09 июля 2008 г.
Кашни çул, йăлана кĕнĕ тăрăх, районти шкулсем хушшинче "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем иртеççĕ. Кăçал пĕрремĕш вырăнсене Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата Елчĕкри вăтам шкулсем çĕнсе илчĕç. Темиçе кун каялла районсенчи çĕнтерỹçĕсене Атăл хĕррине, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нерядово ялĕ çывăхĕнчи уçланкăна спорт вăййисем ирттерме йыхравларĕç. Елчĕк районĕн чысне хỹтĕлеме Энтепери тата Елчĕкри шкулсен командисене шанчĕç. 60 команда хушшинчи тупăшу çивĕч иртрĕ. 3 кун пысăк çитĕнỹсем кăтартассишĕн талпăнчĕç ăмăртуçăсем. Ел-чĕксем хăйсене лайăх енчен палăртрĕç. Энтепе командинчи Марина Сергеева "Чи çамрăк ăмăртуçă" ята илме тивĕç пулчĕ, хĕр ачана медаль тата диплом парса наградăларĕç. Марина, 11 çулта анчах пулин те, ытти ачасенчен пĕрре те кая мар, чупассипе те, сикессипе те, утассипе те маттур. Хăйсем каласа панă тăрăх Атăл хĕрринче вĕсене питĕ килĕшнĕ. "Çĕнтерни кăна мар, унта хутшăнма тивĕç пулни те сумлă", _ теççĕ шкул ачисем.