Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă сăмах ăшăтать

09 июля 2008 г.

 Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕн врачĕ Светлана Скворцова халăх сывлăхĕшĕн тăрăшассишĕн чунне парать. Пĕр канăç çук тухтăрăн. 9 çухрăм аякра пурăнакан ялсенчи халăх сывлăхне тĕрĕслесе, сăнаса тăрать вăл. Калама кăна. Уйрăмăн техника та çук. Чирлĕ çын патне вăхăтра çитмесен мĕн кĕтесси пурне те паллă. Çавăнпа та Светлана Георгиевна васкавлă пулăшу памалли çын патне çуран чупни те, сĕм çĕрлене пăхмасăр тухса утни те сахал мар пулаççĕ. Уйрăма эрнере пĕрре çеç районтан васкавлă пулăшу машини килсе çỹрет. Ун чухне вара вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансем, пĕчĕк ачасемпе ветерансем патне çитме васкаççĕ. Пытарма кирлĕ мар, тĕрлĕ чир-чĕрпе учетра тăракансем йышлă халĕ. Врач хăйĕн участокĕнчи 684 çемьери кашни çын, ача-пăчаран пуçласа ватти таран мĕнпе чирлине лайăх пĕлет. Юлашки çулсенче сахăр диабечĕпе чирлекенсем йышланса пынине пĕлтерет тухтăр. Хушма диспансеризаци витĕр тухнă ĕçлекен граждансем хушшинче те чирлĕ çынсем пурри палăрнă. Пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕнчи медицина сестрисен ĕçĕпе те кăмăллă ял çыннисем. Вĕсем пĕлĕве тĕрлĕ курссенче ỹстерсе пыраççĕ, О.Сорокинăпа В.Яблокова медсестрасем чирлĕ çынсене эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ. Уйрăмра кăнтăрла сипленмелли виçĕ койка вырăнĕ нихăçан та пушă мар. Ялтах сипленме пулнăшăн тав тăвакансем те йышлă. Районти уйрăмсене кашни уйăхра миçе çынна йышăнмалли нормативсем, заказсем параççĕ. Калăпăр, Аслă Таяпасен пĕр уйăхра талонпа 460 çын йышăнмалла. Анчах пулăшу ыйтма килнĕ çынна каялла яни пулман, тепĕр чухне çумра страхлав полисĕ çук çынна та пăхса тĕрĕслеççĕ. Акă, кăрлач уйăхĕнче 704 çын, нарăсра 584, пуш уйăхĕнче (врач пулманнипе) 403 çынна йышăннă. Ял тăрăхĕн территорийĕнче аслă çынсем _ 1703, ачасем 800. Ача-пăча сывлăхне пăхса тăрас енĕпе районти тĕп педиатр Г.Уфукова яваплă. Кашни тунти кун килсе çỹрет ачасен тухтăрĕ вĕсем патне. Аслă Таяпари шурă халатлă ĕçченсем районта та хăйсен ырă ĕçĕпе палăраççĕ. Паян вара ырă, ăшă сăмах темрен те хаклă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика