23 июля 2008 г.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пирĕн районтан тухнă виçĕ çар çынни Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕç пулнă: А.Ф.Беляев, С.А.Андреев, Н.П.Иванов. Çак ята А.Ф.Беляев полковникпа С.А.Андреев сержанта Днепр юхан шывĕ урлă каçса плацдарма тытса тăрассишĕн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн панă. Шел, икĕ паттăр та çак çапăçусенче пуçĕсене хунă. Н.П.Иванов майор, артиллери полкĕн командирĕ, 1943 çулта Курск пĕккинче палăрнă. Тĕрлĕ справочниксенче Александр Филиппович Беляевăн çуралнă кунне 1908 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тесе палăртнă. Унăн хĕрĕ, Мускавра пурăнакан Светлана Александровна çырса пĕлтернĕ тăрăх А.Ф.Беляев чăннипе çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Çапла вара çывăх вăхăтра пирĕн паллă ентеш çуралнăранпа 100 çул çитет. Унăн юбилейне районта анлăн паллă тума йышăннă. Ку тĕлĕшпе йĕркелỹ комитечĕ туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ертсе пырать. Тунти кун йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Вăл йышăннă тăрăх çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче паттăра халалласа тĕрлĕ мероприятисем пулса иртеççĕ: А.Ф.Беляев çуралса ỹснĕ вырăнта _ район центрĕнчи райпо правленийĕпе юнашар магазин çурчĕ çинче асăну хăми уçаççĕ, митинг ирттереççĕ, историпе тăван тавралăх музейĕнче, библиотекăра куравсем йĕркелеççĕ, А.Ф.Беляев ячĕпе футбол турнирĕ йĕркелеççĕ. Савăнăçлă мероприятисене паттăр хĕрĕ Светлана Александровна хутшăнать, тĕп библиотекăра пулас салтаксемпе,офицерсемпе, районта пурăнакансемпе тĕл пулать. Район çыннисем А.Ф.Беляева сума сăваççĕ. Унăн ятне Елчĕкри урама панă, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Беляевсем иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче районта паллă çынсем шутланнă. Анчах ахăр самана вĕсене çĕршыв тăрăх сапаланă. Çавăнпа А.Ф.Беляев, вĕсен тăван-пĕлĕшĕсем çинчен эпир çителĕклĕ пĕлместпĕр. Йĕркелỹ комитечĕ Беляевсемпе çыхăннă материалсемпе, аса илỹсемпе паллаштарма ыйтать.