Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн тăлăх ỹсетĕн, пепкем?

05 июля 2008 г.

Саманан саккунĕ çапла: ырри те нумай унта, усалли те туллиех. Мирлĕ те тăнăç саманапа киленетпĕр тетпĕр, çапах ашшĕ-амăшĕ пур çĕрте тăлăх ỹсекен ачасен йышĕ те чакмасть. Районта ун пек ачасем 76. Ултă ачан ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ. Вĕсене усрава илнĕ. "Мĕнле сăлтавсене пула пĕчĕк çыннăн шăпи ытла та инкеклĕ килсе тухать-ши?" _ ыйтĕ тỹрех вулакан. Вĕсем вара тĕрлĕрен. Ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхни, çавна пула ачасене хĕнени, кирлĕ пек пăхманни _ тĕп сăлтавсенчен пĕри. Çулсерен çакăн пек çемьесенчен ачасене хăтаратпăр. Кăçал çеç тăватă ашшĕ-амăшне хăйсен прависĕр хăварнă. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçлайманнисен йышĕнче çамрăк мăшăрсем йышлă. Упăшкисем Мускава пысăк укçа ĕçлесе илме тухса каяççĕ, арăмĕсем, йĕвенрен хăтăлнă кĕсре евĕр, ачи-пăчи çинчен шухăшламасăр иртĕхеççĕ. Пулăçă пулăçа инçетрен асăрхать тенĕ пек, упăшки ял вĕçĕнчен курăнми пулсанах пĕрин патне пухăнаççĕ. Кун каçа мĕн çинĕ-ха унăн тĕпренчĕкĕ, урамра мĕнле çỹрет, каçхине пĕччен çывăрма хăрамасть-и? Эрех-сăра ĕçекен амăшне пепки интереслентермест. Пурнăçшăн, сывлăхшăн хăрушлăх тухса тăракан çемьесенчен ачасене туртса илнинчен лайăх çул çук пуль. Тĕрлĕ инкеке лексе ашшĕ-амăшĕ вилнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ. Енчен те вунă çул каялла тăлăха юлнă ачасен шучĕ 5 процентпа танлашнă пулсан, паянхи кун вара çак хисеп 30 процента çитрĕ. Юлашки вăхăтра психика тĕлĕшĕнчен сывă мар ашшĕ-амăшĕ те нумайланчĕ. Вĕсем ачи-пăчине кирлĕ пек воспитани парайманни куç кĕретех. Тепĕр сăлтав вăл _ пĕчĕк чунсен çывăх çыннисем тĕрмере ларни. Шел пулин те, ун пеккисем те тĕл пулаççĕ районта. Çемье _ ачана пурнăç çулĕ çине тăратакан никĕс. Тăлăха тăрса юлнă ачасене опекăпа попечительство канашĕн аллине параççĕ. Çавăн пекех интернатсене те ăсататпăр. Анчах та кирек мĕнле лайăх интернат пулсан та, вăл çемьене улăштараймасть. Тăлăхсен çуртĕнче ушкăнпа ỹсни, хатĕр пĕр пек апат, хăй юратнă теттине суйлама май килменни _ çаксем пурте ача пуласлăхне пĕтерсе пыраççĕ. Пĕчĕклех ирĕклĕхсĕр, яваплăхсăр ỹсни малашлăхра кайран чылайăшне ура хурать. Районти опекăпа попечительство канашĕ начар çемьесене вăхăтра асăрхаса шута илме тăрăшать. Паллах, ку ĕçе шкулсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, шалти ĕçсен пайĕ, çул çитмен ачасен комиссийĕ, социаллă хỹтлĕх пайĕ, педиатрсем хутшăнмасăр пурнăçлаймастăн. Çавăнпа та пурте эпир тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, пĕр-пĕр çемьене тĕрлĕ енчен сỹтсе яватпăр, ашшĕ-амăшне хамăр канаша чĕнетпĕр. Çемьери лару-тăрăва пула ачасем килтен тухса тарнă, йĕркене пăснă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çак кунсенче курнă ỹкерчĕк асран тухмасть: пĕр пĕчĕк арçын ачапа хĕр пĕрчи районти культурăпа кану центрĕ умĕнчи чечеке татасшăн. Чỹречерен асăрханă май кантăкран шаккарĕç куракансем. Мĕн тетĕр, ачасем хăраса е вăтанса тармарĕç, аслисене чĕлхе кăларса витлерĕç. Пĕри, ỹркенменни, ачасем патне урама чупса тухрĕ, чечексене татма юраманнине ăнлантарчĕ. Палларăмăр, хайхисем камсен ачисем пулнине: амăшĕ ĕçкĕçĕ, ашшĕ инçете тухса кайнă та кил тĕлне маннă. Паллах, çак пĕчĕкскерсем ырăлăха, хитрелĕхе вĕренсе ỹсеймеççĕ. Çавăнпа та эрех ĕçекен ашшĕ-амăшĕсемпе уйрăмах çине тăрса ĕçлеме тивет. Епле те пулсан пур ача та хăй юратакан çемьере тĕрĕс-тĕкел, телейлĕ ỹсни _ пирĕн обществăн çирĕп тĕрекĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика