Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ял çĕнелĕвне эпир те хутшăнатпăр"

16 июля 2008 г.

Çакăн çинчен çирĕппĕнех пĕлтерет "Россельхозбанкăн" Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи Т.Г.ВОЛКОВ Ку уйрăм уçăлнăранпа çулталăк та çитмен-ха. Апла пулин те ун çинчен кĕске вăхăтрах пĕтĕм район пĕлекен пулчĕ. _ Мĕнле майпа? _ ыйту памасăр чăтаймарăмăр эпир Тимур Геннадьевича. _ Мĕншĕн тесен Елчĕк тăрăхĕнчи чылай предприятипе уйрăм çынсем ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕпе унчченех самай усă курнă. Анчах ун чухне Комсомольскине е Патăрьелне çỹреме тивнĕрен çул çинче нумай вăхăт ирттермелле пулнă. Халĕ, хăвăрах пĕлетĕр, вăхăт питех те хаклă. Пасар экономики кашни сехетпе минут таранах туллин ĕç тума, урăхла каласан, тупăш илме хистет. Акă мĕншĕн унччен укçа-тенкĕ кивçен илес, управа хурас е ытти пулăшу илес текенсем Банк уйрăмĕ кунта уçăлнипе кăмăллă пулнине савăнса пĕлтереççĕ. _ Камсем ытларах çыхăну тытаççĕ сирĕнпе? _ Пĕтĕмлетсе каласан _ пурте, предприятисемпе организацисем те, уйрăм предпринимательсемпе килти хуçалăх тытса пыракансем те. Вĕсене, тĕпрен илсен, пирĕн тĕрлĕ енлĕ пулăшу, ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерни килĕшет. Акă, "Эмметево" юлташлăх унчченех пирĕн урлă (эпĕ Комсомольскинчи уйрăмра ĕçленĕ чухнех) хуçалăха аталантарма миллионĕ-миллионĕпе кивçен илнĕ. Унпа усă курса чылай техника туяннă. Халĕ вара пиртен илнĕ кивçенпе сысна ĕрчетекен комплекса тĕпрен çĕнетет. "Победа" тата К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсемпе, "Урожай" тата "Клевер" юлташлăхсемпе, Цветковпа Гладков тытса пыракан фермер хуçалăхĕсемпе те хутшăнусем лайăх. Çывăх вăхăтра пирĕн пулăшупа усă курса А.Петров фермер çĕнĕ техника туянма хатĕрленет. Банкран кивçен илнĕ укçапа пĕри хальхи техника, тепри _ ăратлă выльăх, виççĕмĕшсем _ удобрени е наркăмăш-им-çам, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннине, ака-суха тунине, халиччен сухаланман çĕрсене ĕçе кĕртнине шутлатпăр та эпир те яла çĕнетес ĕçе тỹрремĕнех хутшăннине туйса чун-чĕререн савăнатпăр. Çапла вара районта "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ăнăçлăн пурнăçланнинче пирĕн тỹпе те пур. _ Çав программăпа килĕшỹллĕн, уйрăм хуçалăхсем те патшалăх енчен банксем урлă паракан пĕчĕк процентлă кивçене кăмăллаççĕ. Кун пек чухне сирĕнпе çыхăнса ĕçлекенсем пур-и? _ Тỹрех калатăп, вĕсенчен ытларахăшĕ шăпах пирĕнпе алла-аллăн ĕçлеме тăрăшать. Кăçалхи çур çулта кăна килти хуçалăха аталантарма 21 миллион тенкĕ ытла кивçен пани çакна çирĕплетет те ĕнтĕ. _ Паян ял çынни те аванах ĕçлесе илет. Чылай услам-çăн та укçи-тенки перекетленсе юлать... _ Вĕсенчен ытларахăшĕ укçине пирĕн пата упрама хурать. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх банкĕ хушса тỹлекен процентсем палăрмаллах пысăк. Пенсионерсемшĕн уйрăмах меллĕ условисем туса панă. Вĕсене, укçи-тенкине мĕн чухлĕ вăхăта хывнине кура, çулталăкне 11 процент ытлашшипех хушса тỹлетпĕр. Кĕçех, çак уйăхăн 14-мĕшĕнчен пуçласа, "АгроХИТ" текен вклад хута каять. Çак счета 8000 тенкĕрен ытларах хывакана управа панă суммăн 11,3 проценчĕ чухлĕ хушса паратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика