Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар вĕренĕвĕ вĕçленнĕ

05 июля 2008 г.

Çар вĕренĕвĕ вĕçленнĕ "Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" Саккунпа, РФ Президенчĕн "Запасра тăракан граждансене 2008 çулта çар вĕренĕвне илесси çинчен" Указпа килĕшỹллĕн çĕртме уйăхĕн 2-26-мĕшĕсенче Елчĕк районĕнчен 16 çын _ В.Абдулкин, С.Алексеев, А.Баймушкин, Н.Каширин, Ю.Кульмаков, С.Кульмаков, В.Лавров, Н.Мисяков, О.Николаев, В.Носов, И.Носов, И.Петров, Ю.Сапожников, В.Теллин, О.Тихонов, А.Хушкин _ Пермь тăрăхĕнче иртнĕ çар вĕренĕвĕнче (сбор) пулчĕç. Çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа, çар тумĕпе нумаях пулмасть вĕсем ялĕсене таврăнчĕç. Асăннă çар вĕренĕвĕнче Чăваш Республикинчен запасри 300 гражданин пулнă. Вĕсене çар службине вăхăтлăха пухнин тĕп тĕллевĕ кăçалхи çурла уйăхĕнче иртекен пысăк калăпăшлă çар вĕренĕвĕ тĕлне (унта Раççей Президенчĕ _ Хĕç-пăшаллă вăйсен Аслă Главнокомандующийĕ хутшăнĕ) чылай вăхăт хускалмасăр ларнă çар техникине çапăçăва хатĕрлессипе, юсассипе çыхăннă. Çар тивĕçне тепĕр хут чыслăн пурнăçланă, хăйсене чăн-чăн профессионал пек кăтартнă кашни юлташах тав сăмахĕ калас килет. Вĕсенчен 8-шĕ Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Сăмах май çакна та палăртар. Ят тухнă, анчах саккуна пăсса çар вĕренĕвне хутшăнасран пăрăннă граждансемпе паянхи кун çар комиссариачĕпе прокуратура работникĕсем ĕçлеççĕ, айăплисем саккунпа килĕшỹллĕн явап тытĕç. Çар вĕренĕвне пухас тапхăрта тăрăшулăх кăтартса халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем туса ирттерме пулăшнă Г.Осипова (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), В.Сапожникова (Аслă Таяпа), Э.Федорова (Аслă Елчĕк) специалистсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика