05 июля 2008 г.
Кăçалтан утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату, шанчăклăх, чыслăх кунне паллă тума йышăннă. Çак куна Муромра пурăннă Петр княçпа унăн Феврония мăшăрне халалланă. Вĕсен юратăвĕ, çемьери тасалăхĕпе шанчăклăхĕ, пĕр-пĕрне парăнса пурăнни тĕрлĕ легендăра вырăн тупнă. Асăннă уява Владимир облаçĕн администрацийĕн пуçарăвĕпе ирттерме палăртни, уява йĕркелесе пыраканĕ Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн мăшăрĕ С.Медведева пулни паллă. Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату, шанчăклăх, чыслăх кунне халалласа утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан тата ЗАГС пайĕсем, райадминистрацин социаллă аталану секторĕ пуçарнипе "Пурнăçра та, уявра та туслă çемьепе" ятпа пысăк мероприяти иртĕ. Уява юбилейлĕ туйсене паллă тăвакансене халалланă, унта кашни ял тăрăхĕнчи пĕрер çемье хутшăнĕ.