05 июля 2008 г.
Экологи, тирпей-илем ыйтăвĕсем куллен хумхантараканнисен шутĕнче. Çынна тумне кура кĕтсе илетпĕр... тенешкел, ял-хулана пирваях тасалăхпа тирпейлĕхне кура хаклатпăр. Юлашки çулсенче районсенче анчах мар, республика, Раççей шайĕнче çак ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Районсенче пулнă май Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров чи малтанах тасалăхпа тирпейлĕхе сăнать. Унăн Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çакăн пек йĕркесем пур. "Чăваш Енре çын ĕçлеме юратнине вăл тытса пыракан хуçалăха кура хаклаççĕ: енчен те çурт хитре пулсан, садĕнче, кил-çурт çумĕнчи территорире тирпей-илем хуçалансан унта хисепе тивĕçнĕ чăн-чăн хуçа пурăнать, унпа ĕçлеме пулать. Çак енсене илсе ял тăрăхĕсене те хаклама пулать..." Чăн та, çурт тата унăн таврашĕнчи тирпейлĕхшĕн кил хуçи, ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи тасалăхшăн вара вĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Çак пархатарлă тĕллеве пурнăçлас, халăха тирпейлĕ пурăнма хăнăхтарас тĕлĕшпе ертỹçĕсем кулленех тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Урамсене типтерлĕ тытнине тĕрĕслесе тăрас тесе ял тăрăхĕсенче ятарлă комиссисем йĕркеленĕ, чылай çĕрте кашни эрнере субботник ирттересси йăлара. Тасалăха йĕркере тытас ĕçре чи пахалăхлă меслет вара, ман шутпа, Елчĕкри ММПП ЖКХпа килĕшỹ туса кил-çуртра пухăнакан çỹп-çапа ялсене ятарласа килекен автомашина çине тиесе яни. Çакăн евĕр килĕшĕве маларах Елчĕк ялĕнче пурăнакансемпе анчах тунă пулсан, кăçал ку тĕслĕхе Патреккелсем ĕçе кĕртрĕç. Пуш уйăхĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, районти тĕп специалист-эколог П.Тремасов, ММПП ЖКХ ертỹçи В.Нягин ял халăхĕпе тĕл пулса пуху ирттернĕ хыççăн Патреккелте пурăнакансем коммуналлă хуçалăхпа килĕшỹсем турĕç. Халĕ çỹп-çап машини яла килсе урамсене кăларса хунă çỹп-çап миххисене тиесе ятарлă свалкăна турттарать. Çавна май Кĕçĕн Пăла хĕрри е ытти вырăн ăпăр-тапăрпа тулмасть, ял халăхĕ те кăмăллă. "Ку ĕçе маларах йĕркелемелле пулнă иккен", _ палăртаççĕ вĕсем. Этем _ çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ. Хамăр пурăнакан тăван тавралăха таса та тирпейлĕ тытасси,упрасси кашнин тивĕçĕ пулса тăмалла. Маларах асăннă çак ырă тĕслĕхе ытти ялсенче мĕншĕн ĕçе кĕртес мар?