Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунă тỹпе айĕнчи тĕнче

16 июля 2008 г.

Вунă тỹпе айĕнчи тĕнче Пит çине, чỹрече витĕр, хĕвел пайăркисем килсе ỹкрĕç те куçа уçса ятăм. Çумра çăмламас, юр пек шап-шурă, шăрçа евĕр хуп-хура куçлă кушак çури мăрлатса, ачашланса выртать. Пахчара кайăксем хăйсен чĕвĕлти сассипе юрă шăрантараççĕ, урамра ача-пăча сасси илтĕнет, çырмара шăнкăртатса шыв юхать, хушăран ăшă çил вĕркелесе сăмсана кăтăкласа каять, лĕпĕшсем хăваламалла вылянă евĕр пĕр-пĕрин хыççăн пĕрре пĕр енне, тепре тепĕр енне вĕçсе иртеççĕ, вĕлле хурчĕсем пăшăлтатса пыл хатĕрлеççĕ... Тĕлĕнмелле! Мĕн тери хитре-ха эсĕ, Энтепе! Санăн илемỹпе киленетĕп, сан çине пăхсан чун савăнать. Эпĕ ытарма çук хитре ялта, Энтепере, çуралнă. Маншăн тăван ялăн кашни çынни, кашни вырăнĕ çывăх. Мĕнле пуçланса кайнă-ши Энтепе ялĕ? Çакăн пирки тĕрлĕрен калакансем пур. Пĕрисем _ çын ятĕнчен, теприсем _ хăш вырăнта вырнаçнине кура тесе шутлаççĕ. "Иккĕшĕнче те хăйĕн тĕрĕслĕхĕ пур", _ палăртать В.Д.Дмитриев хăйĕн "Наедине с собой" кĕнекинче. Энтепе ялĕ сăртсем айĕнче вырнаçнă, тимлĕрех шутласа пăхсан вĕсем пурĕ вуннă. Ĕлĕкхи çынсем сăртсене тỹпе тесе те каланă. Çавăнтан тухса кайнă та ĕнтĕ Вунтюбе е Ентепе ят. Н.И.Ашмарин тĕпчевçĕ палăртнă тăрăх Ентепе арçын ача ятне пĕлтерет. И.Я.Яковлев вĕрентекенĕ вара, Алексей Рекеев, пачах та ун пек шутламан. Вăл Энтепе ял ячĕ Ентепи ятлă хĕр арăм ятĕнчен пуçланса кайнă тесе шутланă. Энтепене пуçласа яракансем вара 3 çын пулнă: Клементий, Кушник тата Макар. Ĕлĕкех пирĕн ялта тĕлĕнмелле хитре кỹлĕ пулнă, тен, çавна пулах çынсем, ял урлă иртсе кайнă чухне, пурăнас ĕмĕтпе тăрсах юлнă. Халĕ те çав кỹлĕ çынсене хăй патнелле туртать. Паянхи кунччен "çĕнĕ кỹлле" тĕрлĕ ялсенчен шыва кĕме килеççĕ. Чăнах та, Энтепе питĕ хитре вырăнта вырнаçнă: сăртсем, кỹлĕ, вăрман, заповедник... Яла йĕри-тавра симĕс тĕнче хупăрласа илнĕ, çуртсем йывăçсен сулхăнĕнче лараççĕ. Энтепе ялĕ пысăках мар пулин те пĕлтĕр кунти çула асфальт сарса тикĕслерĕç. Пурте пур пирĕн: юратнă атте-анне, çуралса ỹснĕ тăван кĕтесĕм, савнă ялăм...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика