Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тискерлĕх

23 июля 2008 г.

 Эрех ĕçсе минренĕ çын хăйĕн хăтланăвĕн сăлтавне ăнлантарса пама пултараять-ши? Калама хĕн. Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакан Н.Лепешкин та çын вĕлереп тесе нихăçан та шутламан ахăр. Николайăн яланлăх ĕç вырăнĕ пулман. Районти ытти вăй питти чылай арçын пекех вăл ют региона ĕçлеме çỹренĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче çакскер вăхăтлăха тăван ялне таврăннă. Лепешкин çирĕплетнĕ тăрăх, унăн амăшĕ эрехпе туслă, килĕнче çĕр каçман тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнă. Раштавăн 21-мĕшĕнче амăшĕ кỹршипе М.Каширинăпа ирхине ирех 6 сехетре килне пырса кĕнĕ, иккĕшĕ те хĕрĕнкĕ пулнă-мĕн. Çилленсе кайнă ывăлĕ вĕсене ăçта ĕçнĕ, çавăнта тухса кайма хушнă. Алăкне питĕрнĕ те кăмака хутса янă. 9 сехет тĕлĕнче Николай Тăрмăш ялĕнчи лавккана кайнă, унта пĕлĕшĕсемпе эрех ĕçнĕ, хĕрарăмсене хĕрлĕ эрехпе сăйланă. Ỹсĕрскер вăл килне утнă. Амăшĕ халĕ те килĕнче çуккине кура 15 сехет тĕлĕнче ирхине пĕрле пырса кĕнĕ М.Каширина патне çул тытнă. Амăшĕ ăна асăрхасан çывăхри автомашина хыçне пытаннă. Унăн сăмахĕ тăрăх, раштавăн 20-мĕшĕнче ăна ывăлĕ укçа илес тĕллевпе хĕненĕ имĕш. Ывăлĕн патакне çиесрен хăраса вăл килĕнчен тухса кайнă. Н.Лепешкин М.Каширина килне пырса кĕнĕ, диван çинче выртакан кил хуçи хĕрарăмне тумтирĕнчен ярса тытса çĕкленĕ, питĕнчен, кăкăрĕнчен тапнă. Хĕрарăмăн сăмсинчен юн палкаса тухнă, вăл тенкел çине ỹксе урайне тĕшĕрĕлсе аннă. Чĕнмен хăнана тухса кайма ыйтнă хуçа, ятлаçнă. Ар-çын хĕрарăма пуçĕнчен, кăкăрĕнчен тата темиçе хут тапнă, лешĕ тăнне çухатсан анчах ют килтен тухса кайнă. Вăл тухса кайнă вăхăтра Каширина чĕрĕ пулнă-ха. Н.Лепешкинăн амăшĕ те М.Каширина патне кĕнĕ, уçă хапха алăкĕнчен ăна хирĕç ывăлĕ тухнă. Амăшĕ патĕнчен ним чĕнмесĕр иртнĕ хайхи. Фуфайкăпа витĕннĕ йынăшакан кỹршине курсан амăшĕ ывăлĕ каялла таврăнасран хăранăран васкаса тухса кайнă, тепĕр кỹрши патĕнче çĕр каçнă. Тепĕр кун ирхине вăл каллех М.Каширина патне таврăннă. Лешĕ вара, çаплах диван çинче выртнă, сас паман... Экспертиза хĕрарăм пуçĕ сиенленнине, аяк пĕрчисем хуçăлнине çирĕплетнĕ. Асăннă сурансене пула хĕрарăм вилсе кайнă. Елчĕк район сучĕ Н.Лепешкина РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе айăпласа 6 çуллăха ирĕклĕх прависĕр хăварма йышăннă. Çак вăхăта çын вĕлерекен çирĕп режимлă колонире ирттерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика