Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника шанчăклă - ĕç ăнăçлă

23 июля 2008 г.

Çăва тухсан çĕр ĕçченĕн канăç пĕрре те çук. Утă-сенажне те хатĕрлемелле, тыр-пула та тăкаксăр пухса илмелле. Паллах, çак хĕрỹ тапхăрта техника юсавлă пулни пысăк шанăç кỹрет, ĕçе кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама май парать. Вырмана хутшăнакан техникăна тĕрĕсленĕ май, районти хуçалăхсенче лайăх енсене те чылай палăртма май пур, начаррине те. Çакна палăртар _ юлашки вăхăтра тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсен шучĕ чакса пыни шухăшлаттарать. Районти инженери служби малтан шутласа пăхнă тăрăх, кăçалхи хĕрỹ тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи уйсене 74 комбайн тухмалла. Кашни комбайна тивекен лаптăк уйрăмах К.Маркс ячĕллĕ, "Колос", "Родник", "Кушелга", "Эмметево" хуçалăхсенче пысăк. Вĕсенче, паллах, техника шанчăклăхĕ, механизаторсен ăсталăхĕ уйрăмах пысăк шайра пулмалла. Тепĕр хумхантаракан ыйту вăл _ хăш-пĕр хуçалăхсенче кадрсем çителĕксĕр пулни. Уйрăмах çакă "Родник", "Труд", "Свобода" хуçалăхсенче çивĕч тăрать. Техника çителĕклĕ пулин те, комбайнерсем çуккине пула хăш-пĕр "уй-хир карапĕ" ана çине тухаймĕ те. Çавăнпа та, тен, хăш-пĕр хуçалăхсен ертỹçисем комбайнсене техникăна çỹретме ирĕк паракан удостоверенисĕр, категорисĕр, кивĕ йышши удостоверениллĕ çынсене шанса параççĕ. Çакă, паллах, хăрушсăрлăх йĕркисене сĕмсĕррĕн пăсни. Техника асăрхавĕн, инженери службин ĕçченĕсем хĕрỹ тапхăртах комбайнсене уя тухма чарса лартма пултараççĕ. Кашни комбайнерăн ятарлă категориллĕ удостоверени пулмалла, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн, ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ çулхи вырмара республикăра тĕш тырă çапса тĕшĕлекен 2 комбайн çуннă. Пĕр енчен хуçалăха та пысăк тăкак кỹнĕ, тепĕр енчен механизаторсем те инкек тỹснĕ. Комбайнсене вырмана хатĕрлессипе "Прогресс", "Эмметево", "Рассвет", "Сатурн", "Нива", "Комбайн", "Победа", "Яманчурино" хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ пулсан, "Знамя", "Кушкă", "Родник", "Арланово" хуçалăхсенче вăй хумалли чылай-ха. Хĕрỹ тапхăрта кашни минут хаклине шута илсен, халĕ хуçалăхсенчи специалистсемпе механизаторсем пĕтĕм техникăна тивĕçлипе юсани, çĕнĕрен пăхса тухни вырăнлă. Техника кивелсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çĕнĕ, энергие перекетлекен хăватлă комбайнсем туянассипе кăçал "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсем, "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Ыттисем хальлĕхе техника паркне çĕнетме васкани туйăнсах каймасть. Çакă та тĕлĕнтерет: А.Петров фермер "Дон" йышши комбайна улăштаракан "Агрос" агрегата туянма мехел çитернĕ пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсем мĕн шухăшлаççĕ-ши? Çĕнĕ техника уйрăмах К.Маркс ячĕллĕ, "Колос", "Родник", "Кушелга" хуçалăхсене питĕ кирлĕ. Районти уй-хирте хĕрỹ ĕçсем пуçланиччен вăхăт питĕ сахал юлчĕ. Çавăнпа кашни ертỹçĕ, специалист, механизатор яваплăха туймалла, техникăна юсамалла, çĕнетмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика