Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи лару-тăрăвне çирĕплетсе

05 июля 2008 г.

Тăван тавралăха сыхлас, экологи лару-тăрăвне çирĕплетес тĕлĕшпе районта сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. 2007 çулта çак тĕллевпе 260 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Елчĕкре физкультурăпа сывату комплексĕ _ Спорт керменĕ хута кайнă, 14 çухрăм тăршшĕ асфальтлă çул хывнă. Виçĕм çул çỹп-çап тăкакан свалка патне çитме 1,9 çухрăм тăршшĕ асфальт сарнă. Елчĕкри ММПП ЖКХ свалка территорине карта тытса çавăрнă. Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор органĕсемпе килĕшсе районти ялсен территорине санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртессин схемине туса хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕсенче йăлара тата производствăра усă курнă каяшсене малтан вырăнсенчи вăхăтлăх упранмалли свалкăсене вырнаçтараççĕ, кайран вĕсене Елчĕкри ятарлă свалкăсене леçессине йĕркелесе янă. Йăлара тата производствăра усă курнă каяшсене вырнаçтарас тĕлĕшпе çут çанталăкпа усă куракансемпе (800 ытла) килĕшỹсем тунă. Вĕсем: уйрăм кил-çуртпа, коммуналлă хваттерсемпе пурăнакансем, уйрăм предпринимательсем, предприятисем, учрежденисем, организацисем тата юридици сăпатĕнче тăракансем. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе кăçалхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирттернĕ мероприятие районĕпе 12 пин çын хутшăннă. Маларах, ака уйăхĕн иккĕмĕш çурринче йĕркеленĕ Йывăç кунĕнче çырма-çатрасемпе юхан шывсен таврашне 56 пин тĕп йывăç лартса хăварнă, 20100 тăваткал метр лаптăкра чечек клумбисем, газонсем йĕркеленĕ. "Ырсамай" культурăпа кану паркĕн территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Çуркуннехи тапхăрта йывăç лартас тĕлĕшпе уйрăмах "Ел-чĕкри пасар" муниципаллă предприяти, "Канашмежрайгазăн" районти уйрăмĕ, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ, "Труд" тата "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсем тĕслĕхлĕ ĕçленине палăртмалла. Нумаях пулмасть Елчĕкри Юбилей урамĕнчи çĕнĕ культура паркĕнче, Аслă Елчĕкре тротуар (100 метр) сарчĕç. Елчĕк ял тăрăхĕнчи Хурăнвар çырми территорине тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче уйрăмах тăрăшса ĕçленине палăрт- малла. Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен яланхи комиссисем йĕркеленĕ. Апла пулин те ятарласа тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне çут çанталăка сыхлассине тата санитари законодательствине пăхăнманнине çине-çинех курма пулать. Уйрăмах Аслă Пăла шывĕн çыранĕсен таврашĕнче темĕн тĕрлĕ ăпăр-тапăр выртать, обществăлла территорисенче те тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Ăнлантару ĕçне сахал мар ирттеретпĕр пулин те хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, çавăн пекех должноçри çынсем те çакна тивĕçлĕ вырăна хумаççĕ. Çут çанталăка сыхлас тата санитари законодательствине сĕмсĕррĕн пăснăшăн 70-е яхăн çынна (должноçри çынсем _ учреждени, организаци, предприяти ертỹçисем, юридика сăпатĕнче тăракансем), уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене Саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттарнă. Çут çанталăка сиен кỹнĕшĕн тỹлессинчен пăрăннин тĕслĕхĕсене тупса палăртнă. Районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем ял тăрăхĕсенчи территорисене тирпей-илем кĕртмелли йĕркене туса хатĕрлеме тата çирĕплетме сĕннĕ. Йĕркене пăхăнмасан ертỹçĕсен, уйрăм хуçалăх тытса пыракансен Саккунпа килĕ-шỹллĕн явап тытма тивет. Палăртакан йĕркене пурнăçланине шута илнĕ чухне çаксене тĕп вырăна хураççĕ: _ тирпей-илем _ территорие санитари тĕлĕшĕнчен таса, илемлĕ тытни; _ территорие тасатни _ тăван тавралăха сыхлас, санитарипе эпидемиологи тĕлĕ-шĕнчен лару-тăрăва çирĕплетес тĕллевпе каяшсене, çỹп-çапа, ытлашши юра ятарласа уйăрнă вырăна илсе тухни; _ çурт хуçи _ уйрăм (юридика сăпатĕнчи) çын харпăрлăх хуçи хăйне çирĕплетсе панă территорири тирпей-илемшĕн яваплă пулса тăрать; _ çывăхри территори _ архитектура объекчĕсен пĕчĕк форми тата ытти сооруженисен территорийĕнчи лаптăк; _ ушкăнпа усă курмалли территори (пахчасем, урамсем тата ытти те); _ лартнă йывăçсене çĕнĕрен чĕртмелли хак _ муниципаллă харпăрлăхра тăракан йывăç-тĕмсене сиен кỹнĕшĕн компенсаци тỹлесси; _ лартнă йывăç-курăксем _ ялсен территорийĕсене йывăçсемпе тĕмсем лартни, тĕрлĕ ỹсен-тăран çитĕнтерни; _ каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăн _ контейнер площадки, патшалăх органĕсемпе килĕшсе йăлара усă курнă хытă каяшсене пуçтарма уйăрнă контейнера вырнаçтарма ятарлă вырăн палăртни; _ каяшсене туса кăларакансем _ уйрăм çын е юридика сăпатĕнче тăракан (палăртмалла) ĕçленĕ тапхăрта каяшсем хывни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика