Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренмелли нумай

16 июля 2008 г.

Иртнĕ эрне кун Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" агрофирма" ООО никĕсĕ çинче семинар _ "Уй кунĕ" иртнĕ. Унăн ĕçне районсенчи ял хуçалăх управленийĕсен тĕп агрономĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăннă. Семинар ĕçне "АСК" ООО директорсен совечĕн председателĕ А.Капитонов, Комсомольски район пуçлăхĕ Г.Волков йĕркелесе ертсе пынă. Тепĕр кунхинех кунта Раççей шайĕнчи çакнашкал семинар иртнĕ. "Слава картофелю" агрофирма Голланди технологийĕпе усă курса çĕр улми туса илессипе тимлет. Çак çулсенче республикăра анчах мар, Раççей шайĕнче те ăна лайăх пĕлекен пулса çитнĕ. Кăçал агрофирма 480 гектар çинче пурĕ 25 тĕрлĕ сортлă çĕр улми çитĕнтерет. Хальхинче чи лайăх сортлă вăрлăхпа анчах усă курнă. Чăннипех, вĕсенчен вĕренмелли нумай. Кашни гектартан 350-400 центнертан кая мар çĕр улми туса илекен "Слава картофелю" агрофирмăра пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлессине, удобренисемпе усă курассине, наукăпа техника аталанăвĕн хальхи вăхăтри çитĕнĕвĕсене тĕп вырăна хурса ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. "Уй кунне" хутшăннисем çĕр улми туса илессинче усă куракан ял хуçалăх техникипе, производствăри ытти технологи оборудованийĕсемпе тĕплĕн паллашнă. Кунти хăватлă, энерги ресурсĕсене перекетлекен тракторсене пурне те АПШри "Джон Дир" фирмăра туса кăларнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика