19 июля 2008 г.
Николай Айзман драматурга пĕлмен çын та çук пулĕ. Çак кунсенче вăл çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Ун юбилейне халалласа Патреккелти библиотекăра "Чаплă драматург" кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ, "Çĕре, пурнăçа, халăха юратса..." ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Унта хутшăннă ял халăхĕ уйрăмах писателĕн "Кай, кай Ивана", "Кама савать _ çавна каять", "Шикли шикленнĕ _ кĕрĕк пĕркеннĕ", "Йĕпе çине сапа" пьесисене кăмăлланине палăртрĕ. Калаçу та çак произведенисем тавра пулса иртрĕ. "Кай, кай Ивана" пьесăна клуба çỹренĕ активистсем хăй вăхăтĕнче сцена çинче халăха кăтартса панине те аса илчĕç. Драматургăн "Кай, кай Ивана" пьесипе Тутарстан республикине кĕрекен ялсенче сахал мар пулнă Патреккелсем. Калаçакансем писатель литературăра пысăк йĕр хăварнине палăртрĕç.