Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак тỹми _ уяв пали

12 июля 2008 г.

 Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа районти культурăпа кану центрĕнче "Дружной семьей и в пиру, и в миру" савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсенчен килнĕ тĕрлĕ стажлă çемьесем хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ çулсенче шăпах çак кунсенче пĕр чăмăра пĕрлешнĕ. Савăнăçлă уява райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Сцена çине чи малтанах çамрăк мăшăрсене чĕнчĕç. Чăваш Тăрăмĕнчи Красновсем çемье çавăрни çулталăк çеç-ха. Кỹлпуçри Дудкинсен икĕ çул, Таяпа Энтринчи Ильинсен виçĕ çул, Вăрăмхăвари Казначеевсен тăватă çул. Вĕсем хăйсен туслă та килĕшỹллĕ çемйисемпе паллаштарнă май тĕрлĕ лару-тăруран епле тухни çинчен каласа пачĕç, пĕр-пĕрне юратни, ăнланни, пулăшни кирек мĕнле йывăрлăхра çĕнтерме пултарнине палăртрĕç. Аслă Елчĕкри Филимоновсем шăпах çак кун хурçă, Курнавăшри Смирновсем хрусталь туйĕсене паллă тăваççĕ. Мăшăрсем çемье ăшши хăйсенчен çеç килнине пĕлтереççĕ. Феврония Филимонова вара, çак куна сăваплă Петр тата Феврония Муромскисене халалланă май, çумĕнче яланах хăй ятлă икон чиксе çỹренине, вăл шăпах çемьене тăнăç пурнăçпа пурăнма пулăшса пынине пĕлтерчĕ. Уява Елчĕкри Алексеевсене, Аслă Пăла Тимешри Ивановсене те чĕннĕ. Вĕсен çемье стажĕсем сумлă _ Алексеевсем 25 çул, Ивановсем 30 çул алла-аллăн тытăнса пурăнаççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьесенче ачасем, мăнуксем çитĕнеççĕ. Елчĕкре пурăнакан Елена Вениаминовнăпа Николай Васильевич Алексеевсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Кукаçи-кукамай ята та илтнĕ вĕсем. Николай Васильевич "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ, унăн мăшăрĕ, Елена Вениаминовна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Шăпах çак кун Елчĕкри Александровсем те туй кĕрекине ларнă иккен. Антонина Анатольевнăпа Игорь Аркадьевич икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ çемьеллĕ ĕнтĕ. Килĕштерсе те тату пурăнаççĕ кĕмĕл туй кĕрлеттерекенсем. Хисеплĕ çемьесене паллă кун ячĕпе район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, райадминистрацин ĕçĕсен управленийĕн ертỹçи, "Единая Россия" политканашăн Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи Е.Михайлова, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина, ЗАГС пайĕн ертỹçи В.Спиридонова, ял тăрăхĕсен представителĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, тус-юлташĕсем саламларĕç. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн символĕ _ салтак тỹми. Кашни çемьене çак чечек çыххи парнелерĕç. Хисеплĕ мăшăрсем çемье уявне паллă тума кăмăллăн саланчĕç. Районти культурăпа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика