16 июля 2008 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче фермăсене хĕл тапхăрне хатĕрлеççĕ: витесене юсаççĕ, траншейăсене пахалăхлă апатпа тултараççĕ. Ĕçе ырана хăварма хăнăхман кунта. Мĕн тума палăртнине яланах вăхăтлă пурнăçласа пыма ĕлкĕрни вара тỹрремĕнех ĕç кăтартăвĕсем çинче палăрать... _ Кĕтсе ларма вăхăт çук. Мĕншĕн тесен кĕçех вырмана тухмалла. Унччен фермăсенчи юсав ĕçĕсене, выльăх апачĕ хатĕрлессине вĕçлемелле, _ тет ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Гурий Федоров. Бригадăсенчи ферма ĕçченĕсем хăйсен умне çирĕп тĕллев илнĕ: Питтĕпелсем çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ, Кивĕ Эйпеçсем утă уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне фермăсене хĕле хатĕрлессине вĕçлемелле. Кавал ферминче вара юсав ĕçĕсем ытларах вăхăта тăсăлма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен кунта сăвакан ĕнесен витине тĕплĕн реконструкци тума пикеннĕ, ку чухнехи апат сĕтелĕ вырнаçтарма палăртаççĕ. Пĕрремĕш, иккĕмĕш комплекслă бригадăсенче те выльăх-чĕрлĕх пăхакансем фермăсене хăйсен вăйĕпе юсаççĕ. Кивĕ Эйпеçсем витесене дезинфекци тăвассине вĕçленĕ, хальхи вăхăтра вĕсене шуратаççĕ. Ĕç материалĕ _ известь хаклă пулнине кура ăна пурăпа хутăштарса шуратаççĕ. Ĕçе йỹнĕрех пурнăçлама май пулнипе пĕрлех унăн пахалăхĕ те пысăк. Питтĕпелсем çак вăхăтчен 2200 тонна сенаж, 63 тонна утă хывса хăварма ĕлкĕрнĕ. Кивĕ Эйпеçĕнче сысна амисем валли утă хатĕрлесси йăлана кĕнĕ. Пĕрремĕш бригадăри ферма хĕрĕсене хăйсен кулленхи кăтартăвĕсем шанса панă ĕç вырăнĕсенче хавхалануллă кăмăл-туйăмпа ĕçлеме хистеççĕ. 6 уйăхра кунти мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 800 грамм ỹт хушнă пулсан, çĕртме уйăхĕнчи çак кăтарту 1050 грампа танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕ черетлĕ хĕл тапхăрĕнче те выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри продукци туса илесси паянах паллă. Мĕншĕн тесен нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен кĕске вăхăтра кирлĕ таран сенаж хывса хăварнă. Хирпе иртнĕ май выльăх апачлĕх уйăрнă ытти лаптăксенчи курăксем те мĕн тери хỹхĕм çитĕннине курса ĕнентĕмĕр. Нимĕç пăрçипе хутăш çитĕнекен урпа, пăрçа лаптăкĕ хуçалăхра 250 гектар йышăнать. Вăл пысăк тухăç пама шантарать. Ĕнер кунта пĕр çул ỹсекен курăксене çулма пикеннĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче хальхи вăхăтри ура айĕнчи йỹнĕ апатпа усă курса сăвакан ĕнесенчен чи нумай продукци туса илеççĕ _ куллен кашни ĕнерен 24 килограмм сĕт сăваççĕ. Кашни кунхи ĕçе йĕркеленĕ чухне, паллах, вĕсенче чи малтан рациона кирлĕ пек пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.