Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсрăн _ штраф тỹле

16 июля 2008 г.

Саккуна пăсрăн _ штраф тỹле Тунти кун район администрацийĕнче район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулнă. Унта иртнĕ эрнери ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Çут çанталăка сыхлас, территорие тирпей-илем кĕртес ыйтăва канашлусенче, ертỹçĕсем халăхпа тĕл пулнă чухне час-часах хускатаççĕ, ку енĕпе рейдсем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть рейд членĕсем Тăрăм ял тăрăхĕнчи ялсенче пулнă, çут çанталăка сыхлассине, санитари законодательствине мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Саккуна пăсакансем пирки актсем çырнă, сăн ỹкерчĕксем тунă. Канашлура вĕсен слайчĕсене кăтартрĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-экологĕ П.Тремасов Тăрăм ял тăрăхĕнче çут çанталăка сыхлас енĕпе Саккуна пăснă тĕслĕхсем çинчен каласа пачĕ. Ял варринче килте е магазинсенче пухăнакан япаласене çунтарма юрамасть. Апла пулин те ял тăрăхĕнчи "Мечта", "Анюта", "Родничок" тата ытти магазинсенчи пухăнакан ăпăр-тапăра свалкăна леçсе тăкакланмаççĕ, магазинсемпе юнашар вырнаçтарнă пичкесенче çунтараççĕ. Ăпăр-тапăр хушшинче ахаль хут кăна мар, хими промышленноçĕ туса кăларнă савăт-сапа, ытти хатĕрсем те чылай. Çуллахи шăрăх çанталăкра шăршă таврана сарăлни, çут çанталăка сиенлени магазинсен хуçисене шухăшлаттармасть пулас. Хĕрлĕçырта культура çурчĕн хыçĕнче те чĕркуççирен çỹлерех курăк, пиçен ỹсет, кунтах кирпĕчрен купаланă хуралтă стенисем, тайăлса кайнă туалет, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем çакмалли пушă щит яла сăнсăрлатаççĕ (çỹлти ỹкерчĕкре). В.Александров çурчĕ умĕнче тахçанах юрăхсăра тухнă автомашина ларать. Анатри Тимешри В.Л.Захарован шутланакан çурт вырăнĕ те тавралăха сăнсăрлатать (аялти сăн ỹкерчĕкре). Сăмах май каласан хăй пурăнакан çуртпа юнашарти вырăна вара свалкăна çавăрнă. Канашлура кăтартнă слайдсенче Тăрăм ял тăрăхĕнчи ялсенче çут çанталăка сыхлас тата санитари законодательствине пăснă ытти тĕслĕхсене те курма пулчĕ. П.Тремасов каланă тăрăх кашни тĕлĕшпе акт çырнă, айăплисене штрафсем кĕтеççĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина выльăх апачĕ хатĕрлес тата вырмана хутшăнакан техникăна юсас ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Кунсерен çумăр çуса тăнине пăхмасăр районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пырать. Тунти кун тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 6204 гектар çулнă. 2787 тонна утă (кирлин 35 проценчĕ), 13203 тонна сенаж (52 процент), 2007 тонна силос (11 процент) хатĕрленĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче пĕр çул ỹсекен курăкран сенаж хывма тухнă. Пĕр вăхăтрах хура пусăсем çинче кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлес, комбайнсене юсас ĕçсем пыраççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан И.Бобров криминаллă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика