09 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти Елчĕксемпе Патăрьелсен ентешлĕхĕсем иккĕмĕш çул пĕрле Акатуй-Сабантуй йĕркелерĕç. Кăçал Шупашкарта пурăнакан Елчĕк тата Патăрьел çыннисем, районсенчен кайнă хăнасем Шупашкар 500 çул тултарнă ячĕллĕ кану паркне ентешлĕх кунне пуçтарăнчĕç. Ăшă та хĕвеллĕ кун пурне те уява йыхравларĕ, ентешсемпе тĕл пулса калаçма, канма чĕнчĕ. Уява Чăвашрадио çурчĕ çумĕнчи "Звоночек" ача-пăча студине çỹрекенсем уçрĕç. Вĕсене хамăр ентеш Галина Карсакова ертсе пырать. Унтан икĕ район уявне килнĕ хăнасемпе ентешсене Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин, Патăрьел район пуçлăхĕн çумĕ Р.Селиванов, ентешлĕхсен ертỹçисем О.Викторов, В.Семенов ăшшăн саламларĕç. Уяв саламĕсем çумне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн пулăшуçисем Светлана Гордеевăпа Анатолий Чернов хутшăнчĕç. Чаплă лару-тăрура район представителĕсене патшалăхăн пысăк наградисене пачĕç. Раççей Федерацийĕн общество наградисен Наци комитечĕн Президиумĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн, общество тата патшалăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, профессири пысăк ăсталăхшăн, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, çавна май Раççее аталанма тата мухтава, чапа кăларма пулăшса пынăшăн Елчĕк район пуçлăхне Николай Петрович Миллина Александр Невский Çветтуй князĕн III степень орденне парса чысланă. Районти обществăпа производство ĕçĕ-хĕлне хастар хутшăннăшăн, пысăк пултарулăхшăн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Анатольевич Кошкина Ломоносов орденне парса чыс тунă. Раççей ырлăхĕшĕн лайăх ĕçленĕшĕн райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ Антонина Анатольевна Александрова А.М.Горчаков премине тивĕçнĕ. Уява малалла культура пайĕ тăснă. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем, Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчен килнĕ коллективсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă. Спорт ăмăртăвĕсене кăмăллакансем те йышлăн пулнă. Кỹршĕсем армспортпа туслă, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, кире пуканĕ йăтассипе ăста. Акă, мини-футболла выляма 4 команда тăратнă. Елчĕксен пĕрлештернĕ команди Патăрьелсене 3:2 шутпа парăнтарнă. Волейболла выляссипе те Елчĕксем кỹршĕсенчен маçтăртарах пулнă. Çапах кашни ăмăртура туслăх çĕнтернине палăртнă. Уяв сĕм каçчен тăсăлнă. Культурăпа кану паркĕнче ентешсен ăшă калаçăвĕ, туслăхĕ часах асран тухмĕ. Юлашкинчен пурте çитес Акатуйра-Сабантуйра тĕл пулас шанчăкпа ăшшăн калаçса уйрăлнă.