23 июля 2008 г.
Иртнĕ эрне кун Елчĕкре агропромышленность комплексĕнчи ыйтусем тавра Чăваш Республикин Правительство комиссийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Чăваш Республикин Правительство комиссийĕн членĕсем, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин коллеги членĕсем, республикăри районсен пуçлăхĕсен АПК енĕпе ĕçлекен çумĕсем, ведомствăсен, организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăннă. Коллеги ларăвне Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ (Правительство комиссийĕн председателĕ) Михаил Игнатьев ертсе пынă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен çирĕплетнĕ хушăва мĕнле пурнăçланине пирĕн район тĕслĕхĕ çинче куçпа курса ĕненесси пулчĕ. Сăмах май, районта хура пусă тесе палăртнă 1110 гектар çинчи лаптăка ял хуçалăх предприятийĕсенче вăхăтра ĕçлесе хатĕрлеме тăрăшнине ларăва хутшăннă ĕçлĕ ушкăн тивĕçлĕ хак пачĕ. "Урожай" ОООн тĕслĕхлĕ ĕçне уйрăммăн палăртас тĕллевпе Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев унти уя ятарласа çитсе курчĕ. Пур ĕçе те вĕçе-вĕçĕн, вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрсе пыракан "Урожай" ООО кашни пусăм çĕрпе тухăçлă усă курать. Хальхинче ял хуçалăх предприятийĕ кỹршĕллĕ "Звезда" ОООн темиçе çул ĕçлесе хатĕрлеймен 124 гектар çĕр лаптăкне арендăна илсе пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев илчĕ. Çум курăк _ шурут пусса илнĕ лаптăка çак вăхăтчен тăватă хутчен ĕçлесе хатĕрлерĕç. Малтанхи икĕ хутне БДМ-3х4 дискаторпа кăпкалатнă, ун хыççăн КПС-4 культиваторпа, тăваттăмĕшĕнче _ тепĕр хут БДМ-3х4 дискаторпа усă курнă. Асăннă çум курăкĕнчен пуçĕпех хăтăлас тесен хими препарачĕсемпе усă курмасăр та май çук. Çĕре ахаль ĕçлесе хатĕрленипе танлаштарсан, унăн тăкакĕсем те темиçе хут пысăкрах. Çакна пăхмасăр, "Урожай" ООО асăннă лаптăка тивĕçлĕ шайра ĕçлесе хатĕрлеме тĕллев илчĕ. Вячеслав Кузнецов директор каланă тăрăх унта кĕрхи культурăн чи лайăх сортне акса хăвармалла. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал пуçласа кĕрхи тритикале-житница çитĕнтереççĕ. Хальлĕхе унăн лаптăкĕ кунта 18 гектар анчах пулин те, вăл пысăк тухăç шантарать. Çакă _ куç умĕнче, пучахсем парка та тулли. Унăн биологиллĕ тухăçĕ, 1 гектар пуçне шутласан, 72 центнертан кая мар пулмаллине агрономсем çирĕплетсех калаççĕ. Çĕр ĕç культурисене туса илессинче çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессипе "Рассвет", "Прогресс", "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсенче те кăçал кĕрхи тритикале-житница çитĕнтереççĕ. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче хура пусă лаптăкне мĕнле ĕçлесе хатĕрленин вăрттăнлăхĕсемпе, йĕтем хуçалăхне, вырма техникине яваплă тапхăра _ ĕççине мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнипе паллашма та кăсăклă пулчĕ. 85 гектар çинчи хура пусă лаптăкне хĕл каçипех фермăри тислĕке, 1 гектар пуçне 100 тонна, кăларнă. БДМ-3х4 дискаторпа усă курса 3 хутчен ĕçлесе хатĕрленĕ. Патреккелти йĕтемри КЗС-20, КЗС-25 тырă типĕтекен комплекса, сортировкăна вырма вăхăтĕнче тулли хăватпа ĕçлеме хатĕрлесе çитернĕ, территорие асфальт сарнă. "Уй-хир карапĕсем" те паян тесен паян хире тухма хатĕр. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче усă куракан çĕр лаптăкĕ пурĕ 3993 гектар шутланать. Çав шутран 1330 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтереççĕ. Иртнĕ çул кашни гектартан 38,3 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ, кăçал та вăл унран кая пулмалла мар. Хальхи вăхăтра уй-хир ĕçченĕсем пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлеççĕ. Çак вăхăт тĕлне 300 тонна яхăн утă, 4700 тонна сенаж хатĕрленĕ. Вырма техникине хатĕрлес ыйту та çивĕч тăчĕ ларура. "Чувашагролизинг" ОАОн генеральнăй директорĕ А.Ласточкин çĕнĕ йышши техника туянасси пирки чарăнса тăчĕ. Сезонра 700-800 гектар тыр пул пухса кĕртме пултаракан комбайнсем пур чухне киввисене юсаса вăхăта ирттерни анчах. Хальхи вăхăтра "Белпро-Сервис" ООО, "Агротехкомплект" ООО, "Чувашагрокомплект" ОАО ял хуçалăх предприятийĕсене çĕнĕ йышши "Полесье", "Вектор", "Енисей-1200", "Дон-1500" комбайнсене туянма сĕнеççĕ. Çỹлерех палăртнă ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче пулса курнă хыççăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев çакăн пек пĕтĕмлетсе каларĕ: "Елчĕк районĕнче культура шайĕ çулсерен ỹссех пырать. Ялсемпе урамсенче тирпейлĕ, таса пулнине маларах курса ĕненнĕ пулсан, халĕ çакна уйсене тухсан та куратпăр мар-и? Ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсем çум курăксăр, пучахсем парка та тулли, çĕрпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Çапла майпа, Елчĕксем Чăваш Республикин политикин çул-йĕрне тĕпе хурса ĕçлеççĕ, пурăнаççĕ..." Уйсенче пулса курнă хыççăн теори пайĕ _ пĕрлехи лару иртрĕ. Пĕрремĕш ыйтупа _ фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма паха апат хывса хăварас тĕлĕшри тĕллевсем, вырмана ăнăçлă ирттерсе ярасси тата кĕр тыррисене акассине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттересси пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикин Правительство комиссийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин коллегийĕн членĕсем тухса калаçрĕç, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем турĕç. Тĕллев пĕрре _ хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса чи пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлемелле, тыр-пула тăкаксăр пỹлмесене пухса кĕртмелле, кĕрхи культурăсене агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса акса хăвармалла... Апат-çимĕç тата ытти фондсем туянакан тыр-пул хакне иртнĕ çулхинчен 20 процента яхăн ỹстернĕ. Ларăва хутшăннисем хаксене тĕплĕн тишкерчĕç.