Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Людмила Смирнова, Çĕнĕ Шупашкарти "Восток" ООО директорĕ: "Уй-хирте çум курăк ан пултăр, ỹсен-тăрана чир

12 июля 2008 г.

Людмила Смирнова, Çĕнĕ Шупашкарти Çĕнĕ Шупашкарти "Восток" ООО ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсене тĕрлĕрен им-çамсемпе тивĕçтерет. Вăл _ Хусанти "Байер" компанин дилерĕ. Ỹсен-тăран лаптăкĕсенчи çум курăка тата тĕрлĕ чир-чĕре пĕтерме пулăшакан препаратсем туса кăларассипе ĕçлекен "Байер" ЗАО Урал-Атăл регионĕнче пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Унăн Чăваш Енри организацийĕ, Л.Смирнова ертсе пыракан "Восток" ООО та хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырать. Çак çулсем тăршшĕпех республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе, фермер (хресчен) хуçалăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕсен шанăçне тỹрре кăларать. "Байер" фирма туса кăларакан çĕнĕ йышши препаратсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес, вĕсемпе усă курни ял хуçалăх культурисен аталанăвĕ, юлашкинчен, тухăçлăх çине мĕнле витĕм кỹме пултарнипе паллашас тĕллевпе иртнĕ кунсенче "Восток" ООО пирĕн районта семинар-канашлу йĕркелесе ирттерчĕ. Унăн ĕçне Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи "Байер" фирмăн препарачĕсемпе тухăçлă усă куракан ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе агрономĕсем, ял хуçалăх управленийĕсен ертỹçисемпе тĕп агрономĕсем хутшăнчĕç. Семинар-канашлăва "Восток" ООО ертỹçи Л.Смирнова ертсе пычĕ. "Байер" ЗАО представителĕ Р.Ахметов ỹсен-тăран лаптăкĕсенчи çум курăка тата тĕрлĕ чир-чĕре пĕтерме пулăшакан препаратсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем темĕн тĕрли те пур: конфидор, децис, фуроре, фалькон, секатор, пума, престиж, зенкор, агритокс, сектин, инфинито... Семинар-канашлăва хутшăннисем çак препаратсене лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен çĕр ĕç культурисене туса илессинче вĕсемпе хальхи вăхăтра анлăн усă кураççĕ. Пирĕн районти "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", "Аранчеево", К.Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Колос", "Нива", "Победа", "Марс", "Знамя", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсем, Аслă Таяпари А.Скворцов, Аслă Елчĕкри В.Чернов фермер (хресчен) хуçалăхĕсем "Восток" ОООпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Ертỹçĕсем каланă тăрăх, вĕсене асăннă фирмăпа ĕçлени меллĕ те. Мĕншĕн тесен кунтан тĕрлĕрен им-çамсене туяннă чухне 30 процентне тỹленипе те çырлахма пулать, ыттипе кĕркунне ял хуçалăх продукчĕсемпе татăлма май пур. "Восток" ООО Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин официаллă операторĕ, çавна май ун урлă тĕрлĕ им-çам туянакан ял хуçалăх предприяти-йĕсене Чăваш Республикин бюджетĕнчен дотаци укçи те парăнать. Ỹсен-тăран культурисенчен çулсерен пысăк тухăç илекен "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн агрономĕ П.Анисимов юлашки çулсенче гербицидсене "Восток" ОООран анчах туянни çинчен, вĕсем шанчăклă партнерсем пулса тăнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа кăтартрĕ. Кăçал вара "Комбайн" хуçалăх "Восток" ООО сĕнекен фунгицидсемпе _ ỹсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлекен фалькон препаратпа усă курнă. Кăçалхи çанталăк условийĕнче _ йĕпе-сапара çакă уйрăмах кирлине палăртать агроном. "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕ те фунгицидсемпе, ỹсен-тăрана парка çитĕнме пулăшакан микроудобренисемпе усă курнă. Комсомольски район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн çумĕ _ тĕп агрономĕ И.Минетуллин, "Россельхозцентрăн" Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн тĕп специалисчĕ В.Базмакшин тата ытти специалистсем тухса каланисенчен те тĕрлĕрен им-çамсемпе тивĕçтерекен "Восток" ООО республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çĕр ĕç культурисене туса илессинче пысăк пулăшу кỹни çинчен уçăмлăн пĕлме май пулчĕ. Л.Смирнова директор вара семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: "Пирĕншĕн чи кирли _ препаратсене вырнаçтарса-сутса пĕтересси мар, уй-хирсене çум курăкран сыхласси, ỹсен-тăрана чир-чĕрсĕр çитĕнтерме пулăшасси". Чулхулари "Навигатор" ООО представителĕ А.Розин утăпа сенажа, силоса, тырра упранма хывассинче, вĕсенчи нỹрĕклĕх базисран ытларах пулсан, мĕнле препаратсемпе усă курма пулни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унпа пĕрлех Чăваш ял хуçалăх академийĕн представителĕсем кăçалхи вĕренỹ çулĕнче тĕрлĕ специальноçсемпе студентсене вĕренме илесси çинчен пĕлтерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика