23 июля 2008 г.
Кивĕ АрланкассинчиТĕп урам Тюбексемпе Вениковсен капмар çурчĕсенчен пуçланать. Аякранах куçа илĕртеççĕ вĕсем. Ял хушшинче ку урама Кушкă касси теççĕ. 20 хуçалăх унта. Ĕçчен те тарават çынсем пурăнаççĕ кунта, ĕлĕкрен пыракан чăвашсен йăли-йĕркине пăхăнаççĕ, ватта хисеплеççĕ, çамрăка пурнăç çулĕ çине тăма пулăшаççĕ, ача-пăчана ăс параççĕ. Пирĕн касра пурăнакансем ял хушшинчи хисепе ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе тивĕçнĕ. Авалтанах пыракан ниме йĕркипе Ильяпа Полина Ефремовсене хуралтă хăпартма пулăшрăмăр. Верăпа Юрий Лисицынсен пепки çут тĕнчене килнишĕн вĕсемпе пĕрле чунтанах хĕпĕртерĕмĕр, икĕ хĕр те пĕр пăхаттир çитĕнет вĕсен халĕ. Акă Алина Ефремова _ чечек ăсти. Мĕн тĕрлĕ чечек ỹстермест-ши вăл? Юр кайсан çеçкене лараççĕ те мĕн хура кĕркуннеччен пахчари чечекĕсем илемĕпе илĕртеççĕ. Тамара Тюбек выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлет, ял çыннисене выльăх-чĕрлĕхне сыватма пулăшать. Атте-аннене, ватта хисеплесси _ кашни çыннăн тивĕçĕ. Çемьери ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕп тытса пыма тăрăшатпăр эпир. Мĕн авалтанах тĕп киле кĕçĕн ывăл тĕпленнĕ, йăха малалла тăснă, хуçалăха тытса пынă. Халĕ те чылайăшĕ çамрăксемпе пурăнаççĕ. Мăнукĕсене сăпка юрри юрласа çывăрттараççĕ. Юлашки вăхăтра ĕç çукки çамрăксене хуланалла илĕртет, çавăнпа пулĕ ĕнтĕ пирĕн касри 20 хуçалăхран 7-шĕ пушă, хуçасăр. Эпир ĕçлеме çеç мар, савăнма та пĕлетпĕр. Пысăк уявсене савăк кăмăлпа ирттеретпĕр. Çимĕкре пурте пуçтарăнса вилнисене асăнатпăр. Кăçал _ Раççейре Çемье çулталăкĕ. Ачасем хăйсен несĕлĕпе кăсăкланни, йăх йывăççине ỹкерни пире, ватăсене, савăнтарать. Мария Вениковăпа Екатерина Киргизова хăйсен çемйи çинчен тĕпчев ĕçĕсем çырнă, вĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. 2002 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Илья Еремеев пуçарнипе пуçласа хамăр кас уявне ирттертĕмĕр. Вăл тытса килнĕ пулăпа шỹрпе пĕçерсе пурте пĕрле пуçтарăнса çирĕмĕр, кăпăклă сăрине те ĕçрĕмĕр. Ача-пăча выляса савăнчĕ. Аслăраххисем вăйă юрри те юрларăмăр, иртнине аса илтĕмĕр. Çамрăксем хальхи кĕвĕпе ташларĕç, юрларĕç. Уявпа пурте кăмăллă юлтăмăр. Çавăнтан пуçласа кашни çулах кас уявне ирттеретпĕр. Ăна пуçарса яраканĕ пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăратпăр. Кăçалхи уявра та йышлăн пуçтарăнтăмăр. Хулара пурăнакансем те хисеплесе килеççĕ, хăйсем пирĕн касра çуралса ỹснишĕн мухтанаççĕ. Çакă ялта пурăнакансене чĕререн савăнтарать, малашлăха шанчăкпа утма хистет. Питрав кунĕнче çумăр çусан тырă-пулă аван пулать, теççĕ. Икĕ хут çусан _ лайăх, виçĕ хут çусан тулăхлă та пуян пуласса шанаççĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче пурне те ырă сунас килет, пĕрне-пĕри пулăшар, хисеплер, килĕштерсе пурăнар.