Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕнче савăннă

16 июля 2008 г.

Петрпа Павел çветтуйсен кунĕнче (утă уйăхĕн 12-мĕшĕ) Кармалпа Элпуç ялĕсенче çулсеренех ял уявĕ иртет. Çак кун хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетесси, ĕçре палăрнисене чысласси йăлара. Çветтуйсен кунне халалланă куна икĕ ял халăхĕ кăçал та чаплăн паллă тунă. Уява пуçтарăннисене чи малтанах Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, "Эмметево" ООО ертỹçи Ю.Лапшин саламланă. Уяв программи анлă пулнăран ял çыннисем те, хăнасем те кăмăллă юлнă. Кăçал программăна халăх вăййисене кĕртни вĕсене тĕрлĕ ăмăрту-тупăшура вăй виçме май панă. Элпуçпа Кармалти çамрăксене мĕн ачаранах ирĕклĕ майпа кĕрешме хăнăхтарса ỹстереççĕ. Çавна май çак спорт тĕсне уяв программине çулсеренех кĕртеççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Чăваш Республикинче, Раççейре пĕрре анчах мар чемпион, призер ятсене çĕнсе илнĕ Лапшинсем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче. Элпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ чăваш эстрада çăлтăрĕ С.Павлов тата ытти артистсем уяв халăхне мĕн çĕрлеччен савăнма май панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика