Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана шкула мĕнле хатĕрлемелле?

16 июля 2008 г.

Кун пирки çурла уйăхĕнче мар, халех шухăшламалла. Пĕрремĕш класа каякан ачашăн чи кирли _ шкула кайма физиологипе анатоми енчен хатĕрленсе çитни. Вăл чылай вăхăт пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама пултартăр, алă пỹрнисем ан ывăнччăр, ручкăпа йĕркеллĕ çырма пултартăр. Ачан алă пỹрнисен пĕчĕк мышцисем лайăх аталанччăр, ỹкерме те, çырма та, пластилинран кỹлепе ăсталама та пултартăр. Ача хăй умне лартнă тĕллеве ăнланни, хăй мĕн тунишĕн явап тытма хатĕр пулни питĕ кирлĕ. 6-7 çулсенчи ача хăйĕнчен мĕн ыйтнине ăнланать. Калăпăр, ача амăшĕ хушнă ĕçе ниепле те пурнăçласшăн мар пулсан шкулта та ĕлкĕрсе пыраймĕ, хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлмĕ. Кунсăр пуçне ачан шкула кайма кăмăлĕ пултăр. Вăл шкула кайма хăрани е çакă пачах интереслентерменни ăна вĕренме хавхалантармĕ. Кунсăр пуçне ачан пĕрремĕш хут шкула кайнă чухне тавралăх, тĕнче çинчен нумай япалана пĕлмелле, ăнланмалла. Пĕрремĕш хут шкула каякан ачан тăраниччен выляма вăхăчĕ те юлмасть, унăн вĕренмелле, выляса вăхăта усăсăр сая ямалла мар тесе шутлатпăр. Анчах та пĕрремĕш класс ачине вăйă-кулă кирлех . Ачана шкулпа ан хăратăр. Ăна авăн уйăхĕ çитичченех, çуллах, "шкулла" выляма вĕрентсен лайăхрах. Унăн юратнă теттисем _ жираф, упăте, клоун _ вĕренекенсем пулччăр. Малтан ашшĕ-амăшĕн ачине тата унăн теттисене юмах вуласа памалла, унтан ача жираф, клоун юмаха мĕнле ас туса юлнине тĕрĕслетĕр. Амăшĕ жираф вырăнне юмах каласа пама пултарать. Пĕчĕк ача вара "жирафа" тỹрлеттĕр. Çак вăхăтра ачана шкулти йĕркесене те хăнăхтарăр. Учитель хушмасăр вырăнтан тăма юрамасть, хурава кăшкăрса каламалла мар, класа шăнкăравпа кĕмелле е тухмалла. Ача хăй теттисене çак йĕркесене ăнлантартăр. Пĕрремĕш класс ачи хуравшăн вĕренỹ палли лартнине хăнăхман, çакă ăна хумхантарать. Паллă психологсен шухăшĕпе ачана хăйĕн ĕçне хаклама вĕрентмелле. Калăпăр, вăл хăйĕн ĕçне мĕнле пурнăçланине хакласа хăй вĕренỹ палли ларттăр. Цифра вырăнне хĕрес тейĕпĕр. Ĕçе лайăх пурнăçланине кура хĕресне нумай лартма пулать. Ача пĕр-пĕр ĕçе тăваймасан ăна мĕнле лайăхрах пурнăçламаллине кăтартăр. Вăл шăлне мĕнле тасатнине, асламăшĕпе мĕнле тытнине, садри чечексене мĕнле шăварнине хăйне хăй хак патăр. Эсир ăна çак ĕçре пулăшăр. Ачана вăхăта перекетлеме, ĕçе вăхăтра тума, кун йĕркине планлама хăнăхтармалла. Ăна çуллах иртерех тăма, шкулпа çыхăннă пурнăç йĕркине хăнăхтарăр. Ачана вулама, çырма, шутлама, ỹкерме вĕрентмелли вăхăта шкулти режимпа çыхăнтарăр. Ку енĕпе питех тăрăшмасан та юрать, шкул программи çулсерен çĕнелсе, улшăнсах тăрать. Шкулта тĕрĕсрех, пĕлсе вĕрентĕç. Ача хутлас-пайлас таблицăна пăхмасăр, диктант çырма пĕлсен ăна шкулта вĕренме кичем пулĕ. Ачан ас туса юлассине, тим-лĕхне, пĕлес килнине аталантарни лайăхрах. Юлашкинчен çакна палăртас килет. Хăвăр та шкулти çĕнĕлĕхрен ан хăрăр. Пĕчĕк ачасем веçех ăнланмасан та пурне те туяççĕ. Амăшĕ Пĕлỹ кунне кĕтет пулсан ун кăмăлĕ ачана та куçать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика