Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушă вăхăт ахаль ан ирттĕр

12 июля 2008 г.

Районти культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем çулталăк пуçламăшĕнчех çанă тавăрса вăй хума тытăнчĕç. Раççей, республика, район шайĕнче иртекен фестивальсемпе смотр-конкурссене хутшăнса хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартрĕç вĕсем. Кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ, республикăра Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине кура чылай мероприятие асăннă темăсене халалларăмăр. Район шайĕнче иртекен мероприятисен хĕрỹ вăхăчĕ художество пултарулăх коллективĕсен "Истоки вдохновения" творчество отчетĕнчен пуçланчĕ. Культработниксем тĕрлĕ çĕрте вăй хуракан юрă-ташă ăстисене хутшăнтарса ял çыннисем валли концертсем хатĕрлерĕç. Жюри членĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕсенчи культура ăстисем чи пултаруллисем пулнине палăртрĕç. Театр коллективĕсем те ял халăхне спектакльсем курма йыхравларĕç. "Театр тĕнчинче" смотр-конкурс кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕ. Чи пултаруллисем Елчĕкри сцена çине тухрĕç. Культура ĕçченĕсем шкул ачисене те явăçтарчĕç. Çавăн пекех кашни çулах Елчĕкри культурăпа кану центрĕн сцени çинче районти эстрада юрăçисен "Яльчикский звездопад" фестивалĕ иртет. Çамрăк артистсем хăйсен кĕмĕл сассипе ял халăхне илемлĕ юрăсен ытамĕнче килентерчĕç. Хăшĕ-пĕрин пирки куракансем "чăн-чăн эстрада çăлтăрĕ" текен шухăша пĕр иккĕленмесĕр çирĕплетрĕç. Кỹлпуçри Маргарита Ляленко, Вăрăмхăвари Надежда Казначеева, Ĕнелĕнчи Наташа Васильева, Кивĕ Эйпеçĕнчи Аня Васильева, Курнавăшри Ксения Смирновăпа Рина Светопольская, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ольгăпа Сергей Красновсем районти сцена çине тăтăшах тухаççĕ, куракансене хăйсен илемлĕ сассисемпе тыткăнлаççĕ. Вĕсем районти конкурссенче çеç мар, ун тулашĕнче те палăраççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, районти ача-пăча эстрада юрăçисен "Звездная фиеста" фестивалĕ те Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун иртрĕ. 5-8, 9-11, 12-14 çулсенчи ачасем шăрантарнă юрăсем Елчĕк çийĕн юхрĕç те юхрĕç. Агиткультбригадăсем хушшинче ирттерекен конкурса та манăçа кăлармастпăр. Культработниксем кăçалхи конкурса "Спешите делать добро" ят пачĕç. Унта тĕрлĕ темăна хускатрĕç. Лаш Таяпари "Çăлкуç", Елчĕкри "Çилçунат", Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Шуçăм", Аслă Пăла Тимешри "Çĕнтерỹшĕн" агитбригадăсен концерчĕсене куракансем çỹллĕ шайра пулнине палăртрĕç. Елчĕкри ача-пăчасен "Жемчужина" агитбригади республикăри конкурса хутшăнчĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш çур çул сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Район халăхĕн канăвне усăллă йĕркелемелли малашнехи мероприятисен планĕсем тата та пысăк. Интереслĕ фестивальсемпе смотр-конкурссем, концертсемпе тематика каçĕсем йĕркелесе халăха савăнтарас тетпĕр. Килĕр культурăпа кану центрне, кулăр, савăнăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика