Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канупа кулăш _ ĕçре пулăш

12 июля 2008 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулталăк ĕçĕсене пĕтĕмлетме районти культура ĕçченĕсем олимпиадăна пуçтарăнчĕç. Кашни çулах ăна уçă сывлăшра, районти тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче ирттеретпĕр. Кăçал вара Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче киленчĕç культработниксем. Ахаль мар пухăннă кунта вĕсем. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Çирĕклĕ Шăхалĕнчи информаципе культура центрĕ "Районти чи лайăх культура учрежденийĕ" ята çĕнсе илнĕ. Директорĕ _ Ольга Муравьева. Вăл чылай çул ĕнтĕ культура çуртне ертсе пырать. Кунта ял халăхĕн канăвне хаваслă та интереслĕ ирттерессишĕн нумай вăй хураççĕ. Тăтăшах мероприятисем иртеççĕ, культработниксем яланах ял халăхĕ хушшинче. Олимпиада Тĕмер ялĕн пĕчĕк вăрман уçланкинче уçăлчĕ. Тĕрлĕ ялтан килнĕ ĕçтешĕсене Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи культура вучахне сỹнме парас мар тесе тăрăшакансем юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Олимпиадăна яланхилле районти культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова уçрĕ. Вăл ĕçре пысăк ỹсĕмсем тума ăнтăлакансене аса илчĕ, кăçал тата та ытларах, вăйлăрах, лайăхрах ĕçлеме сĕнсе хăварчĕ. Райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова культура ĕçченĕсене Хисеп грамотисем, ук-çан премисем парса хавхалантарчĕ. Ун хыççăн пурте уяв кĕрекине ларчĕç. Асăннă ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем питĕ тутлă та сĕтеклĕ пĕçернĕ чашламапа тата пулă шỹрпипе сăйларĕç. Каннă вăхăтра тĕрлĕрен интереслĕ вăйăсем выляса, юрăсем юрласа савăнчĕç олимпиадăна хутшăннисем. Кану кунне пĕтĕмлетсе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин сăмах илчĕ. Вăл кану кунĕнче чи пултаруллă юрă-ташă ăстисене, спорта юратакансене грамотăсем парса чыс турĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин вара культура учрежденийĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăма пултарнăшăн райадминистрацин Тав çырăвне тивĕçрĕ. Тăрăшса ĕçлеме кăна мар, илемлĕ те хаваслă канма та вăхăт тупаççĕ культура ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика