05 июля 2008 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин "Халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси тата Раççей Федерацийĕн Пенси фондĕнчен, Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе ватлăхпа тата инвалидлăхпа пенси илекен ĕçлемен пенсионерсене адреслă социаллă пулăшу парасси" 2008 çулхи социаллă программи çинчен" постановление пурнăçласа Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствинче ватлăхпа тата инвалидлăхпа ĕçлев пенсийĕ илекен ĕçлемен пенсионерсем адреслă социаллă пулăшу илме çырса панă заявленисене пăхса тухма комисси йĕркеленĕ. Адреслă социаллă пулăшăва йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ĕçлемен пенсионерсене пенсийĕ (пĕччен пурăнаканшăн) е çын пуçне тивĕçекен тупăш (çемьере пурăнсан) Чăваш Республикинчи пенсионерсемшĕн палăртнă пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулсан параççĕ. Унăн сумми 0,5 пинрен пуçласа 5,0 пин тенкĕ таран, анчах кирлĕлĕх шайне шута илнĕ тăкаксен 70 процентĕнчен ытла мар пулма пултарать. Кирлĕлĕх шайне (степень нуждаемости) палăртма сăлтавланă тăкаксене пĕччен пурăнаканăн пенсийĕпе е çын пуçне тивекен тупăшпа (çемьере пурăнсан) шайлаштараççĕ. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ĕçлемен пенсионера 5 пин тенкĕрен ытларах адреслă социаллă пулăшу кирлĕ-тĕк е çын пуçне тивекен тупăш Чăваш Республикинчи пенсионерсемшĕн палăртнă пурăнма кирлĕ виçерен иртет пулсан (1,5 хутран ытла мар) çак ĕçлемен пенсионерсен адреслă социаллă пулăшу кирлĕлĕхне ăнлантарса паракан докуменчĕсемпе заявленийĕсене çỹлерех асăннă комисси пăхса тухать. Комисси йышăнса паракан адреслă социаллă пулăшăвăн чи пысăк виçи _ 15 пин тенкĕ. Йывăрлăх тỹсекен ĕçлемен пенсионерсене çакăн пек пулăшу кỹме май пур: _ пĕррелĕх пурлăх пулăшăвĕ; _ Ваттисен кунĕ ячĕпе ( 60 çултан иртнĕ арçынсемшĕн тата 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсемшĕн) пурлăх пулăшăвĕ; _ Инвалид кунĕпе (тĕрлĕ степеньлĕ ĕçлес пултарулăхне çухатнисем валли) пурлăх пулăшăвĕ. Адреслă социаллă пулăшу илес тесен ĕçлемен пенсионерсен пурăнакан вырăнти ял тăрăхĕн администрацине пырса çак документсене тăратмалла: _ çирĕплетнĕ формăпа пурлăх пулăшăвĕ ыйтса çырнă заявлени; _ çемье йышĕ çинчен справка; _ пурлăхпа пурнăç условийĕсене тишкерни çинчен акт; _ медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн е ВТЭК справки (инвалидсем валли); _ пенси виçи çинчен справка; _ кашни çемье членĕн юлашки 3 уйăхри (заявлени парас умĕнхи) чăннипе илнĕ тупăш çинчен справка; _ йывăрлăха кĕрсе ỹкни пирки документсем (тĕслĕхрен, пушарта сиен курни çинчен справка, таварпа касса чекĕсем, квитанцисем, накладнойсем, счет-фактурăсем е пенсионер тỹснĕ тăкаксене çирĕплетекен ытти документсем). Çак документсен пуххине Елчĕк районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан пая тăратмалла. Заявлени çыракан пур документа та тăратмасан е тĕрĕсленĕ май суя информаци пани çиеле тухсан адреслă социаллă пулăшу памаççĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕ документсене ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин комиссине пăхса тухма ярса парать. Комисси ларăвĕсем кирлĕ чухне, уйăхра пĕр хутран кая мар, иртеççĕ, йышăнусене документсене илнĕ хыççăн 30 кунран кая мар кăлараççĕ, протокол çыраççĕ. Ĕçлемен пенсионера адреслă социаллă пулăшу парассипе памассине сасăласа йышăнаççĕ. Пĕр пек сасă пухăнсан, лару председателĕн йышăнăвне тĕпе хураççĕ. Комисси йышăнăвне пилĕк кун хушшинче социаллă хỹтлĕх пайне ĕçе кĕртме ярса параççĕ. Тĕплĕнрех çак ыйтупа эсир Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая пырса е 2-18-35 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.