19 июля 2008 г.
Çак кунсенче пирĕн çĕршывра Раççейĕн юлашки императорне иккĕмĕш Николая тата унăн çем-йине аса илеççĕ. 90 çул каялла вĕсене Екатеринбургра персе вĕлернĕ. Çавна май мĕнпур чир-кỹсенче вĕсен ячĕпе кĕлĕсем ирттереççĕ, Хĕресле çул çỹревсем йĕркелеççĕ. Пирĕн район территорийĕнче Турра ĕненекенсен Хĕреслĕ çул çỹревĕ утă уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче иртрĕ. Ăна Шупашкар тата Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава, республикăн кăнтăр районĕсенчи чиркĕвĕсен благочиннăйĕ Анатолий атте пил панипе Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ Петр протоиерей тата Тĕмер прихутне çỹрекенсем пуçарнипе йĕркеленĕ. Çавăнпах Хĕреслĕ çул çỹрев Тĕмер чиркĕвĕнчен пуçланчĕ. Вырăс православи чиркĕвĕ пĕр айăпсăр вĕлернĕ иккĕмĕш Николай патшана çветтуйсен йышне кĕртнĕ. Унăн иконĕ хальлĕхе пирĕн районта Энтепе чиркĕвĕнче анчах-ха. Ăна Энтепери Михаил Архангел чиркĕвĕн настоятелĕ Валерий игумен 1995 çултах çыртарнă. Хĕреслĕ çул çỹревре çветтуй Николай иконĕ, Киево-Печора Лавртан илсе килнĕ Çветтуй мощĕсен пĕчĕк пайĕсене, иккĕмĕш Николай императора вĕлернĕ вырăнтан илнĕ тăпра, хĕрессем йăтса утрĕç. Вĕсем çынсене вăй-хал параççĕ. Валерий игумен каланă тăрăх темиçе çул каялла вăл йывăр чирленĕ, больницăра сипленнĕ. Çветтуй Николай иконне кĕл туни сывалма пулăшни çинчен каласа парать игумен. Хĕреслĕ çул çỹреве хутшăннисем виçĕ кун район территорийĕпе 77 çухрăм утса тухнă, вун-вун ялта пулнă. Турханта часавай вырăнне светит тунă. Кăçал унта Турра ĕненекенсен укçи-тенкипе часавай лартаççĕ. Юлашки кун Хĕреслĕ çул çỹреве хутшăннă пачăшкăсем аслă çултан Тĕмер ялне пăрăнса кĕнĕ тĕлте лартнă йывăç хĕресе çутатнă. Петр протоиерей каланă тăрăх вăл иртен-çỹрене усал-тĕселтен сыхлать. Ĕненекенсем ун умне тăрса: "Эй Христос Турă, лайăх çаврăнса килме пулăш" тесе ыйтаççĕ. Каялла таврăннă чухне: "Турă пулăшнипе лайăх çаврăнса килтĕм" тесе тав тăваççĕ. Хĕреслĕ çул çỹрев вăхăтĕнче пĕр çумăр пĕрчи те ỹкмен, анчах 30 градуслă ăшша чăтма çăмăл пулман. Апла пулин те кĕске мар çула Турра ĕненекенсем чăтăмлăн утса тухнă. Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ Петр атте Хĕреслĕ çул çỹревре мĕн пуçласа вĕçне çитиччен Турра ĕненекенсемпе юнашар пулнă. 60 çула çывхарса пыраканскертен нумайăшĕ тĕлĕннĕ. "Çул çинче Турă хăват, вăй парса пычĕ. Çавăнпа ывăннине туймарăм", _ тет вăл. 77 çухрăм çула 40-50 çын утса тухнă. Çак йышра 80 çула çывхарса пыракан ватăсем те, шкул ачисем те пулнă. Çул çинче кăсăклă самантсем те сиксе тухнă. "Иккĕмĕш кунне Таяпа Энтринчен тухсан канма лартăмăр çеç, хĕртсе пăхакан хĕвеле пĕлĕт татки хупларĕ. Хамăра йывăç сулхăнĕнче ларнă пекех туйрăмăр. Кун пеккисем çул çинче темиçе те пулчĕç. Акă ăçта вăл Турă хăвачĕ, вăйĕ", _ тет малалла Петр атте. Çул çỹревре ахлатакан пулманнине те палăртать вăл. Хĕреслĕ çул çỹреве кашни ялтах халăх йышлăн кĕтсе илнĕ. Апат-çимĕç, шыв сĕннĕ. Нумай çын Çветтуй Николай иконĕ айĕнчен тухсан вăй кĕнине, ывăнни иртсе кайни çинчен калать. Хĕреслĕ çул çỹреве ирттерме ГИБДДн районти уйрăмĕнче ĕçлекенсем пулăшнă. Районти тĕп больницăри медсестра, çул çỹрекенсене йывăр самантра пулăшу пама тухнăскер, хăй те вăрăм çула Турра ĕненекенсемпе юнашар утса тухнă. Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хĕреслĕ çул çỹреве тухнă çынсем Тĕмер чиркĕвне çаврăнса çитнĕ. Унта ирчченех Çветтуй Николая асăнса кĕлĕ иртнĕ. Н.АЛЕКСЕЕВ. Хĕреслĕ çул çỹрев Çак кунсенче пирĕн çĕршывра Раççейĕн юлашки императорне иккĕмĕш Николая тата унăн çем-йине аса илеççĕ. 90 çул каялла вĕсене Екатеринбургра персе вĕлернĕ. Çавна май мĕнпур чир-кỹсенче вĕсен ячĕпе кĕлĕсем ирттереççĕ, Хĕресле çул çỹревсем йĕркелеççĕ. Пирĕн район территорийĕнче Турра ĕненекенсен Хĕреслĕ çул çỹревĕ утă уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче иртрĕ. Ăна Шупашкар тата Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава, республикăн кăнтăр районĕсенчи чиркĕвĕсен благочиннăйĕ Анатолий атте пил панипе Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ Петр протоиерей тата Тĕмер прихутне çỹрекенсем пуçарнипе йĕркеленĕ. Çавăнпах Хĕреслĕ çул çỹрев Тĕмер чиркĕвĕнчен пуçланчĕ. Вырăс православи чиркĕвĕ пĕр айăпсăр вĕлернĕ иккĕмĕш Николай патшана çветтуйсен йышне кĕртнĕ. Унăн иконĕ хальлĕхе пирĕн районта Энтепе чиркĕвĕнче анчах-ха. Ăна Энтепери Михаил Архангел чиркĕвĕн настоятелĕ Валерий игумен 1995 çултах çыртарнă. Хĕреслĕ çул çỹревре çветтуй Николай иконĕ, Киево-Печора Лавртан илсе килнĕ Çветтуй мощĕсен пĕчĕк пайĕсене, иккĕмĕш Николай императора вĕлернĕ вырăнтан илнĕ тăпра, хĕрессем йăтса утрĕç. Вĕсем çынсене вăй-хал параççĕ. Валерий игумен каланă тăрăх темиçе çул каялла вăл йывăр чирленĕ, больницăра сипленнĕ. Çветтуй Николай иконне кĕл туни сывалма пулăшни çинчен каласа парать игумен. Хĕреслĕ çул çỹреве хутшăннисем виçĕ кун район территорийĕпе 77 çухрăм утса тухнă, вун-вун ялта пулнă. Турханта часавай вырăнне светит тунă. Кăçал унта Турра ĕненекенсен укçи-тенкипе часавай лартаççĕ. Юлашки кун Хĕреслĕ çул çỹреве хутшăннă пачăшкăсем аслă çултан Тĕмер ялне пăрăнса кĕнĕ тĕлте лартнă йывăç хĕресе çутатнă. Петр протоиерей каланă тăрăх вăл иртен-çỹрене усал-тĕселтен сыхлать. Ĕненекенсем ун умне тăрса: "Эй Христос Турă, лайăх çаврăнса килме пулăш" тесе ыйтаççĕ. Каялла таврăннă чухне: "Турă пулăшнипе лайăх çаврăнса килтĕм" тесе тав тăваççĕ. Хĕреслĕ çул çỹрев вăхăтĕнче пĕр çумăр пĕрчи те ỹкмен, анчах 30 градуслă ăшша чăтма çăмăл пулман. Апла пулин те кĕске мар çула Турра ĕненекенсем чăтăмлăн утса тухнă. Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ Петр атте Хĕреслĕ çул çỹревре мĕн пуçласа вĕçне çитиччен Турра ĕненекенсемпе юнашар пулнă. 60 çула çывхарса пыраканскертен нумайăшĕ тĕлĕннĕ. "Çул çинче Турă хăват, вăй парса пычĕ. Çавăнпа ывăннине туймарăм", _ тет вăл. 77 çухрăм çула 40-50 çын утса тухнă. Çак йышра 80 çула çывхарса пыракан ватăсем те, шкул ачисем те пулнă. Çул çинче кăсăклă самантсем те сиксе тухнă. "Иккĕмĕш кунне Таяпа Энтринчен тухсан канма лартăмăр çеç, хĕртсе пăхакан хĕвеле пĕлĕт татки хупларĕ. Хамăра йывăç сулхăнĕнче ларнă пекех туйрăмăр. Кун пеккисем çул çинче темиçе те пулчĕç. Акă ăçта вăл Турă хăвачĕ, вăйĕ", _ тет малалла Петр атте. Çул çỹревре ахлатакан пулманнине те палăртать вăл. Хĕреслĕ çул çỹреве кашни ялтах халăх йышлăн кĕтсе илнĕ. Апат-çимĕç, шыв сĕннĕ. Нумай çын Çветтуй Николай иконĕ айĕнчен тухсан вăй кĕнине, ывăнни иртсе кайни çинчен калать. Хĕреслĕ çул çỹреве ирттерме ГИБДДн районти уйрăмĕнче ĕçлекенсем пулăшнă. Районти тĕп больницăри медсестра, çул çỹрекенсене йывăр самантра пулăшу пама тухнăскер, хăй те вăрăм çула Турра ĕненекенсемпе юнашар утса тухнă. Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хĕреслĕ çул çỹреве тухнă çынсем Тĕмер чиркĕвне çаврăнса çитнĕ. Унта ирчченех Çветтуй Николая асăнса кĕлĕ иртнĕ.