02 июля 2008 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси хăйĕн черетлĕ ларăвне Лаш Таяпа ял тăрăхне тухса ирттерчĕ. Вĕсемпе пĕрле унта эпир те, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем, хутшăнтăмăр. Чи малтан асăннă ял тăрăхĕнче пурăнакан çула çитмен ачасен тĕлĕшĕпе пуçарнă административлă ĕçсене пăхса тухрĕç. Унтан комисси членĕсемпе пĕрле "йывăр" çемьесенче пулса куртăмăр, ял тăрăхĕнчи вĕренỹ, культура, медицина учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çуллахи вăхăтра ачасене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса парас ыйтăва татса парассипе тимлет. Шкулсенче вĕрентекенсемпе тĕл пулсан та çакăн пирки куçа-куçăн калаçу йĕркелеме май килчĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕпе, çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçлесен анчах палăртнă тĕллеве пурнăçлама пулать. Çула çитмен ачасем хушшинче право йĕркисене пăснин тĕслĕхĕсене чакарас тĕлĕшпе куллен туса ирттермелли ĕç-хĕл пирки те тĕплĕ калаçу иртрĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕренекенсене ĕçе вырнаçтарнă чухне, чи малтан, "йывăр", нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шута илетпĕр. Вĕсем ытларах шкулсене юсама, ялсене тирпей-илем кĕртме, ял хуçалăх производствинче ĕçлеме хутшăнаççĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе ватăсене пулăшаççĕ. Ун пек чухне ачасен шухăш-кăмăлĕ çирĕпленет, вĕсем хăйсене мăнаçлăн тытма пуçлаççĕ. Унпа пĕрлех, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене хавхалантарать те, кашни уйăхра вăтамран 781 тенкĕ ĕç укçи тỹлет.