05 июля 2008 г.
Çар хĕсметĕнчен таврăнсанах вăл хăйĕн ачалăхри юлташĕсемпе курнăçас тесе Ульяновска кайрĕ. Тусĕсем ăна хаваспах çĕнелсе пыракан хулапа паллаштарчĕç. Вăхăт каç енне сулăнсан вĕсем Сĕве юхан шывĕ таврашне килсе тухрĕç. _ Кунта темиçе çул каялла кăна пушă вырăнччĕ, _ терĕ салтак гимнастеркипех хула тăрăх илтерсе пыракан Мкаддеса хулран тытнă пĕр юлташĕ. _ Нумаях пулмасть унта механика завочĕ ỹссе ларчĕ... Шăпах çав самантра, каччăсене шăп тăма ыйтнă пек, гудок сасси янăраса кайрĕ. Темиçе минутранах пысăк хапха таврашĕнче кăткă йăвине аса илтерекен халăх хĕвĕшме пуçларĕ. Кăвак спецовка тăхăннă çĕр-çĕр çын хĕвĕшет: пĕрисем завод территорине кĕрсе çухалаççĕ, теприсем, хула урамне тухса, тĕрлĕ еннелле саланаççĕ. _ Мана ĕçе илмеççĕ-ши кунта? _ хăй кĕтмен çĕртенех персе ячĕ ĕнерхи салтак. _ Паллах, илеççĕ. Ĕнер кăна хаçатра çĕнĕ цехсенче ĕçлеме рабочисем кирли çинчен пĕлтерỹ çапăнса тухнăччĕ, - хуравларĕç ăна юлташĕсем. Çакăн хыççăн эрне иртрĕ-и, çук-и, _ Мкаддес завода вырнаçрĕ те. Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр ытла иртрĕ ĕнтĕ. Ял ачи кĕçех чăн-чăн хула çынни пулса тăчĕ. Çемьеллĕ те, хваттерлĕ те пулчĕ. Куçăмсăр майпа вĕренсе ĕç специальноçĕ кăна мар, аслă пĕлỹ те илчĕ. Ачаллах хăюллă, теветкеллĕ пулнăскер, пасар самани тапрансан хăйĕн ĕçне те пуçласа яма _ "Кабель плюс" фирма йĕркелеме пултарчĕ. _ Ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ пулĕ? _ кăсăклантăм эпĕ унпа пĕр-икĕ çул каялла тăван ялĕнче, Сăрьелĕнче ăнсăртран тĕл пулсан. _ Чиперех. Анчах тĕп çуртра юратнă аннем пĕччен тăрса юлни канăç памасть. Çитменнине ял юхăнни те чĕрене ыраттарать: унччен тырă кашласа ларнă хирсенче çын çỹллĕш тал пиçенпе ытти çум курăк кашлать... Шăпах çав калаçу хыççăн Мкаддес ялта пурăнакансем ыйтнипе панкрута тухас патнех çитнĕ "Марс" хуçалăха чĕртес тĕллев тытнă та. Малтанхи çул "Çерем уçса" тенĕн 400 гектара яхăн тырă акса çитĕнтернĕ. Кăçал вара, унчченхи колхозăн пĕтĕм хирне тата ял çыннисен пайĕсене пурне те арендăна илсе, пин гектара яхăн çĕре ĕçе кĕртнĕ. _ Мкаддес Хайресламович, халĕ, икĕ çул иртнĕ хыççăн, кантурта ĕçлекенсем валли ручка та туянмалăх укçасăр тăрса юлнă хуçалăх лавне хăвăр туртма килĕшнĕшĕн ỹкĕнместĕр-и? _ Чăнах та, малтанах иккĕленнĕ вăхăтсем те пулман мар. Ара, ĕçе пуçарса яма тесе хамăн кĕсьери миллиона кăларса хума тиврĕ те. Халĕ вара, "кăвак хуппи уçăлса пынине" куратăп, ял çыннисем ĕçе туртăннине, вĕсен яваплăх туйăмĕ ỹссе пынине туятăп та ырă малашлăха ĕненсе хавхаланатăп. Пирĕн пур çĕрте те _ техника паркĕнче те, фермăра та _ вăйпитти çамрăксем тăрăшаççĕ. Ĕçлекенсен вăтам çулĕ хĕрĕхрен те иртмест. Анчах пултарулăх енĕпе вĕсене çитекеннисем сайра пулĕ. Акă, Альберт Гареев кăçал пĕр-пĕччен 700 гектар ытла тырă акрĕ, "Район чемпионĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Ытти механизаторсем те пĕринчен тепри маттур: Алексей Клементьев, Анатолий Иванов, Нафис Динмухаметов, Разим Саматов, Раил Самигуллин... _ Эсир механизаторсем хушшинче тутарла мар хушаматсене те асăнтăр. Ăçтан килнĕ вĕсем сирĕн пата? _ Аякран мар, кỹршĕ ялсенчен кăна. Чăннипе илсен пирĕн кооператив тĕрлĕ нациллĕ пысăк çемье пекех. Тутарпа чăваш е тутарпа вырăс çемье çавăрнисем те пур кунта. Тĕп зоотехникра Кушкă хĕрĕ, ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Зинаида Галошева тăрăшать, агрономра _ Энтепери Юрий Клементьев чăваш каччи. Эпир, кỹршĕсем, мĕн авалтанпах пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăннă. _ Парка кĕрсен пире çĕнĕ техника сахал мар курма тỹр килчĕ. _ Паллах. Маларах пĕчĕк процентлă кивçен илсе вĕр-çĕнĕ "Енисей" комбайн туянтăмăр. Унтан пресс-подборщик, "БДМ-3,4" дискатор, косилка тата ытти техника илтĕмĕр. Каярахпа "ХТЗ-1721-09" кỹрсе килтĕмĕр. Çав хăватлă тракторпа ĕнтĕ Разим Саматов хамăр хирти мĕн пур ака ĕçне тунисĕр пуçне юнашарти "Арланово" ЯХПКна та çĕр кăпкалатма пулăшрĕ. Мĕн пур уйсене минераллă удобрени çителĕклĕ хывма, хурт-кăпшанкăран хỹтĕленсе им-çам сапма май килчĕ. Иртнĕ çул гектартан 24 центнера яхăн тĕш тырă илнĕччĕ. Кăçал 30 центнертан кая мар пуласса кĕтетпĕр. Çакна хире тутлăхлă япаласем нумай хывнипе кăна мар, элита тата суперэлита вăрлăхсемпе те усă курнипе ĕненсе калатăп. _ Йыш пысăк-и вара? Ялта 100 яхăн кил кăна тенине илтрĕм те. _ Ĕç вăхăтне, сезона кура темелле-и, 70-80 çын тăрăшать. Чăннипе илсен, çемйи-çемйипе, пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса вăй хураççĕ çамрăксем. Акă, Дамир Бикмуллин механик хуçалăхри чылай ĕçе йĕркелесе пырать, мăшăрĕ Энже _ тĕп бухгалтер, Федания Науметовапа Меляуша Гафиатуллина çамрăк пăрусем пăхаççĕ, мăшăрĕсем хĕлле фермăра, çулла _ механизаторта тăрăшаççĕ. Валеевсен йăхĕ çинчен уйрăм каламалла: Дамир ферма ертỹçи, мăшăрĕ ĕне сăвать, тепĕр тăванĕ пăрусем пăхать... Светлана Никитина ĕне сăвать, мăшăрĕ хуçалăхри ытти ĕçре вăй хурать. Коллектив çамрăкки пирки асăнтăм та, выльăх-чĕрлĕх пăхакансенчен чи аслине _ Тескире Хасяновăна сиктерсе хăварасах марччĕ. Вăл ĕне сăвакансенчен чи асли пулса ыттисене тĕслĕх кăтартса, вĕрентсе пырать, хăй вырăнне тивĕçлĕ ылмаш хатĕрлет. Йыш пирки ыйтрăр та, çакна та палăртам эппин: пирĕн патăмăрта хамăр ялсем çеç мар, кỹршĕсем те сахаллăн мар. Хуçалăхра ĕç укçине вăхăтра тата лайăх тỹлени, кунсăр пуçне натурăпа _ ял хуçалăх продукцийĕпе пулăшни илĕртет вĕсене. Выльăх апачĕ пурне те çителĕклĕ уйăрнăран ялта икĕ-виçĕ ĕнепе ытти выльăх усракансем йышлă. Хăш-пĕр уйрăм хуçалăхсем кунсерен 20-30 литр сĕт сутаççĕ, чылайăшĕ темиçе пăру, ĕне выльăх самăртса какая вырнаçтараççĕ. Çапла вара çемье бюджечĕ самай хушăнса пырать. Анчах хуçалăх ĕçĕпе кăна епле лăпланса лармалла. Нумаях пулмасть ялта тутар кĕнеки кунне йĕркеллĕ ирттерсе ятăмăр. Кỹршĕ районсем таран килнĕ хăнасем питĕ кăмăллă пулчĕç. Фермăна, парка хамăр вăйпа вак чул сарса çул хыврăмăр. Çакăншăн ĕçлекенсем кăна мар, ялта пурăнакансем те савăнчĕç. Юхăннă сада та чĕртрĕмĕр. Юнашарах унччен татса кайнă пĕвене юсарăмăр, пулă ятăмăр. Ялти армана ĕçлеттерме тытăнни те халăха хавхалантарса ячĕ. _ Малашнехи ĕмĕтсем мĕнлерех? _ Икĕ çулта кашни ĕнерен сĕт сăвассине 1,5 хут ỹстерме май килчĕ, унччен çуллахи кун та вĕсем талăкра 5-6 литр сĕт антарнă пулсан, халĕ 19 е ытларах та илетпĕр. Анчах ăрата лайăхлатмалли майсем пур-ха. Ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле пирĕн. Малашне çĕр пахалăхне лайăхлатса пырса гектартан 30-35 центнер тĕш тырă илме тĕллев лартатпăр. Фермăна ку чухнехи механизмсемпе хатĕрсем вырнаçтарма та тахçанах вăхăт çитнĕ.