23 июля 2008 г.
Елчĕк район прокуратури ветеринари службин федераллă управленийĕн тата фитосанитари асăрхавĕн ĕçченĕсемпе пĕрле район территорийĕнче пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă чухне çут çанталăк сыхлавĕн законодательствине мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ. Хальхинче "Колос", Ленин ячĕллĕ, "Победа", "Кушкă", "Свобода", К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Агрофирма "Нива", "Эмметево" ОООсенче пулса курнă. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче пестицидсемпе агрохимикатсем туяннă, вĕсемпе уй-хирсенче усă курнă. "Победа" тата "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче "1997 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче (109-мĕш номер) çирĕплетнĕ "Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курассинчи хăрушсăрлăх çинчен" Федераллă Саккун ыйтнине, пестицидсемпе, агрохимикатсемпе усă курнă тата вĕсене турттарнă чухнехи гигиена требованийĕсене (Сан ПиН 1.2.1077-01) пăхăнман. Вĕсенче наркăмăшлă препаратсене туянма тата упрама ирĕк панине çирĕплетекен санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвĕ пулман, "Агрофирма "Нива" ОООра тата "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕнче санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвĕн вăхăчĕ тухнă. Пестицидсем упраннă ешчĕк-михĕсене складсене каялла тавăрса паман. Район территорийĕнче ("Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата "Агрофирма "Нива" ОООра) усă курма юрăхсăр, вăхăчĕ тухнă пестицидсемпе агрохимикатсене вăхăтлăх упракан объектсем пурĕ иккĕ шутланаççĕ. Тĕрĕслев вăхăчĕ тĕлне усă курма юраман пестицидсемпе агрохимикатсем пурĕ 12,5 тонна упраннине тупса палăртнă. "Агрофирма "Нива" ОООри складра вăл ытлашши 9 тонна выртнă. Çакă Сан ПиН (п.3.91.2.1077-01) ыйтнине пăхăнманни пулать. Асăннă пестицидсене хуçи çук складсенчен унта вăхăтлăх упранма турттарса пынă пулнă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район администрацийĕн пуçлăхĕ тата "Агрофирма "Нива" ООО, "Кушкă", "Победа", "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертỹçисен тĕлĕшпе тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă, айăплисене дисциплинарлă майпа явап тыттарнă. "Колос", Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсен, "Эмметево" ООО ертỹçисене пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă чухне çут çанталăк сыхлавĕн законодательствине пăхăнса ĕçлеме кирли çинчен асăрхаттарнă.