09 июля 2008 г.
Тунти кун район администрацийĕнче район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулнă. Унта иртнĕ эрнери ĕçсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин вырсарни кун Шупашкарта Елчĕк тата Патăрьел районĕсен ентешлĕхĕсем йĕркеленипе иртнĕ Акатуй-Сабантуй çинчен кĕскен каласа пачĕ (ун çинчен паянхи номерĕн иккĕмĕш страницинче тĕп-лĕнрех çырса кăтартнă). Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Пур хуçалăх та нумай çул ỹсекен курăксене çулса утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Анчах кунсерен çуса тăракан çумăр выльăх апачĕ хатĕрлессинче чăрмав кỹрет. Çавна май нумай çул ỹсекен курăксене çулмалли тата 2 пин гектар ытларах юлнă. Районĕпе "Яманчурино" ОООра çеç вĕсене пĕрремĕш хут çулассине вĕçленĕ. Кунта выльăх апачĕ хатĕрлесси те ыттисенчен лайăхрах пырать. Çав вăхăтрах Карл Маркс, Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Эмметево", "Родник", "Нива", "Урожай", "Сатурн" хуçалăхсенче курăксене пĕрремĕш хут çулмалли лаптăксем чылай юлнине асăнчĕ Н.Ильина. Район пуçлăхĕ Н.Миллин выльăх апачĕ хатĕрлесси начар пынине çанталăк çине йăвантарни вырăнсăр пулнине палăртрĕ. Паянхи кун паха апат хатĕрлесе хăварсан хĕлле обществăлла выльăх-чĕрлĕх тутă пулĕ, нумай сĕт антарĕ, ỹт хушĕ. Район пуçлăхĕ ял урамĕсене асфальтлă çул сарма проектсем тăвасси начар пыни, район территорийĕнчи аслă çул хĕррипе ашкăрса ỹсекен курăка çулманни пирки па- лăртса каларĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан И.Бобров районти криминаллă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.