12 июля 2008 г.
Шăп 90 çул каялла, 1918 çулхи утă уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче çĕрле, Раççейре нимĕнле саккуна пăхăнмасăр иккĕмĕш Николай патшана тата унăн çемйине тискеррĕн вĕлернĕ. Большевиксен влаçĕ хушнипе патшапа унăн çемйи членĕсен пурнăçне татнă. Çак çынсен пĕтĕм айăпĕ вĕсем патша династийĕнчен тухнинче пулнă. Император çемйи пĕр шикленмесĕр вилĕме кĕтсе илнĕ. Вуншар çул иртсен те патшапа унăн çемйине вĕлернĕшĕн пирĕн çĕршывра ỹкĕнмен. Çак çылăх халăх чунĕнчен халĕ те тухман. Юлашки вăхăтра çĕршывра Турра ĕненекенсем йывăр çылăха каçарттарас тĕллевпе хĕрессем тата иконсем йăтса ỹкĕнсе утассине йĕркелеççĕ. Унта православи тĕнне ĕненекенсем, тỹрĕ кăмăллă çынсем хутшăнаççĕ. Шупашкар тата Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава пил панипе хĕрессем тата иконсем йăтса ỹкĕнсе утассине Елчĕк районĕнче ирттереççĕ. Вăл утă уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче пулать. Хĕрес йăтса ỹкĕнсе утакансем виçĕ кунра районти ялсем витĕр тухаççĕ. Хĕрессем йăтса утасси Тĕмер чиркĕвĕнчен пуçланать. Çакă ахальтен мар. Ялти пĕрремĕш чиркỹ 18-мĕш ĕмĕр варринче ĕçлеме пуçланă. Хальхи чиркỹ 1876 çултанпа Турра ĕненекенсене йышăнать. 20-мĕш ĕмĕрте темле хĕсĕрлесен те прихут çыннисем ăна сыхласа хăварнă. Паянхи кунччен те чиркỹ алăкĕсем Турра ĕненекенсемшĕн уçă. Хĕрессем йăтса утасси утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тĕмер тата Хăвăлçырма чиркĕвĕсенче ирхи кĕлĕ ирттернинчен пуçланать. Унтан ỹкĕнекенсем çула тухаççĕ. Икĕ чиркỹрен тухнă çынсем Çирĕклĕ Шăхалĕнче тĕл пулаççĕ. Малалла вĕсем Элпуç, Вырăскасси ялĕсем витĕр тухаççĕ. Çак ушкăн çумне Курнавăш чиркĕвĕнчи кĕлĕрен тухакансем хутшăнаççĕ. Пĕрлешнĕ ушкăн Турхан ялĕнче пулас чиркỹ-часавай никĕсĕн пĕрремĕш чулне хурать те Аслă Шăхаль, Çĕнĕ Пăва ялĕсем витĕр утса Аслă Пăла Тимешне çитет. Кунта Энтепе, Кушкă ялĕсенчен тухнă ỹкĕнсе утакансем те çитеççĕ. Хĕрессемпе иконсем йăтса ỹкĕнсе утассин пĕрремĕш кунĕ Аслă Пăла Тимеш чиркĕвĕнчи каçхи кĕлĕпе вĕçленет. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешре ирхи кĕлĕ ирттернĕ хыççăн Турра ĕненекенсем Исемпел, Кавал ялĕсем витĕр утса тухаççĕ. Кунта вĕсен çумне Лаш Таяпа, Çĕнĕ Эйпеç çыннисем хутшăнаççĕ. Малалла Питтĕпел, Патреккел, Аслă Елчĕк ялĕсем витĕр утса тухса каçхине Елчĕк чиркĕвне çитеççĕ. Ỹкĕнсе утакансем кунта çĕр каçаççĕ. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче ирхи апат тата кĕлĕ хыççăн хĕрессем йăтса утакансем Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа ялĕсем витĕр тухса Тĕмер чиркĕвне каялла çаврăнса çитеççĕ. Каннă хыççăн Тĕмер чиркĕвĕнче ỹкĕнỹ кĕлли иртет. Вăл ирчченех пырать.