Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç хăрать, алă тăвать

19 июля 2008 г.

"Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе районти хуçалăхсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Иртнĕ кунсенче кунти ĕне ферминче пысăк тухăçпа ĕçлеме май паракан "Елочка-28" йышши сăвакан зал хута кайрĕ. Йывăрлăхсенчен хăрамасăр иртнĕ çул хуçалăхри фермăра пысăк реконструкци ĕçĕсене пуçарса ячĕç. Кăçал вара Данире туса кăларнă маларах асăннă оборудовани комплектне вырнаçтарчĕç. Хуçалăх ертỹçи Николай Головин çак утăма тĕплĕн шухăшламасăр туман паллах. Ыттисен опычĕпе паллашас тĕллевпе малтан ют çĕршывра пулса курчĕ. Оборудование туянма, фермăна реконструкци тума укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ-çке. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама вĕсене "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пулăшрĕ. Фермăсене реконструкци тума, çĕнĕ оборудовани туянма ятарласа уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курма май пулни пикеннĕ ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлеме май пачĕ. Сăвакан зал хута кайни малашне ĕне сăвакан операторсен кулленхи ĕçне пысăк çăмăллăх кỹресси каламасăрах паллă. Сăвакан площадка çỹлерех вырнаçнине пула дояркăсем ĕнесен çиллисене пĕшкĕнсе те çумаççĕ. Çак мелпе усă курни ĕç тухăçлăхне ỹстерет. "Елочка-28" залра харăсах 28 ĕнене сума май пур. Çапла майпа 200 ĕнене 2 доярка та суса ĕлкĕрме пултарать. Сунă сĕт пăрăх тăрăх юнашар вырнаçнă уйрăм пỹлĕмри холодильника пырать. "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕнче сĕт туса илесси тупăшлă пулнине ăнланаççĕ. Икĕ çул каялла анчах кунта 70 сăвакан ĕне пулнă, халĕ _ 120 пуç. Малашне вĕсен хисепне тата та ỹстерес шутпа кăçалхи 6 уйăхра халăхран 58 пуç пăру туяннă. Выльăхсен хисепĕ йышланса пынине пула ĕнесен продуктивлăхĕ те ỹсет. Çак тапхăрта хуçалăхри ферма коллективĕ пĕр ĕнерен 3659 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 780 килограмм ытларах сĕт сунă. Çак кăтарту районти ытти хуçалăхсенчен пысăкрах. Çапла вара кунта пĕтĕмпе сĕт туса илесси икĕ хут ытларах пулнă. Çамрăк пăрусене çитĕнтерессипе те хуçалăхран вĕренмелĕх пур. Кунта вĕсем пĕр талăкра 714-шар грамран кая мар ỹт хушаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика