Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемен ашшĕ-амăшне пулăшса

09 июля 2008 г.

Патшалăх ачаллă çемьесене пулăшни, пособи виçи çултан çул ỹссе пыни _ ырă пулăм. Анчах та ашшĕ- амăшне пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар паян. Вĕсенчен пĕри _ ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр пулнипе пособи илме кирлĕ ĕç укçи çинчен справка тăратайманни. Çакна тĕпе хурса ЧР Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕ çумĕнче ача укçи панă чухне татса парайман ыйтусене сỹтсе явакан ятарлă комисси йĕркеленĕ. Ун йышне социаллă хỹтлĕх пайĕн, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр представителĕсене, тăхăр ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене кĕртнĕ. Çемьесене ача пособийĕ тỹлес ыйтăва шăпах вĕсем татса параççĕ. Ун хыççăн социаллă хỹтлĕх пайĕ ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособие малашне тỹлесси е тỹлеме чарăнасси çинчен йышăну кăларать. Енчен те комисси ачашăн уйăхсерен паракан пособие тỹлеме йышăнчĕ пулсан, вăл эсир заявлени çырнă уйăхран парăнма тытăнать. Сăмах май, татса парайман ыйтусене сỹтсе явакан комиссинче паянхи кун тĕлне ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин е иккĕшĕн те тупăша кăтартакан документсем тăратайманнине пула çырнă 83 çемье заявленийĕсене пăхса тухнă. Вĕсенчен 74 çемьене 6 уйăха пособи пама йышăннă, 7 çемьене _ пĕр çулталăка. Ачасене уйăхсерен паракан пособие илес тесен комиссире пăхса тухмашкăн çак документсене тăратмалла: _ ашшĕ-амăшĕн пĕрин е иккĕшĕн те тупăша çирĕплетекен документсем çук чухне ачашăн уйăхсерен тỹлекен пособине пама ыйтса çырнă заявлени; _ ял тăрăхĕнчен справка; _ ĕçлемен ашшĕн е амăшĕн ĕç кĕнекин палăртнă йĕркипе çирĕплетнĕ копийĕ; _ ял тăрăхĕнчен ашшĕ-амăшĕнчен пĕри е иккĕшĕ те мĕнле лару-тăрăва пула ĕçлеменнине çирĕплетекен документ; _ çемьере ĕçлекен ашшĕн е амăшĕн 3 уйăх каяллахи ĕç укçин калăпăшне кăтартакан справка; _ енчен те ача 16 çул тултарнă пулсан, вăл шкулта вĕреннине çирĕплетекен справка. Заявленисене тунти кунран эрне кунччен кашни кунах йышăнатпăр. Тĕплĕнрех 2-12-15 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика