23 июля 2008 г.
Шыв ĕçес килнине лăплантаракан шĕвексен шутне сăрана та кĕртеççĕ хăшĕ-пĕрисем. Анчах чылайăшĕ унра алкоголь пуррине чухламасть е пĕлесшĕн те мар. Хĕрарăмсене алкоголизм хăйĕн тыткăнне ытларах хĕрлĕ эрехпе çаклатать. Алкоголиксен йышне хăш-пĕр арçынсем темиçе çул ĕçнĕ хыççăн кăна кĕреççĕ, хĕрарăмсене вара темиçе уйăх та çитет. Теприсем ĕçрен кăларнăшăн, арăмĕ вăрçнăшăн, тĕл пулнă йывăрлăхсене татса пама пултарайманшăн черккепе туслашаççĕ. Пур çыннăн организмĕнче те алкоголе хирĕç тăракан алкогольдегидрогеназ фермент пур. Çак япала сахалтараххисем эрех ĕçме хăвăртрах хăнăхаççĕ. Эсир тăтăшах ĕçмелли сăлтав шырасан, ĕçкĕ-çикĕре хăвăра лайăх туйсан, пахалăхсăр эрехе те тиркемесен, мухмăрпа аптăрасан алкоголизм чирĕпе чирленĕ тесе çирĕплетме пулать. "Хаяр шĕвек нумай ĕçетĕп пулин те, ỹсĕрĕлместĕп", _ тесе савăнма ан васкăр. Сирĕн _ алкоголизмăн иккĕмĕш тапхăрĕ. Виççĕмĕш тапхăрти алкоголик пĕр черкке шурă эрех ĕçнĕ хыççăнах хăйне райри пек туйма пуçлать. Енчен те асăннă чиртен сывалма тăрăшмастăр пулсан, çынлăха çухататăр. Черкке вилĕм патне çитерет. Хăвăр ума алкоголизмран сывалас тĕллев лартсан, эсир асăннă чиртен хăтăлма пултаратăр. Эрехçĕ мĕншĕн çавнашкал пурнăç патне пырса тухнине малтан психотерапевтăн пĕлмелле, вăл сире канăç паман ыйтусем çине хуравлĕ. Ĕçес килнине сирсе яма эпир, наркологсем, пулăшатпăр. Çывăх çыннисен ĕçекене ăнланмалла, пулăшмалла. Вара тин эпир алкоголизм чирне тымарĕпех кăклама пултаратпăр. Юлашкинчен тепĕр хут асăрхаттарас килет, алла черкке тытиччен паян ĕçсен ыран хăвăра мĕнле туясси пирки шухăшлăр. 100 грамм эрех те хăвăра сиен кỹнине, пĕрле ĕçекенĕн çемйине те аркатма пултарассине ялан асра тытăр. Çавăнпа, шутласа илĕр те ан ĕçĕр.