Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăхсăр малашлăх çук

12 июля 2008 г.

Пирĕн чăваш халăхĕ хăйĕн ĕмĕрхи культурине упраса, аталантарса пыма пултарнăран эпир мухтанма та тивĕç. Ĕлĕкхи тĕрĕ-çĕвĕре чăвашăн пархатарлă илемлĕх туйăмĕ, ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕ, ăрасна тĕнче курăмĕ тата этемпе çут çанталăк çураçулăхĕ сăнарланнă. Йĕркеллĕ те типтерлĕ чăвашсем паян та ваттисен ăс мулне, пехилне, йăли-йĕркине хисепе хураççĕ, тытса пыма тăрăшаççĕ. Авалхи культура палăкĕсем куçĕсене илĕртекен, чуна тыткăнлакан илемне курса киленекен çынсем пирĕн хушăра сахал мар. Мĕнех, çăпата çыхаканăн алли мĕнле выляса ĕлкĕрнине курса тĕлĕнме май çук пулин те, пăхса тăранмалла мар хитре те илĕртỹллĕ тĕрĕ тĕрлекенсем кашни ялтах вуншар. Йывăç касса, тĕрлĕ эрешсем туса ăсталанă савăт-сапа, кỹлепесем тума пĕлекенсем те темĕн чухлех. Авалхи ал ĕçне малалла аталантарса пыма пултаракансене Турă сывлăх патăрах. _ Тĕрĕ тĕрлесе куçа пĕтерсе ларма нуши те çук, халĕ лавккарах тем те туянма пулать, _ çакăн пек калаçăва та илтме тỹр килнĕччĕ. Никама та ирĕксĕрлесе ĕçлеттермеççĕ-çке. Тĕрĕ ĕçне юратакан çынна нимĕн те кансĕрлеймест, вăл çак ĕçре канлĕх тупать, хăйĕн чун апачĕпе тăранать, унăн пĕр-пĕр хитре тĕрĕленĕ тĕрре пăхса вăй-хал хушăнать, хавхалану çуралать. Çакна Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн курав залĕнче йĕркеленĕ "Çемье мастерскойĕ" выставкăпа паллашнă хыççăн çирĕплетсех калама пулать. "Çемье мастерскойĕ" курав, Ырă ĕçсен çулталăкне халалланăскер, пысăк активлăхпа иртрĕ. Унта 14 çемье хăйсен ĕçĕсене тăратрĕç. Уйрăмах Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсене палăртас килет. Ку тăрăхри кашни ялтан пĕрер çемьен пултарулăхĕпе паллаштарма мехел çитерчĕç вĕсем. Акă, Кĕçĕн Таяпари Агеевсен çемйи тĕрĕ ĕçне питĕ хисеплет, бисертан сувенирсем хатĕрлес тĕлĕшпе те правур. Таяпа Энтринчи Ванюшинсен çемйи те алă ĕçĕнче маçтăрлăхпа палăрать. Тăрăм ял тăрăхĕнчи ялсенче те ĕçчен çынсем йышлă. Тип Тимешри Карповсемпе Алексеевсен тата Смирновсен çемье членĕсем тĕрленĕ ỹкерчĕкĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Тăрăмри Афанасьевсен çемйинче те илемлĕ тĕрĕсем тĕрлеме пĕлеççĕ. Анат Тимешри Козловсен çемйи вара тĕрлĕрен сувенир, парне хатĕрлеме ỹркенмест. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Муравьевсен çемйи хăйне евĕрлĕ тĕрĕсем тĕрлесе тĕлĕнтерет. Çинçерех тĕрлĕ-тĕрлĕ лентăпа усă курса мĕнле илемлĕ чечек çыххисене пир çине куçарма амăшĕ _ Ольга Петровна хĕрне Алинăна вĕрентнĕ, рамăсене ашшĕ Олег Алексеевич ăсталать. Хăвăлçырмари Волковсем, Кỹлпуçĕнчи Савиновсем алă ĕçне ăста. Вăрăмхăвари Тяплашкинсен çемйи йывăçпа ĕçлеме кăмăллать иккен. Шуршури Павловсен тĕррисене курсан та чун савăнать. Курнавăшри Смирновсем вара пĕр выставкăна та хутшăнмасăр юлмаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ, хĕрĕсем _ ỹркенмен ăста пулнине лайăх пĕлеççĕ курăнать. Аслă Елчĕкри Адюковсем ялта алă ĕçне ăста пулнипе палăрса тăраççĕ. Çапла, кураври экспонатсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн жюри пĕрремĕш вырăна Шуршури Павловсен, иккĕмĕш вырăна Тип Тимешри Смирновсен, виç-çĕмĕш вырăна Кỹлпуçĕнчи Савиновсен çемйисем йышăннине палăртрĕ. Музейçĕсем курава йĕркелеме пулăшнă культура ĕçченĕсене тав тăваççĕ. Уйрăмах Шуршури А.Павлова, Тип Тимешри Н.Егорова, Вăрăмхăвари Л.Казначеева, Таяпа Энтринчи И.Ванюшина, Кỹлпуçĕнчи И.Ляленко курава йĕркелес ĕçре пысăк хастарлăхпа тăрăшнăшăн эпир питĕ хавас.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика