19 июля 2008 г.
Эрех-сăрапа минренипе пулса иртекен çемьери хирĕçỹсем мăшăрсем, çемье членĕсем пĕр-пĕрне сусăрлатнипе е вĕлернипе вĕçленни час-часах тĕл пулать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче те Елчĕкри Кузьминсен çемйинчи тавлашу кил хуçи хĕрарăмĕ мăшăрне чиксе вилмеллех амантнипе вĕçленнĕ. Район сучĕ çак ĕçе пăхса тухнă, айăпли саккунпа килĕшỹллĕн явап тытать. В.А.Кузьмина В.В.Кузьминпа хăйсен мăшăрланăвне регистрацилесех çирĕплетнĕ, ывăл çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те эрех-сăрапа туслă пулнă, çавна май çемьере хирĕçỹсем час-часах сиксе тухнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ чылай çул ниçта та ĕçлемен. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнчи ĕçкĕ-çикĕ яланхилле мухмăр чĕртнинчен пуçланнă. Хыçра юлнă Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче мăшăрăн урă кунĕ пулман. Синкерлĕ кун В.А.Кузьмина мăшăрне мухмăртан "чĕртес" тĕллевпе аптекăна çул тытнă, спирт шĕвекĕллĕ икĕ савăт илнĕ. Пĕр савăтне вăл упăшки пекех мухмăрпа аптăранă кỹршĕ арçыннине, тепĕрне мăшăрне панă. 12 сехет тĕлĕнче хĕрарăм лавккаран 0,3 литр эрех илсе килнĕ, ăна В.Кузьминпа пĕрле пушатнă. Çак кунах кăнтăрла иртсен 14 сехетре вĕсем Раштав уявне паллă тăвас тĕллевпе маларах мухмăр "чĕрттернĕ" кỹршине, тепĕр хĕрарăма йыхравланă. Упăшкин тыткаларăшĕнчен хăнана чĕннĕ арçынна хăй çумне хушса кĕвĕçнине туйнă В.А.Кузьмина. 17 сехет иртсен хăнасем килĕсене саланнă, В.В.Кузьмин вара арăмĕпе хирĕçме, ун çине кăшкăрма, ăна киревсĕр сăмахсемпе кỹрентерме, çурăмĕнчен çапма тапратнă. Хирĕçĕвĕн тĕп сăлтавĕ кĕвĕçỹ пулнă. Хĕрарăм çак вăхăтра кухньăра çĕр улми шуратса ларнă. Харкашу вăхăтĕнче В.В.Кузьмина аллинчи çĕççипе мăшăрне икĕ тĕлтен чикнĕ. Ĕç-пуç хăвăрт-хăвăрт пулса иртнĕ. Каçхине 22 сехет тĕлĕнче тин В.А.Кузьмина кỹрши патне каçнă, мăшăрĕ хăйне-хăй чикĕннĕ тесе пĕлтернĕ, унтан Кузьминсен килĕнче пулнă хыççăн вĕсем кỹршипе васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илнĕ. Экспертиза пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ĕçе уçăмлатнă, хĕрарăмăн айăпне, вăл алкоголизмпа чирлĕ пулнине çирĕплетнĕ, упăшкине ятарласа вĕлернине палăртнă. Суд тĕрĕс йышăну тума май паракан фактсене тĕпе хурса упăшкине ятарласа вĕлернĕ В.А.Кузьминăна РФ УК 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн 6 çул ирĕк прависĕр хăварма йышăннă.