19 июля 2008 г.
Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх районти ял хуçалăх предприятийĕсем хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен талăкра 16,9 килограм сĕт суса илеççĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 1,3 килограмм ытларах. "Сатурн", "Победа", "Яманчурино", "Комбайн", "Урожай", "Эмметево", "Рассвет", "Марс" хуçалăхсен кăтартăвĕсем районти вăтам кăтартуран та пысăк. "Сатурн" хуçалăха çитекенни çук-ха хальлĕхе: унта кашни ĕнерен куллен 23,5 килограмм сĕт суса илеççĕ.