Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правосуди çуртĕнче тĕрĕслĕх хуçалантăр

19 июля 2008 г.

Правосуди çуртĕнче тĕрĕслĕх хуçалантăр Граждансем хăйсен ыйтăвĕсемпе нушисене час-часах суд урлă татса пани халăх суд органĕсене ытларах та ытларах шаннине тата судран пулăшу кĕтнине кăтартаççĕ. Суд тытăмĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйту çине хурав илес тĕллевпе пирĕн корреспондент район сучĕн председателĕпе С.А.Кузнецовăпа тĕл пулса калаçнă. _ Светлана Алексеевна, юлашки çулсенче суд тытăмĕнче мĕнлерех улшăнусем пулса иртрĕç? _ Суд тытăмĕ çĕршывăн наци экономикине, гражданла обществăна аталантарассинче паллă вырăн йышăнать. Çакна тĕпе хурса федерацин Раççей суд тытăмне аталантарассипе йышăннă ятарлă тĕллевлĕ программа судсен ĕç-хĕлне чылай улшăну кĕртрĕ. Программăн тĕп тĕллевĕ _ суд ĕçне уçăмлăн йĕркелесси, çыннăн прависене сыхласси, ĕçсене вăхăтра тата тухăçлă пăхса тухасси. Суд тытăмĕн аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн "Суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ" пуçарнипе иртнĕ çул район сучĕн çĕнĕ çуртне хута ярассине вĕçлерĕç. Маларах виçĕ составлă район сучĕ 101 тăваткал метр лаптăк йышăнакан çуртра вырнаçнăран ĕçлеме условисем çителĕксĕрччĕ. Икĕ хутлă çуртра халĕ судьясемпе суд тытăмĕнчи ытти ĕçченсене хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама, граждансене йышăнма тата судран пулăшу ыйтакансен ĕçĕсене пахалăхлă пăхса тухма условисем çителĕклĕ. Çурта паянхи самана ыйтакан çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Суд ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ỹстерме май паракан тепĕр çĕнĕ улшăну вăл _ иртнĕ çул документсен электронлă çаврăнăшне йĕркелени, вĕсене электронлă носительсем çине куçарас ĕçе пурнăçлани. Паян Чăваш Республикин районĕсенчи кашни судрах документсен электронлă çаврăнăшне пурнăçа кĕртме электронлă адрессем пур. Районта пурăнакансем пирĕн патăмăра хăйсен сĕнĕвĕсене çак адреспа ярса пама пултараççĕ _ yalch_sud@cbx. ru. Çавăн пекех пирĕн сайта (yalchiksy. chv.sudrf.ru ) кĕрсе суд ĕç-хĕлĕпе, ĕç йĕркипе, итлеме палăртнă ĕçсемпе, статистикăпа тата ытти сведенипе паллашма пулать. Юлашки вăхăтра "Елчĕк ен" хаçатра "Район судĕнчен" рубрика уçăлчĕ. Пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, вулакана суд ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май туса панăшăн хаçат редакцине пысăк тав сăмахĕ калас килет. Район халăхĕн право пĕлỹлĕхне, халăх шанăçлăхне ỹстерес, суд ĕçне уçăмлатас тĕллевпе эпир хаçат страницинче право темипе çыхăннă материалсемпе статьясене малашне те час-часах пичетлесе пырас кăмăллă. _ Район сучĕн тата миравай суд участокĕн кăçалхи 6 уйăхри ĕçĕ-хĕлĕне эсир мĕнле хакланă пулăттăр? _ 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулта район сучĕ тата миравай суд 75 уголовлă ĕç, административлă 243 ĕç, граждансен 711 ĕçне пăхса тухнă. Районти суд органĕсене пырса кĕнĕ пĕтĕм ĕçсен 30 проценчĕ _ ют пурлăха хапсăннипе çыхăннă уголовлă ĕçсем. Должность полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курнипе, çын сывлăхне ятарласа сиен кỹнипе, пĕлсе тăнă çĕртех суя кăтарту панипе çыхăннă ĕçсене те судра чылай пăхса тухаççĕ. Пĕлсе тăнă çĕртех суя кăтарту паракана преступлени йывăрлăхне кура 80 пин тенкĕ таран штрафлама е 2 çула ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Тĕслĕх вырăнне район сучĕ Елчĕк ялĕнчи ултав çулĕ çине тăнă Мудрецов тĕлĕшпе пăхса тухнă уголовлă ĕçе илер. Саккунпа килĕшỹллĕн ăна маларах айăпламаннине, хăйĕн айăпне тĕппипе йышăннине шута илсе 7000 тенкĕ штраф тỹлеттермелле тунă. Кăçалхи 6 уйăхра айăпа кĕнисен 9,1 процентне ирĕкрен хăтарнă, 21,8 процентне условлă майпа айăпланă, 32,7 процентне ирĕксĕрлесе ĕçлеме янă, 1,8 процентне ĕçлесе юсанма яма йышăннă, 34,5 процентне штрафланă. Преступленисен 36 процентне айăплисем ỹсĕрле туни пăшăрхантарать. _ Светлана Алексеевна, эсир суд системинче ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 20 çул çитнине пĕлетĕп. Асăннă тапхăрта сахал мар ĕçе уçăмлатса тĕрĕслĕхе çиеле кăларма тивнĕ сирĕн. Çак профессие ăнсăртран суйласа илменех эсир. _ Çак тапхăрта мĕн чухлĕ ĕç пăхса тухнă, миçе çын шăпине татса панă _ калама хĕн. Тепĕр тесен, ку пĕлтерĕшлех те мар. Чи кирли _ ответлăхпа тĕрĕслĕхе тĕпе хуни. Судья кашни çыннăн чун ыратăвне, нушине чĕрепе те, ăспа та туйма пултармалла тесе шутлатăп эпĕ. Тĕнчери вун-вун профессирен шăпах çакна суйласа илни ыт ахальтен мар. Чи малтанах вăл манăн характерпа çыхăннă. Нушана лекнĕ çынна пулăшасси, чăнлăха тупса тăрă шыв çине кăларасси манра мĕн ачаранах аталаннă. Студент вăхăтĕнчех манăн тĕрĕсмарлăхпа тĕл пулса пĕр айăпсăр çынна хур курасран хăтарма май килнĕччĕ. Самар хулинче аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн малтанах адвокат пулса ĕçлеме тỹр килчĕ. Шăпах çак вăхăтра, хỹтĕлевçĕ пулнă май, судья профессийĕ тата та йывăртарах, яваплăрах пулнине ăнлантăм. Пĕртен-пĕр тĕрĕс йышăну туса çыннăн шăпине татса парасси чăннипе те çăмăл мар. _ Ĕç тухăçлăхĕ _ кадрсенче. Çак каларăшпа килĕшетĕр-и эсир? _ Хăйне шанса панă ĕçе кашниех тỹрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçламалла. Кадрсем пирĕн пысăк пĕлỹллĕ, анлă тавра курăмлă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă. Вĕсенчен нумайăшĕ икшер аслă пĕлỹ илнĕ. Республика шайĕнче суд ĕçченĕсем хушшинче ирттерекен тĕрлĕ конкурс-ăмăртура пирĕн ĕçтешсем пĕрре мар малти вырăнсене йышăннине те пĕлтерме кăмăллă. Акă, сăмахран, 2006 çулхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх суд ларăвĕсен секретарĕсен хушшинче С.Агеев, 2006-2007 çулсенче суд секретарĕсем хушшинче В.Лазарева малти вырăнсене йышăнчĕç. _ ЧР Президенчĕ 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе йышăннине эсир еплерех хаклатăр? _ Ман шухăшпа, ырă ĕçсем тени анлă ăнлав. Кунта çемье пĕлтерĕшĕ те питĕ паха. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтермелле. Вĕсем пурнăçра мĕнле вырăн йышăнасси ачалăхра тĕрĕс воспитани панинчен чылай килет. Апла пулсан ачасене йĕркеллĕ çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларасси _ пирĕн тĕп тĕллев, ырă ĕçсен тăсăмĕ. _ Калаçушăн тавах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика