19 июля 2008 г.
Нумаях пулмасть Патреккелĕнчи тĕслĕх библиотекăра Георгий Ефимовăн "Телейсĕр чух телейлĕскер" повеçĕ тăрăх диспут иртрĕ. Библиотекăра Георгий Андреевич çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа "Çырас ĕç _ пурнăç тĕллевĕ" кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. Диспута хутшăннă Л.Палашкина, Н.Владимирова, Т.Петрова, Н.Московская, В.Борисова, Н.Захарова, Т.Орлова, В.Сироткина, С.Сергеева, В.Вершкова кĕнеке уйрăмах çамрăксемшĕн паха пулнине палăртрĕç. Повеçри тĕп сăнар Полина Асланина вăрçă хыççăнхи çулсем мĕнле йывăр килсен те малаллах вĕренме тăрăшни, çын тивĕçне çỹлти шайра тытса тăма пултарни вулакансене тарăн шухăша ячĕ. Хальхи çамрăксем те çавăн пек тăрăшуллă пулсан пурнăçра хăйсене мĕнле çăмăл пулнине палăртрĕç вулакансем. Кĕнекене çăмăл чĕлхепе çырнă. Писатель повеçре ваттисен каларăшĕсемпе те анлăн усă курнă. "Алăран ямасăр вуларăмăр повеçе", _ терĕç диспута хутшăнакансем.