Патреккел),Тимофей Туманов (Çĕнĕ Эйпеç) ĕçленĕ.
1941 çулхи нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш АССРĕнчи издательствăна полиграфи управленийĕн хушăвĕпе Елчĕк районĕн типографине «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцийĕ çумне пĕрлештернĕ. Çавна май типографи директорĕн должноçне пĕтернĕ.
Типографире пĕтĕм ĕçе алăпа пурнăçланă. Саспаллисене пĕрерĕн-пĕрерĕн пухнă. Хатĕр полосана пичет станокĕ çине вырнаçтарнă. Ăна алăпа çавăрса ĕçлеттернĕ. Вăрçă пуçланас умĕн çеç хаçата пичетлеме пĕчĕк двигатель кÿрсе килнĕ. Вăл наборлакан тата хаçат пичетлекен икĕ пĕчĕк пÿлĕме çутатнă. Чылай чухне краççын лампипе ĕçлеме тивнĕ.
Халĕ «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцийĕн вăрçăчченхи ĕçĕ-хĕлĕ патне таврăнар, унта ĕçленĕ журналистсене аса илер. ВКП (б) Елчĕк райкомĕн бюровĕн, райсовет ĕçтăвкомĕн, райпрофсовет йышăнăвĕпе 1933 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче «Колхоз ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ пулма Павел Данилович Данилова çирĕплетнĕ. Çак ĕçре вăл 1934 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕччен пулать.
Павел Данилович ДАНИЛОВ хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕнче 1912 çулта çуралнă. Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Елчĕкри Перекет кассин заведующийĕнче нумай çул ĕçленĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ. Вăл редакторта ĕçленĕ тапхăрта редакцин ялти корреспонденчĕсен ушкăнĕ чăмăртаннă. Каярахпа та хаçатпа тачă çыхăну тытнă.
Петр Осипович ОСИПОВ район хаçатне 1934 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа 1938 çулхи чÿк уйăхĕччен ертсе пынă. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркасси ялĕнче 1903 çулта çуралнă. Чиркÿ прихучĕн шкулĕнче, облаçри партипе совет шкулĕнче, пĕр çуллăх ял хуçалăх шкулĕнче вĕреннĕ. Çĕрпÿ районĕнчи комсомол, парти, совет органĕсенче ĕçленĕ, çамрăклах хаçатсемпе журналсенче çырса тăнă. Елчĕкрен кайсан Çĕрпÿ районĕн хаçатне редакциленĕ, «Советская Чувашия» хаçатăн вырăнти корреспонденчĕ пулнă, Комсомольски районĕнчи МТС директорĕн çумĕнче, райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕнче тăрăшнă. П.О.Осипов хаçат ĕçне вырăнти корреспондентсене ытларах явăçтарас тĕлĕшпе нумай тимленĕ. Хаçатра тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсем пичетленнĕ, хăй те ялан çырнă.
П.О.Осипов районтан кайсан журналистикăна, редактор ĕçне пĕлекен çын часах тупăнмасть. 1938 çулхи утă-чÿк уйăхĕсенче хаçата парти райкомĕн секретарĕ Никандр Никитич Волков (Аслă Елчĕк), çав çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1939 çулхи ака уйăхĕччен парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ Александр Романович Романов (Таяпа Энтри) ертсе пыраççĕ. Çак вăхăтра ответлă редактор çумĕнче тăрăшакан Филипп Майков пултарулăхĕ уçăлса пырать.
Филипп Матвеевич МАЙКОВ 1916 çулта Аслă Елчĕкре çуралнă, Сталино поселокĕнче пурăннă. Каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав вăхăтрах ВКП ?б/ Елчĕк райкомĕн библиотекарĕн-че ĕçленĕ. 1936 çулта хаçатпа çыхăну тытакан çамрăка Шупашкарти партипе хаçат ĕçне вĕрентекен икĕ çуллăх шкулне яраççĕ. 1938 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче «Колхоз ялавĕ» хаçатăн ответлă редакторĕн çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. 1939 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче ăна партин Елчĕк райкомĕн бюровĕ хаçатăн ответлă редакторне уйăрса лартать. Хаçат редакцине Филипп Матве-евич фронта тухса кайичченех - 1941 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕччен ертсе пырать.
Вăрçă умĕн «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцийĕн штатĕнче 4 творчество работникĕ ĕçленĕ: ответлă редактор, унăн çумĕ, ответлă секретарь тата литсо-трудник (инструктор). Журналистсем те час-часах улшăнса тăнă. 1932-1936 çулсенче Павел Щипцов (Таяпа Энтри), 1936-1937, 1939 çулсенче Нестер Алексеев (Çĕнĕ Тĕмер), 1938 çулта Алексей Купташкин (Хăвăлçырма) тата Клавдия Ястребова (Патреккел), 1939 çулта Василий Наумов (Çĕнĕ Пăва), 1940-1941 çулсенче Николай Соколов ответлă секретарьте тăрăшнă. Ответлă редактор çумĕсенче вăрçă умĕн Ксенофонт Воробьев, Филипп Майков, литература сотрудникĕнче Николай Медведев, Григорий Миронов (Таяпа Энтри), Алексей Купташкин, В.Адюков (Аслă Елчĕк), Иван Марков, Георгий Рахмуллин (Яманчÿрел) вăй хунă.
Типографинчи пекех хаçат работникĕ-сем те питĕ хăвăрт улшăнса тăнă. Сăлтавĕсем паллă: тепĕр чухне çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлесе хаçата вăхăтра вулакансем патне çитермелле пулнă. Çитменнине ĕçе кая юлса килнĕшĕн, пĕр пĕчĕк йăнăшшăнах çирĕп ыйтнă. Хаçат редакцийĕн приказ кĕнеки çинче ĕçе 5 минут кая юлса килнĕшĕн, пĕр пĕчĕк йăнăшшăн редакци сотрудникĕсене выговор, çирĕп выговор панисем тăтăшах тĕл пулаççĕ.
Редакци работникĕсен ĕçĕ-хĕлĕ хаçат кăларнипе çеç вĕçленмен. Ответлă редактора çур аки, вырма ĕçĕсене, патшалăха ял хуçалăх продукчĕсем сутнине тĕрĕслесе тăма пĕр-пĕр колхоза уполномоченнăй туса янă. Унта вăл икшер эрне таран та пурăннă. Ытти работниксем черетпе районти ялсене командировкăсене тухса çÿренĕ. Вĕсем вырăнти корреспондентсемпе канашлусене ирттернĕ, стена хаçачĕсем кăларма пулăшнă. Акă хаçатăн ответлă редакторĕ Петр Осипов 1937 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчи приказра çапла çырнă: «Сею числа секретаря редакции тов. Алексеева Нестера А. полагать выбывшим в командировку для проведения консультаций с заочниками «Крестьянской газеты» в селениях Уразмаметевского, Новотинчуринского сельсоветов». Хаçат секретарĕ командировкăран виçĕ кунтан килни паллă. Çав приказпах Григорий Миронова Шăмалак, Лаш Таяпа, Кивĕ Эйпеç ял совечĕсене кăларса янă. Приказ кĕнекисенче ялсене ытларах тухса çÿрекенсенчен ответлă редактор, унăн çумĕн, инструкторăн хушамачĕсем тĕл пулаççĕ. Ответлă секретарь хаçат кăларма юлнă. Редакцин хăйĕн транспорт пулман. Çула май каякан лавпа е çуран вырăна çитнĕ.
Лару-тăрупа паллашнă хыççăн журналист редакципе телефонпа çыхăннă, хаçат валли хыпарсем панă, унтан стена хаçачĕн редколлеги членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Вăрçă умĕнхи çулсенче кашни ялта, кашни колхозра, шкулта стена хаçачĕсем кăларса тăнă.
Хаçат ĕçĕ - пурнăç шкулĕ. Унта ĕçлесе курнă нумай çын каярахпа ытти çĕрте те палăрнă. Вĕсем малалла парти, комсомол райкомĕсенче, шкулсенче, вулав çурчĕсенче ĕçленĕ. Акă, хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ Клавдия Ястребовăна ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланă. Алексей Александрович КУПТАШКИН хаçатçă Хĕрлĕ Çара кайнă, патшалăх хăрушсăрлăх органĕсенче ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн ăна юлса пыракан М.И.Калинин ячĕллĕ колхоза ура çине тăратма янă. Вăл шанăçа тÿрре кăларнă, Хăвăлçырмапа Кÿлпуç колхозĕ районта малтисен ретне тăнă. 1960-1966 çулсенче Алексей Купташкин 7 ялтан тăнă «Звезда» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă. Пултаруллă ертÿçĕне орденсемпе, медальсемпе чысланă, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă.
1932 çулта «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцине Мускаври «Коммунар» хаçатран куçса килнĕ Павел Семенович ЩИПЦОВ та журналистикăра, писатель ĕçĕнче, производствăра палăрнă.
1936 çулччен вăл хаçатăн ответлă секретарĕ пулнă. Унтан Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăл тăван район хаçатне таврăнать. Анчах статйисемпе, публицистика очеркĕсемпе республикăри хаçатсемпе журналсенче палăрма ĕлкĕрнĕ 22 çулхи çамрăка икĕ уйăхранах Шупашкарти «Çамрăк большевик» хаçата ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Пай ертÿçинчен тĕп редактора çити ÿсет кунта вăл. Вăрçă пуçлансанах фронта тухса каять. Батальон штабĕн начальникĕ Павел Щипцов офицер вăрçăра темиçе хут та аманать, орденсемпе медальсем илме тивĕç пулать.
Мирлĕ вăхăтра пултаруллă журналист икĕ тапхăр «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн вырăнти корреспонденчĕ, «Колхоз ялавĕ» хаçатăн ответлă секретарĕ пулса ĕçлет. 1954-1959 çулсенче тăван ялĕнчи «Смычка» колхоза ертсе пырать.
«Колхоз ялавĕ» хаçатăн пĕрремĕш номерне кăларма хутшăннă, каярахпа икĕ хутчен те ответлă редактор çумĕнче ĕçленĕ Ксенофонт Антонович ВОРОБЬЕВА пурнăç çулĕ таçта илсе çитерет. ВЛКСМ Патăрьел, Елчĕк, Вăрмар райкомĕсен пай ертÿçи, секретарĕ, «Коммунар» хаçат сотрудникĕ, Лаш Таяпари вăтам шкулти истори учителĕ, Чапаев ячĕллĕ колхоз председателĕ, ферма заведующийĕ, Çĕнĕ Эйпеçри вулав çурчĕн заведующийĕ, ВКП (б) Елчĕк райкомĕн пропагандисчĕ пулать.
30-мĕш çулсенче район хаçачĕ мĕн çинчен çырнă-ха? Малтанхи тапхăрта хаçатра официаллă материалсем ытларах пичетленнĕ. Вăл вăхăтра тĕп темăсенчен пĕри коллективизаци пулнă. Номертен-номере районти колхозсем аталанса вăй илни, колхоз членĕсен йышĕ ÿссе пыни, производствăра малта пыракансем çинчен çырнă. Акă, 1933 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухнă номерте А.Воробьев ялкор «Трактор» тата «Октябрь» колхозсенчи комсомолецсем тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлени çинчен çырса кăтартать. Хаçат Ворошилов ячĕллĕ, «КИМ», «Канаш», «Красный» часовой», «Ищеряково», «Комбайн» колхозсен çитĕнĕвĕсене хыпарласах тăнă.
Патшалăх вăл çулсенче колхозсене, вĕсен членĕсене техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, сортлă вăрлăх туянма пулăшнă. Комминтерн ячĕллĕ колхозран килнĕ пĕр корреспонденцире хуçалăх 18 лаша вăйлĕ двигатель туянни, унпа тырă çапма усă курни çинчен çырса кăтартнă. Çавăнпах колхоз хăйĕн тыр-пулне пухса кĕртни, единоличниксене çак ĕçре пулăшма йышăнни пирки те пĕлтернĕ. Ку вăл колхоз юхăмне, пĕрлешÿллĕ хуçалăх вăйне кăтартакан тĕслĕх шутланнă.
Хаçат малта пыракансен ĕçĕ-хĕлне кашни номертех çутатса тăнă. 1936 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче тухнă номерте çÿлерех асăннă колхоз председателĕ Г.Николаев жнейкăсен машинисчĕсем Вениамин Жирновпа Павел Кириллов кунне планпа пăхнă 7-шер гектар вырăнне 10-шар гектар тырă вырни çинчен хыпарлать. Çакна вулатăн та тĕлĕнетĕн, паянхи кун хăш та пĕр хуçалăхсенче комбайнпа 10 гектар выраççĕ е çапса пухаççĕ. Ун чухне çынсен ĕçлес туртăмĕ пысăк пулнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. 30-мĕш çулсенче çынсем паянхи техникăпа ĕçленĕ пулсан мĕнле кăтартусем тунă пулĕччĕç-ши?
Ĕç ăмăртăвĕ 30-мĕш çулсенче уйрăмах анлă сарăлать. Маларах «Колхоз ялавĕ» уйрăм çынсен, бригадăсен ĕçлĕ тупăшăвĕ çинчен сăмах хускатнă пулсан, каярахпа кÿршĕллĕ районсем хушшинче вăл мĕнле пыни хаçатра пысăк вырăн уйăрать. 1933 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пичетленнĕ номерте Елчĕк тата Тутар АССРĕнчи Пăва районĕсем хушшинче тыр-пул пухса кĕртес, ăна патшалăха сутас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ ăмăрту условийĕсене пичетленĕ. Каярахпа икĕ район тупăшăвне хаçат кăларăмĕсенче час-часах çутатса тăнă.
30-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче Елчĕк районĕнче те Стаханов юхăмĕ сарăлма пуçланинчен тĕлĕнмелли çук. Вăл çĕршывăн кашни кĕтесне çитнĕ. 1937 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче кун çути курнă хаçатра Елчĕк МТСĕн 2-мĕш трактор бригадин бригадирĕн Д.Павловăн «Стахановла ĕçлесе плана 223 процент тултартăмăр» заметки пичетленнĕ. Унта вăл хăй ертсе пыракан коллектив ÿсĕмĕ çинчен çырса кăтартать.
1931 çулта Елчĕк районĕнче пĕрремĕш промышленность предприятийĕ - крахмал завочĕ тума тытăннă. Çак ĕç темиçе çула тăсăлнă. Мĕншĕн тесен завода пĕтĕмпех район вăйĕпе, тĕрĕсрех каласан, колхозсен укçи-тенкипе, уйрăм çынсем хывакан взноссемпе тунă. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен хăйсем те хĕсĕк пурăнакан, ура çинче çирĕп тăрса та ĕлкĕреймен колхозсенчен юлашки укçи-тенкине пама, ĕçлеме лашасем, çынсем уйăрма хистенĕ. Паллах, çак ĕçĕн тÿнтер енĕсене мар, ырă тĕслĕхĕсене хаçатра тăтăш çутатса тăнă. Унта пичетленекен материалсен тĕп шухăшĕ çакăн пек пулнă: завода район валли, апла пулсан кашни çын валли тăваççĕ. Завод хута кайсан вăл колхозсенчен, уйрăм çынсенчен çĕр улми йышăнма тытăнать, уншăн укçа-тенкĕпе тавăрать. Шел, халăх вăйĕпе тунă завод халĕ пĕр килограмм çĕр улми те ĕçлесе хатĕрлеймест.
Хаçат страницисенче партипе совет, комсомол пурнăçĕ, çул-йĕр тăвас, заемсем сарас, налуксем пуçтарас, хут пĕлменлĕхе пĕтерес, трахоматоз пункчĕсен, вулав çурчĕсен, шкулсен, потребитель кооперативĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тата ытти ыйтусене хаçат анлăн çутатнă.
Малтанхи çулсенче хаçатра тĕп вырăнта информаци жарнĕсем тăнă пулсан, вăхăт иртнĕçемĕн статьясем, тĕрленчĕксемпе очекрсем «Колхоз ялавĕнче» ытларах та ытларах курăнма тытăннă. Çакăнта хаçатăн ответлă секретарĕн Павел Щипцовăн тÿпи пысăк. Акă, 1933 çулхи юпа уйăхĕнче район хаçатĕнче унăн икĕ пысăк очеркĕ пичетленнĕ. «Хĕрлĕ улах» очерк виçĕ номерте çапăннă. Унта автор ĕлĕкхи улахсем вырăнне хĕрлĕ улахсем килни çинчен çăмăл чĕлхепе, илемлĕх мелĕсемпе усă курса çырса парать.
«Çĕнтерекен калать» очерка («Колхоз ялавĕ», 1933, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕ, 55 №) Мускав - Кара-Кум - Мускав» авточупăва хутшăннă Крысин каласа панипе çырнă. Унта авточупу мĕнле иртни, мĕн курни-илтни, çĕршыври çул-йĕр строительстви çинчен сăмах пырать. Крысин Чăваш Республикинчи çул-йĕр, ытти республикăсемпе, облаçсемпе танлаштарсан, лайăхраххине палăртать. Чăнах та, 30-мĕш çулсенче республика, Елчĕк районĕ ку енĕпе малта пынă. 1933 çулхи пĕрремĕш çур çул итогĕсемпе район куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялав çĕнсе илнĕ. Район çи-тĕнĕвĕсем çинчен вăл çулсенче «Правда» хаçат пĕрре кăна мар çырнă.
Павел Щипцов алли çăмăл пулнă. Район хаçатĕнче вăл ĕçленĕ 1932-1936 çулсенче ытти авторсем те тĕрленчĕк очерк жанрĕсемпе çырма хăнăхса пыраççĕ, сăвă-калавсем пичетленеççĕ.
Павел Щипцов 1936 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăрсан ун вырăнне юлнă Нестер Алексеев Çĕнĕ Тĕмерти тырă вырас ĕç хĕрÿ пынине илемлĕ чĕлхепе çырса кăтартать. Нестер Алексеев ответлă секретарь сăвă-калавĕсем çав çулсенче район хаçатĕнче час-часах тĕл пулаççĕ.
Хаçата 1934-1938 çулсенче ертсе пынă Петр Осипов ответлă редактор унăн формипе содержанине лайăхлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлени кашни номерте палăрать. Мĕншĕн тесен хаçатра очерксемпе тĕрленчĕксем, статьясем, сăвăсемпе калавсем, корреспонденцисем, репортажсем кун çути курни пичет ĕçне ялти интеллигенцие кăна мар, çырас туртăм пур ытти çынсене явăçтарнипе те çыхăннă. 1937 çулхи кăрлач, нарăс уйăхĕсенче çак темăпа икĕ статья пичетленет, ялкорсен вĕрентĕвне йĕркелет. Çав çулсенче кĕске информаци жанрĕпе çырнă заметкăсем ялта пулса иртекен улшăнусене, ял пурнăçне уçса параççĕ.
Район хаçатĕнче пĕрремĕш сăн ÿкерчĕк 1933 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче тухнă хаçатра пичетленнĕ. Çак номерте Чăваш Тĕп Ĕç тăвкомĕн председателĕн А.Н.Никитинăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. 1936 çултан пуçласа вĕсене кашни номерте тенĕ пекех курма пулать. Клише тăвакан техника типографире пулман, ăна 50-мĕш çулсен вĕçĕнче çеç кÿрсе килнĕ. Çавăнпа Мускавран тата Шупашкартан ярса паракан сăн ÿкерчĕксемпе усă курма тивнĕ.
1936-1939 çулсенче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăрçă вучахĕ ялкăша-ялкăша илнĕ. Хальлĕхе тĕнче вăрçине куçса кайман-ха вăл. Анчах халăхăн çарпа патриотизм туйăмне хускатакан статьясем район хаçатĕнче ытларах курăнма тытăннă. Акă, Тĕмерте пурăннă Максимов, икĕ ача ашшĕ, хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнине «Колхоз ялавĕ» 1936 çулхи кĕркунне тухнă номерте çырса кăтартнă.
1937 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕнчи хаçатра «Сирĕн çитĕнÿсем мана савăнтарчĕç» ятлă статья пичетленнĕ. Ăна Н-ски çар чаçĕнчи хĕрлĕ армеец Гурьянов хăйĕн ентешĕсем патне - Аслă Таяпари Карл Маркс ячĕллĕ колхозри ял çыннисем патне çырнă: «Эпĕ, хĕрлĕ армеец, хамăрăн Тăван çĕршыва чĕререн парăнса сыхлатăп. Армине килнĕренпе 3 уйăх ĕнтĕ пур енĕпе те отличниксен ретĕнче тăратăп. Лайăх вĕренсе пынăшăн мана благодарноç пачĕç. Куншăн эпĕ тем пекех савăнатăп тата малашне те отличник хĕрлĕ армеец пулас вăй-хал çĕкленсе тăрать.
Эсир, колхозниксем, çитес çур акине пур енĕпе те кăтартуллă хатĕрленсе ирттерессишĕн пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕр. Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илме лартнă хăвăр умăрти задачăна пурнăçлассишĕн пĕтĕм хастарлăхпа ĕçлĕр. Сирĕн çитĕнÿсем мана татах савăнтарĕç».
Хĕрлĕ армеец Гурьянов.
Хаçатăн пирвайхи номерĕсенченех критика материалĕсем пичетленме тытăннă. Çĕнĕ пурнăç тума чăрмантаракансене «тăрă шыв çине кăларатпăр», тенĕ ун чухне. Паллах, пĕчĕк вăрăсем, ĕçрен пăрăнакансем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем çинчен ытларах çырнă. Анчах тивĕçсĕр критика тÿрĕ кăмăллă çынсен пурнăçне хуçса хăварни, тĕрме алăкĕ патне илсе çитерни те пулнă. Вĕсен пĕтĕм айăпĕ - колхоза кĕме васкаманни тата Турра ĕненни. Сăмахран, «Колхоз ялавĕ» хаçатăн юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче тухнă номерте «Колхоз юхăмĕ мĕншĕн сарăлмасть» корреспонденци пичетленнĕ. Унăн авторĕ, суя хушаматпа витĕнсе, çакăншăн единоличниксене, вĕсене кулаксем тесе, айăплать. Тĕслĕх вырăнне Вырăскасси ялне асăнса хăварать. Материал пичетленнĕ хыççăн Вырăскассинчи темиçе çынна колхоз юхăмне сăтăр тунă, Совет влаçне хирĕç агитациленĕшĕн тĕрмене хупнă, Çĕпĕре пурăнма янă.
Тепĕр тĕслĕх. 1937 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче тухнă хаçат страницинче «Краснова комсомол ретĕнче юлма пултараймасть» заметка пичетленнĕ. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха çамрăк хĕр, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 7 çул вĕренмелли шкул учительници? Вăл чиркĕве кайнă, унта ют ачана шыва кĕртме хутшăннă-мĕн. Унăн ытти «айăпĕсене» те аса илнĕ: Хăвăлçырма ялĕнчи Д.Павлов кулакпа çывăх çыхăнура пулнă. Ашшĕ те «политика тĕлĕшĕнчен шанчăклă çын мар» иккен. «Новая волна» колхоз председателĕнче ĕçленĕ тапхăрта сăтăрла ĕçсем тунă. Хаçатра çакăн пек материал пичетленнĕ хыççăн çамрăк учительницăшăн шкул алăкĕ яланлăхах хупăннинчен тĕлĕнмелли çук.
1937-1953 çулччен партипе совет, комсомол работникĕсен яваплăх ÿстерес, троцкистсене, оппортунистсене, националистсене, ют çĕршыв шпионĕсене, сăтăрçăсене, социализм строительствине чăрмав кÿрекенсене хирĕç кĕрешетпĕр тесе, нумай çынна хĕсĕрленĕ. Çав çулсенче вĕсене тупса палăртни çинчен заметкăсем «Колхоз ялавĕ» хаçатра час-часах пичетленнĕ. Чылайăшĕ хăй курайман çынсем пирки элеклесе çырнă. Шел пулин те, журналистсен, ялти корреспондентсен пĕр пайĕ те, тен, çĕршывра мĕн пулса иртнине чухлаймасăр, çак киревсĕр ĕçе хутшăннă.