19 июля 2008 г.
Пирĕн ентеш Елизавета Долгова çыравçă вулакансем хушшинче конкурс йĕркелет. Ăна вăл Ырă ĕçсен тата Çемье çулталăкне халалланă. Мĕн тумалла-ха çак конкурсра? Елизавета Долгова çырнă кĕнекесем валли ỹкерчĕксем ỹкермелле. Уйрăмах ачасем валли çырнă юмахсемпе сăвăсем валли. Чи лайăх ỹкерчĕксем Е.Долгован çĕнĕ кĕнекинче пичетленĕç. Анчах та ỹкерес тесен чи малтан унăн кĕнекисене вуласа тухмалла. Елчĕкри ача-пăча библиотекинче сире валли кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Килĕр, вулăр, ỹкерĕр! Конкурс çĕнтерỹçисем Дипломсемпе парнесем илĕç. Елизавета Долгова Кĕçĕн Патреккелте çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне пĕтернĕ. Учительница пулса ĕçлет. 2007 çулта Раççей Президенчĕн Грантне те тивĕçнĕ. Çак кунсенче çыравçă Елчĕкри ача-пăча библиотекинче пулчĕ. "Словарь омографов русского языка", "Невероятные приключения кошки Мурки", "Мало _ Байдеряково", "Тайны записной книжки", "Стихи для детей и взрослых" ятлă кĕнекисене пире парнелесе хăварчĕ. Тавтапуç ăна уншăн! Ачасем! Елизавета Долгова йĕркелекен конкурса активлă хутшăнăр! Унăн кĕнекисене вулăр, ỹкерчĕксем ỹкерĕр! Эпир сире хапăл тусах кĕтсе илĕпĕр.