Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » . Яваплăха туяр _ инкек-синкекрен пăрăнар

23 июля 2008 г.

Яваплă тапхăр _ вырмана тухмалли вăхăт çитрĕ те. Комбайнсене, йĕтем çинчи техникăна хатĕрленĕ чухне ĕç сыхлавĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тапхăрта инкексемпе пушарсем ан пулччăр тесен ял хуçалăх машинисемпе ĕçленĕ чухне ĕç сыхлавĕн тата пушартан сыхланмалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Тĕш тырă пухса кĕртекен комбайнсемпе, тракторсемпе тата хăй тĕллĕн çỹрекен ял хуçалăх техникисемпе çỹреме ирĕк паракан удостоверени, ĕç сыхлавĕн инструктажне илнĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, 18 çул тултарнă çынсем анчах ĕçлеме пултараççĕ. Комбайнсем хирте кăлтăксăр ĕçлеччĕр тесен вĕсене паркра ĕçлеттерсе тĕрĕслемелле, çаврăнакан пайсене кожухсемпе хупламалла. Кашни комбайн çинче пушара сỹнтермелли хатĕрсем тата медицина аптечки пулмалла. Огнетушительсем тракторпа автомашинăсем çинче те кирлĕ. Тыр-пул вырма тухиччен хирте çỹремелли çулсене тикĕслемелле, маршрутсене палăртмалла, канмалли вырăнсене уçă та курăнмалли вырăнта йĕркелемелле. Комбайнсене тата ытти техникăна юсанă чухне вĕсен двигателĕсене сỹнтерсе хумалла. Йĕтемри машинăсемпе агрегатсене юсамалла, çаврăнакан пайсене кожухсемпе хупламалла, электричество кабелĕсен изоляцийĕсене тĕрĕслемелле, вĕсене ĕçлеттерме опытлă çынсем çирĕплетмелле. КЗС тата ЗАВ йышши агрегатсемпе комплекссене ĕçлеттересси те çăмăл ĕç мар. Çавăнпа та çак кăткăс машинăсене лайăх пĕлекен çынсене шанса памалла, вĕсемпе ĕç сыхлавĕ енĕпе инструктажсем ирттермелле, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. КЗС е ЗАВ агрегатсен бункерĕсенче канма юрамасть. Çакăн çинчен вĕсене ĕçлеттерекен машинистсен манас марччĕ. Улăм пухакан тата вĕсене хушăка хывакан техникăна тĕпрен юсамалла, ĕç сыхлавне çирĕп пăхăнмалла. Асăннă агрегатсем çинче ĕçленĕ чухне пушартан сыхланмалли хатĕрсем тата медицина аптечки пулмалла. Ĕçлекенсенчен пĕрне асли пулма çирĕплетмелле, вăл мĕн пур ĕçе йĕркелесе пымалла. Хушăк çинчен аннă тата хăпарнă чухне стогометательсемпе мар, вĕрентен тунă пусмапа усă курмалла. Комбайнсем патĕнчен автомашинăсемпе тырă турттарнă çĕрте те ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Тырра бункертан пушатнă чухне автомашина кузовĕнче çынсем пулмалла мар. Вырма вăхăтĕнче душ кабинисемпе саунăсене ĕçлеттерни питĕ лайăх, вĕсене халех юсамалла. Уй-хирте ĕçлекенсене канма, апатланма условисем туса памалла. Çынсене хире леçме кашни хуçалăхрах ятарласа хатĕрленĕ транспорт уйăрмалла, водителĕн ĕçри стажĕ виçĕ çултан кая мар пулмалла. Вырма тапхăрĕнче хирте тата йĕтемсем çинче шкул ачисем йышлăн тăрăшаççĕ, вĕсем ĕçлекен вырăнта пĕр çынна асли пулма çирĕплетмелле. Пуринпе те инструктаж ирттермелле, ĕçлеме ирĕк париччен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени илмелле, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, çавăн хыççăн çеç вĕсене ĕçе хутшăнтарма юрать. Кăçалхи çур çулта районти организацисемпе предприятисенче ĕçре пурĕ пĕр инкек регистрациленĕ, вилекенсем пулман. Инкексем уйрăмах ĕç сыхлавĕн йĕркисене кирлĕ пек пăхăнманнипе, вăтам сыпăкри ертỹçĕсемпе тĕп специалистсем ĕç сыхлавĕн йĕркисене ĕçлекенсем мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслесе тăманнипе тата вĕсене ĕçлеме условисем туса паманнипе, ĕçлекенсене ку тĕлĕшпе ятарласа вĕрентменнипе, вăхăтра инструктаж паманнипе тата вĕсене вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларманнипе, ĕçре ỹсĕр пулнипе е ĕç дисциплинине пăснипе пулаççĕ. Паянхи кун тĕлне ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем Ленин ячĕллĕ, "Нива", "Знамя" хуçалăхсенче çук е вĕсен тивĕçĕсене никам çине те çирĕплетмен. Çавăнпа та çак асăннă хуçалăхсенче ĕç сыхлавĕн ĕçĕсем кирлĕ шайра пулса пымаççĕ _ çакна хуçалăх ертỹçисен манас марччĕ. Кăçалхи çур çулта ĕç сыхлавĕн мероприяти-йĕсене пурнăçлама районти предприятисемпе организацисем пурĕ 2426 пин тенкĕ, ĕçлекен пĕр çын пуçне 736 тенкĕ, çав шутра АПКпа пурĕ 1686 пин тенкĕ, ĕçлекен пĕр çын пуçне 1105 тенкĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 171 процент ытла укçа тăкакланă. Ĕçри дисциплинăна, ĕç сыхлавĕн тата пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркесене çирĕп пăхăнса ĕçлесен çеç вырма инкек-синкексĕр иртессе шанма пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика