Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв историне тарăн йĕр хăварнă

09 июля 2008 г.

 Раççей историйĕнче пĕр-ремĕш патша IV Иван Грозный пулнă. Унран маларах вырăс çĕршывĕ уйрăм княжествăсенчен тăнă. Тĕслĕхрен, Ярослав Мудрыйпа (978-1054) Юрий Долгорукий (1090-1157) Киев, Александр Невский (1220-1263) Новгород, Киев, Владимир, Дмитрий Донской (1350-1389) Мускав, Владимир княжествисене тытса пынă. IV Иван Грозный (1530-1584) 1547 çулта пĕрремĕш патша пулма венчете кĕрет. Княжествăсем пĕр-пĕрне парăнтарас шутпа яланах çапăçса пурăнни никама та усă паман. IV Иван аслашшĕ III Иван вĕсене пĕрлештерсе тулашран тапăнса кĕрекен тăшмансене хăвăрт аркатма тĕллев лартнă. Çак ĕçе унăн ачи III Василий вĕçленĕ, анчах та хăй патшана ларма ĕлкĕреймен. IV Иван Грозный 1552 çулта Хусана илнĕ, Астрахань ханствине çĕнтерсе Раççей çумне пĕрлештернĕ, Çĕпĕре парăнтарнă. Вăл Самар, Саратов, Царицын, Шупашкар, Уфа хулисене йĕркелесе янă. Патшара ларнă вăхăтăн иккĕмĕш çурринче питĕ усалланса кайнă. Çилленнĕ чухне хăйне чунтан парăннă, пачах та айăпа кĕмен çынсен пуçĕсене кастарнă е шĕвĕртнĕ юпа çине лартнă. Унăн опричникĕсем ỹт-пỹрен, сăн-сăпатран çителĕксĕр çынсене пур çĕрте те вĕлерсе çỹренĕ, хĕрарăмсене пусмăрласа хăйсем пек яштака, чипер, сывă та тĕреклĕ ачасем çураттарнă. Раççейĕн юлашки патши II Николай пулнă. Патша тронĕ çине вăл 1894 çулта ларнă. Анлă тавра курăмлăскер, французла, нимĕçле, акăлчанла çăмăллăнах калаçнă. Рабочисен пурнăç тата ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе нумай çĕнĕ саккунсем кăларнă. 1908 çулта ачасене пурне те пуçламăш шкула вĕренме кайма хушакан саккуна çирĕплетнĕ. Патшара ларнă вăхăтра (1894-1917) хальхи Байкалпа Амур хушшинчи магистральтен тăхăр хут вăрăмтарах чукун çул хывтарнă. Раççей ют патшалăхсене кашни çул тенĕ пекех 700 миллион пăт тырă сутнă. Çĕпĕр вара услам çу ăсатнă. Пĕтĕм тĕнчипе пыракан суту-илỹре Раççей таварĕсен пахалăхне çитекенни пулман. 1914 çулта II Николай вăйланса пыракан революци юхăмне чарса хурас шутпа çĕршыва пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнтарса янă, патшалăха тĕпрен юхăнтарса хăварнă. Раççей çĕршывĕшĕн калама çук нумай усă туса панă тепĕр патшана нимле те асăнмасăр хăварма юрамасть. Софья Фредерика Августа Анхальт Цербетская нимĕç княжествисен тымарĕнчен тухнă. Хĕр ача чухнех вăл патша пулма ĕмĕтленнĕ. Вун тăватă çула çитсен Елизавета императрица ăна Петербурга илсе килет, вун улттă тултарсан I Петр мăнукне III Петра качча парать, туй умĕн Екатерина Алексеевна ятпа православи тĕнне кĕртет. Елизавета вилсен III Петр Раççей императорĕ пулса тăрать, анчах та трон çинче вăл ултă уйăх кăна ларать. Ăс-тăн енчен çителĕксĕр пулнипе тата хăйне питех те йĕркесĕр тытнăран гварди полкĕсем ăна хирĕç кĕтмен çĕртен пăтăрмах çĕклеççĕ. Трона унăн арăмĕ, II Екатерина тытса илет, çийĕнчех патшалăхшăн питĕ кирлĕ законодательство акчĕсемпе ĕçлеме пуçлать. Вырăс чĕлхине тĕлĕнмелле хăвăрт вĕренсе çитме пултарнă ăслă хĕрарăм "Наказ" ятлă законсен кăларăмне çырса хатĕрленĕ хыççăн пĕтĕм Европăра чапа тухать. Екатерина патшалăха тытса пыма ăслă та ĕçлеме ỹркенмен вырăс çыннисене суйласа илнĕ. Юхăнса кайнă патшалăха ура çине тăратас шутпа вăл сывлăхне шеллемесĕр ырми-канми ĕçлет. Çĕршывра вăл вăхăтра хура чечче чирĕ алхаснă, çулталăк хушшинче икĕ миллиона яхăн çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, çав шутран çуралнă кашни тăваттăмĕш ача вилсе пынă. Екатерина çакăнпа нимĕнле те килĕшме пултарайман, унăн чĕри ыратнă. Вăл Англирен, нумай укçа-тенкĕ тỹлемеллине пăхмасăр, Фома Димсдаль врача чĕнсе илет. Çак чиртен хăтăлас тесен халăха прививка тăвас ыйту тухса тăрать. Раççей тухтăрĕсем прививкăна шарлатансем шутласа кăларнă тесе кăшкăрашнă, чиркỹ вара чирпе кĕрешме пуçлани усăсăр, çỹлти Турă наказани панине ырламалла тесе вĕрентнĕ. Императрица пуринчен те маларах хăйне прививка тутарать. Унăн аллин ỹтне касса, юнлă суран тăрăх хура чечче микробĕсемпе вараланнă çиппе шутарса тухнă. Вăл вăхăтра, паллах, шприцсемпе вакцинăсем пулман. Прививка ăнăçлă иртсен Екатерина çийĕнчех Петер-бургри тухтăрсемпе чиркỹ пуçлăхĕсене прививка тутарнă. Часах хуласенчи тухтăрсене çак хăрушă чирпе кĕрешме провинцисене янă, пĕтĕм çĕршывĕпе май килнĕ кашни çынна прививка тума пуçланă. Екатерина империн питĕ кăткăс ыйтăвĕсемпе нумай ĕçленĕ. 1768 çул пуçламăшĕнче унăн указĕсемпе патшалăхăн ассигнаци банкĕсем уçăлнă. Тĕнчипе илсен, чи малтан Раççейре хут укçасем çапса кăларнă. Çак çĕнĕлĕх суту-илỹ çаврăнăшне тата промышленноçа питĕ аталантарса янă, çулталăкра патшалăхăн ылтăнпа кĕмĕл фончĕн хĕрĕх проценчĕ ют çĕршывсене кайса çухалассине чарса хунă. Пĕррехинче императрица хăйĕн свитипе Мускава тухса каять. Хула çыннисем ăна пит савăнăçлах кĕтсе илмен. Нумай çĕрте пулса курнă хыççăн, халăхпа çывăх пулас тесе, вăл ушкăнпа кĕмелли мунчара çăвăнса тухма шутлать. Потемкин ăна хулари мунчасенче хĕрарăмсемпе арçынсем пĕрле çăвăнни çинчен каласа парса тĕлĕнтерет. Екатерина çăвăнмалли вырăнсенче арçынсене хĕрарăмсенчен уйăрмалли пирки çийĕнчех указ кăларать, Мускав халăхне патриархат вăхăчĕпе пурăнма чарса хурать. Турципе Крым ханĕсем мĕн ĕлĕк-авалтан Раççей çĕрĕ çине тапăнса кĕрсе ача-пăчасене, хĕрсемпе каччăсене тарçа сутма хăваласа кайса тăнă. Хирĕç тăракансене вĕлерсе хăварнă. Потемкин каланă тăрăх, çамрăк ăру миллионĕпе çухалса пынă, вĕсем пĕри те ашшĕ-амăшĕ патне каялла таврăнайман. Екатеринăна çакă питĕ пăшăрхантарнă. Вăл Турцине хирĕç икĕ хутчен вăрçăпа каять, юлашкинчен ăна парăнтарать, Хура тинĕсе тухать, Крыма Раççей çумне пĕрлештерет. Кăнтăр енчи вырăс çĕрĕ вăрă-хурахсенчен хăтăлать, унта лăпкăлăх хуçаланма пуçлать. Турципе иккĕмĕш хут çапăçнă вăхăтра, унтан илсе килнĕ таварсемпе пĕрле Мускава чума чирĕ куçать, вăл çывăхри кĕпернесенче сарăлма пуçлать. Пысăк ăс-тăнлă хĕрарăм тепĕр хăрушă чиртен сыватнă чух тухтăрсене çĕнĕ меслетсемпе усă курма хушать, чире кĕске вăхăтра пĕтерсе хурать. Вăтăр тăватă çул (1762-1796) императрица пулса, II Екатерина Раççей çĕршывне мĕнпур лайăх енĕпе аталантарса хăварнă. Вăл тăрăшнипе Орлов, Потемкин, Суворов, Ушаков, Кутузов, Румянцев патшалăх тата çар çыннисем пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă. Тăшман вырăс çĕрĕ çине вăрçăпа пырса кĕреймен. Пурнăçланнă ĕçсемпе императрица нихăçан та лăпланса ларман, кирек мĕнле ĕçе те тинĕсри тумлампа танлаштарнă. II Екатерина çуралнăранпа (1729) часах 280 çул çитет. Унăн ячĕ, ĕçĕ-хĕлĕ нихăçан та манăçа тухмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика