16 июля 2008 г.
Районта суд приставĕсен служби йĕркеленнĕренпе 10 çул ытла. Асăннă службăн тĕп ĕçĕ _ суд йышăнăвĕсене вăйпа пурнăçлаттарасси, судсенчи йĕркелĕхе тытса тăрасси тата ытти те. Çак çăмăл мар ĕçре вĕсене саккун çирĕп хỹтĕлет (федерацин "Суд приставĕсем çинчен" Саккун, 14-мĕш статья). Мĕн кĕрет-ха власть представителĕсене кỹрентерни шутне? РФ Уголовлă Кодексăн 319-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, власть представительне кỹрентернин шутне суд приставĕ хăйĕн должноçри тивĕçне пурнăçланă вăхăтра ăна парăмçă ыттисен умĕнче çын чысĕпе тивĕçлĕхне варалакан киревсĕр сăмахсем калани. Ун пек чухне айăплă çынна ĕç укçин чи пĕчĕк 50 виçинчен пуçласа 100 виçи таран штраф тỹлеттерме е 6 уйăхран пуçласа 1 çулталăк таран ĕçлесе юсанмалли вырăна яма пултараççĕ. Енчен те суд приставĕ-исполнитель должноçри тивĕçе пурнăçланă чух ăна вăйпа хăратса е хăратма хăтланса правăна хирĕçле ĕçсем тусан, çав ĕçсем сывлăхпа пурнăçшăн хăрушлăхпа çыхăнман пулсан, айăплине ĕç укçин 200 виçинчен пуçласа 500 виçи таран штраф тỹлеттерме е 3 уйăхран пуçласа 6 уйăх таран арестлеме ирĕк пур, е 5 çул таран ирĕк прависĕр хăвараççĕ. Маларах асăннă тĕслĕх пристав-исполнителĕн пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратрĕ пулсан, айăплине 5 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Тивĕçе пурнăçлас (кунта парăмçăн мĕнле пурлăх пуррине тĕрĕслесе шута илни тата ытти тĕслĕх кĕрет) тĕллевпе хăйĕн патне пынă суд приставне парăмçă килне е хваттерне кĕртменни те йĕркене пăсни. Çакăншăн РФ КоАП 17.8 статйи-пе килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ, айăплă çыннăн ĕç укçин 10 виçинчен пуçласа 15 виçи чухлĕ штраф тỹлеме тивет.