Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ

19 июля 2008 г.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ _ районта чи пысăкки. Вăл 10 яла пĕрлештерсе тăрать. Унта 4000 ытла çын пурăнать, 1500 ытла хуçалăх шутланать. Вырăнта кулленхи ĕç-хĕле мĕнле йĕркелесе пыни çинчен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин каласа кăтартать. Сăмах май, вăл республикăри муниципалитет Канашĕн 2007 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх ирттернĕ конкурсра палăрнă, "Ял тăрăхĕн чи лайăх ертỹçи" ята тивĕçнĕ. _ Пирĕн кулленхи тĕп ĕçсенчен пĕри _ экологи лару-тăрăвне çирĕплетесси, ку тĕлĕшпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси. Ку енĕпе эпир тĕллевлĕ ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ ял тăрăхĕн депутачĕсен черетлĕ пухăвĕнче ял тăрăхĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртмелли йĕркене çирĕплетни те ĕçре кирлĕ, усăллă пуласса шанатпăр. Ял çыннисем тăван тавралăха упрассишĕн, кил-çуртсен таврашĕсене илемлĕх кĕртессишĕн пĕр-пĕрин ырă тĕслĕхне курса тăрăшни сисĕнет. Урамри пахчасенче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çитĕнтерекен хуçалăхсем нумайлансах пыраççĕ. Пытармасăр каласан, килти çỹп-çапран пуçласа тĕрлĕ ăпăр-тапăр таранах урама пăрахма хăнăхнă ял çыннине çак тỹнтерле пулăмран пистерме çăмăлах та пулмарĕ. Исемпелĕнче пурăнакансен ял хавалĕ пысăк пулнине палăртса калассăм килет. Кунти урамсем таса, тирпейлĕ. Çынсем пĕр-пĕрин ырă тĕслĕхне курса вĕренеççĕ, илемлĕхе курма, туйма хăнăхаççĕ. Аслă Пăла Тимешри Октябрь урамĕнче пурăнакансене те хавхалантарма сăлтав пур. Юлашки çулсенче Кивĕ Эйпеç, Кавал ялĕсенчи çынсем шухăш-кăмăлĕ улшăнни те куç умĕнче. Пурнăçран уйрăлса кайнă çынсен ячĕсене те асра тытатпăр. Масар çурчĕсене, территорисене тирпейлесе тăратпăр. Ял тăрăхĕн бюджетĕнче пуçтарăннă тата ял çыннисем хăйсем пухнă укçа-тенкĕпе усă курса иртнĕ çул Кушкăра, виçĕм çул Исемпелĕнче çĕнĕ масар çурчĕсем туса лартрăмăр. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурĕ 8 выльăх масарĕ шутланать. Вĕсенчи тирпейлĕхшĕн, санитари тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхшĕн те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, вырăнти организаци-предприяти ертỹçисем яваплă пулса тăраççĕ. Ветеринарипе санитари требованийĕсене пурнăçласа Кавалти, Сăрьелĕнчи, Аслă Пăла Тимешри выльăх масарĕсене йĕркене кĕртрĕмĕр. Май пур таран çул-йĕр ыйтăвне те татса паратпăр. Республика, район ертỹçисем ялсене такăр çулпа çыхăнтарас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программа пурнăçа кĕрсе пыни ял çыннисене чăннипех савăнтарать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул Кушкăра 1 çухрăм тăршшĕ çула вак чул сарса хытартăмăр. Кăçал Аслă Пăла Тимешри Канаш, Ленин, Больница урамĕсене, пурĕ 1200 метр, асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Вырăнти инфратытăма аталантарасси те кулленхи тĕп ĕçсен хисепĕнче. Чăннипех, ялсен сăн-сăпачĕ çулсерен çĕнелсе улшăнать. Çамрăк çемьесем капмар çурт-йĕр çĕклесе лартни, ача-пăча çитĕнтерни ялсен малашлăхĕ пуррине çирĕплетет. Тепĕр енчен илсен, ялта пурăнма халĕ условисем çителĕклĕ. Ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсем те паянхи пурнăç таппипе тан утаççĕ. Халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе юлашки çулсенче, умри йывăрлăхсене пăхмасăр, сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Хальхи вăхăтра Кавалта тата Аслă Пăла Тимешĕнче пысăк спорт залĕсем ĕçлеççĕ. Укçа-тенке шутлама та вĕренсе пыратпăр. Бюджетăн тупăш пайне ỹстерме кирлине ăнланатпăр. Ку енĕпе йышăннă плансене ирттерсе пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика